Нуша
Пурӑннӑ тет пӗр ялта карчӑкпа старик. Кусен пурнӑҫӗ питӗ начар пулнӑ тет, анчах старикӗн хунӗ питӗ пуян пурӑннӑ тет.
Пӗрре, ҫимӗк ҫитсе килнӗ чух, карчӑк старикне калать:
— Ваҫлей, ĕнтӗ ҫынсем ҫимӗк валли сӑра та тӑва пуҫларӗҫ, пирӗн иксӗмӗрӗн нимӗн те ҫук. Кай-ха аттесем патне, сӑра тума пӗрер пӑт салат памӗҫ-и?
Ваҫлей пӗр пӑтавкка илет те хунӗсем патне тухса утать.
— Хуньӑм, пире пӗрер пӑт салат памӑн-ши? Ҫынсем ӗҫнӗ чух пирӗн те ӗҫес килет, — тет Ваҫлей.
— Мӗншӗн парас мар, — тет хунӗ. — Карчӑк, парса яр кӗрӗве пӗр пӑт салат, — тет.
Хунямӑшӗ Ваҫлее пӗр пӑтавкка салат тата тепӗр витре какай тыттарса ярать.
Пырать Ваҫлей ҫулпала, пӗр аллипе пӑтавкка йӑтнӑ, тепӗр аллипе витре ҫӗкленӗ. Унӑн ҫул ҫинче арман пӗви урлӑ каҫса каймалла. Вершник ҫине улӑхма тӑрсанах Ваҫлей такӑнчӗ ӳкрӗ те салатне веҫех шыва тӑкса ячӗ. Мӗн тӑвас? Ваҫлей нимӗн тума аптăранипе пӗр патак илчӗ те шыва пӑтратма пуҫларӗ. Пӑхать Ваҫлей — шыв сӑра тӗслӗ пулса кайрӗ. «Шыв сӑра пекех пулчӗ иккен-ха, ӗҫсе пӑхам-ха, сӑра тути каламасть-и?» — тесе шутлать вӑл хӑй ӑшӗнче. Унтан хырӑмӗ ҫине выртать те шыва чӑпӑртаттарсах ӗҫме тытӑнать.
— Эпĕ ӳсӗрӗлтӗм иккен-ха. Ну халь юрӑ юрлас ӗнтӗ, — тет Ваҫлей.
Тытӑнчӗ юрлама. Пӗр-ик ҫавра юрларӗ те хӑй хыҫӗнче такам юрланине илтех кайрӗ. Пӑхать — темӗнле ҫын тайкаланса юрласа килет. Хӑй ҫӗтĕк аҫам тӑхӑнса янӑ. Ваҫлей ку ҫынна кӗтсе илчӗ те ҫапла калать:
— Атя, хӑта, пӗрле кайӑпӑр. Иккӗн утмашкӑн та ҫӑмӑлтарах, юрлама та хавасрах, — тет.
— Атя! — тет лешӗ.
Кусем иккӗш ыталанчӗҫ те юрӑ янӑраттарса кӑна пыраҫҫӗ.
Кайсан-кайсан Ваҫлей кунтан ҫапла ыйтать:
— Эсӗ кам пулатӑн, хӑта? Эпӗ сана паллаймастӑп, — тет.
— Епле паллаймастӑн эс мана! — тет лешӗ. — Эпӗ санӑн Нушу пулатӑп вӗт.
— Ну, атя апла пулсан хам пата, — тет Ваҫлей.
Кусем каллех пӗр-пӗринпе ыталашрӗҫ те юрла-юрла Ваҫлей килнелле уттарчӗҫ.
Килне ҫитес умӗн Ваҫлей арӑмӗ ҫырмаран сӑра лартма шыв ӑсса хӑпарать.
— Ара ӑҫта ӗҫрӗн капла, Ваҫлей? Санӑн салату ӑҫта, аттесем памарӗҫ-и-мӗн?— тесе ыйтать вӑл Ваҫлейрен.
— Парасса пачӗҫ те, — тет Ваҫлей, — телейӗм ҫук: арман вершникӗ урлӑ каҫнӑ чух такӑнтӑм та, шыва тӑкӑнса кайрӗ; шывне пӑтраткаларӑм та, сӑра пек пулса тӑчӗ. Ӗҫрӗм те ӳсӗрӗлсе кайрӑм, юрлама тытӑнтӑм, унтан хамӑн Нуша тусӑма тӗл пултӑм. Сӑра лартасси пулмарӗ ӗнтӗ, атя хӑвӑртрах киле, Нуша тусӑма какай та пулин пӗҫерсе ҫитерер, пирӗн ӑна чыслама урӑх нимӗн те ҫук, — тет.
Ҫитрӗҫ килне. Ваҫлей яшка пӗҫерме вутӑ татма тухрӗ, Нуши пӳртре ларса юлчӗ. Ваҫлей хыҫҫӑнах арӑмӗ тула вутӑ ҫӗклеме тухрӗ.
— Эсӗ чи пысӑк арчуна пушат-ха, эпир ҫав Нушана ун ӑшне хупса асӑнтарар-ха пӗрре, — тет Ваҫлей арӑмне.
Арӑмӗ пӗр самантрах пӑлтӑрта ларакан пысӑк арчине пушатрӗ. Ваҫлей вутӑ ҫӗклесе кӗчӗ, ун хыҫҫан арӑмӗ те юлмарӗ. Нуша сӗтел хушшинче ҫаплах юрӑ юрласа ларать. Ваҫлей Нуша ҫумне ларчӗ те юрлам пекки тӑвать. Унччен те пулмарӗ Нушана пырӗнчен ярса тытса:
— Арӑм, тыт урисенчен, Нушана тӗрмене хупар! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Арӑмӗ урисенчен, Ваҫлей пырӗнчен тытрӗ, Нушана пӑлтӑралла сӗтӗрсе тухрӗҫ те пысӑк арчана тӗркелесе чикрӗҫ, унтан пысӑк ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ. Каҫхине Ваҫлей лаша кӳлчӗ те Нушана тытса хупнӑ арчана урапи ҫине хурса вӑрмана тухса кайрӗ.
Ҫитрӗ вӑрмана. Пӗр йывӑҫ тӗмӗ айне пысӑк шӑтӑк алтрӗ те арчана тӗртсе йӑвантарса ячӗ. Унтан арча ҫине тӑприне тапта-тапта хучӗ, паллӑ ан пултӑр тесе ҫулҫӑсем витсе хӑварчӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ кунран-кун малалла кайма пуҫларӗ. Хунӗ Ваҫлейрен тӗлӗнет: «Ӑҫтан илчӗ ку кӗрӳ укҫа, епле пит час пуйса кайрӗ? Пурӑна киле ку манран та иртсе кайӗ, унтан вара пире паллами те пулӗ», — тет.
Ҫимӗкре Ваҫлей хӑна пуҫтарчӗ. Хунӗсене те чӗнчӗ. Ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ кусем, юрларӗҫ.
Хунӗ ыйтать:
— Ваҫлей кӗрӳ, кала-ха, эсӗ епле майпа пит хӑвӑрт ҫӗкленсе кайрӑн, ӑҫта та пулин укҫа тупрӑн-и? — тет.
Ваҫлей Нушана епле лектернине, ӑҫта хунине, ҫавӑнтан вара пурнӑҫӗ епле малалла кайнине хуньӑшне тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. Каласанах хунӗсем киле кайрӗҫ.
Тепӗр кунне Ваҫлей хунӗ хӑйӗн мӑнтӑр лашине кӳлчӗ те тимӗр кӗреҫе илсе вӑрмана тухса кайрӗ. Ҫитрӗ вӑрмана. Нушана пытарнӑ вырӑна шырама пуҫларӗ. Шырарӗ-шырарӗ — ниҫта та ҫук. Унтан кӑшкӑрма тытӑнчӗ:
— Кӗрӳ Нуши ӑҫта-ши? Кӗрӳ Нуши ӑҫта-ши?! — тесе кӑшкӑрать.
Нуша ҫинҫе сасӑпа:
— Кунта! — тет. Вӑл вилес патнех ҫитнӗ иккен.
Ваҫлей хунӗ Нушана шыраса тупрӗ те ҫӗр айӗнчен алтса кӑларса килне илсе таврӑнчӗ. Килӗнче арча ҫӑрине персе ватрӗ те Нушана сӗтӗрсе кӑларчӗ.
— Кай ӗнтӗ, Нуша, хӑвӑн малтанхи тусу патне, кӗрӗве малтанхи пекех чухӑн пурӑнтар, — тет.
— Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эп ун патне тем тусан та каяссӑм ҫук, — тет Нуши. — Вӑл манӑнне чутах чуна илмерĕ. Эсӗ ырӑ та, ҫӑлса кӑлартӑн. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сан патӑнтан ниҫта та каяссӑм ҫук, — тет.
Ҫапла каласанах Нуша курӑнми пулать. Ҫав каҫхинех Ваҫлей хунӗн мӑнтӑр лаши ӳксе вилчӗ тет. Питравкка умӗн хӑй ҫунса кайрӗ тет. Унӑн пурнӑҫӗ каялла кайнӑҫемӗн каялла кайса пычӗ тет. Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ тата малалла кайрӗ тет те, вӑл аван пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӗ тет.