Ылтӑн хутаҫ
Пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӗр карчӑкпа пĕр старик. Вӗсен икӗ ывӑл пулнӑ. Ывӑлӗсем ӳссе ҫитсен карчӑкпа старик вӗсене авлантараҫҫӗ те уйӑрса кӑларса яраҫҫӗ. Хӑйсем нумай та пурӑнаймаҫҫӗ, часах вилеҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ ашшӗ-амӑшӗн мулне илсе юлнипе питӗ пуйса кайнӑ. Кӗҫӗнни ҫав тери чухӑн пурӑннӑ. Ҫитменнине, унӑн тӑхӑр ывӑл пулнӑ, вӗсене тӑрантарма унӑн кашни ҫулах тырри ҫитмен.
Кӗҫӗн ывӑлӗ Йӑван нихҫан та пӑрҫа акса курман пулнӑ. Пӗрре вӑл шухӑша каять: «Эпӗ вӗт нихҫан та пӑрҫа акса курман, ҫавӑнпа манӑн тырӑ пулмасть-тӗр», — тесе шухӑшлать. Тепӗр ҫур аки валли хӗлле ыйткаласа ҫӳресе пӗр ҫур пӑт пӑрҫа вӑрлӑхӗ тупса хурать вӑл.
Акӑ, ҫуркунне ҫитрӗ, анчах Йӑванӑн пӑрҫа акмалли ҫӗрне сухалама лаши те ҫук. Йӑван пиччӗшне кайса йӑлӑнать:
— Пӑрҫа ҫӗрне сухаласа акмашкӑн лаша памӑн-ши? — тет.
— Пӑрҫуна ҫурмалла тӑвӑн-и, вара парӑп, — тет пиччӗшӗ.
— Юрать, — тет Йӑван, — пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла.
Вара ӑна пиччӗшӗ пӑрҫа акса парать.
Пӑрҫа питӗ те лайӑх шӑтать. Йӑван пӗрре хире кайса пӑхать те пӑрҫа лайӑх шӑтнине кура килне ҫав тери хавасланса таврӑнать. Тепре каять: пӑрҫа шап-шурӑ чечеке ларнӑ. Виҫҫӗмӗш хут каять. Пӑхать — пӑрҫине Тӑм вӗтеленӗ кайнӑ. Тытӑнчӗ хай Йӑван тарӑхнипе Тӑма хӑваламашкӑн. Эх, хӑвалать, эх, хӑвалать! Хӑваласан-хӑваласан, Йӑван Тӑма хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл вӑрманта, тунката ҫинче, сухалне тураса ларать-мӗн. Йӑван ӑна тӳрех сухалӗнчен ҫавӑрса илчӗ те лӑскама пуҫларӗ:
— Мӗн тума эсӗ манӑн пӑрҫана пӗтерсе кайрӑн? Тӳле мана уншӑн, атту халех сухална туртса кӑларӑп! — тет Йӑван.
— Ан тив-ха, Йӑван, — тет Тӑмӗ, — ме сана уншӑн пӗр хутаҫ.
— Мӗн тумалла сан ҫак ҫӗтӗк хутаҫупа? — тет Йӑван ҫилленсе.
Тӑмӗ калать:
— Киле кай та ачусене сӗтел йӗри-тавра ларт, унтан ҫак хутаҫа сӗтел ҫине силле, — тет.
Йӑван пуҫне усса килне хутаҫа ҫакса таврӑнать. Сӗтел йӗри-тавра ачисене лартать те силлет ҫӗтӗк хутаҫа. Хутаҫран мӗн кӑна кирлӗ пурте сӗтел ҫине тӑкӑнса тӑрать. Ҫапла Йӑван лайӑх пурӑнма пуҫлать.
Кӑна пиччӗшĕ курать те Йӑвана калать:
— Атя, Йӑван, манӑн кивĕ капансене ҫак хутаҫпа улӑштарар, — тет.
— Атя, улӑштарар, — тет Йӑван.
Хайхисем килӗшрӗҫ те хутаҫа кивĕ капансемпе улӑштарса та хучӗҫ. Анчах пӗр-икĕ ҫул та иртмерӗ, Йӑванӑн ачисем кив капансене ҫисе те ячӗҫ. Каллех Йӑван ҫука тӑрса юлчӗ. «Капла эпӗ каллех ҫука тӑрса юлтӑм-ҫке? Ӗлӗкхи пек, кӑҫал та пӑрҫа акса пӑхмалла мар-ши манӑн?» — тесе шухӑшлать вӑл.
Шухӑшлать те ҫуркунне каллех пӑрҫа акса хӑварать, пӑрҫине ку хутра та Тӑм илсе каять. Тытӑнать Йӑван Тӑма хӑвалама. Эх, хӑвалать, эх, хӑвалать! Хӑваласан-хӑваласан, хӑваласа ҫитрӗ. Тӑмӗ каллех вӑрманта, тунката ҫинче сухалне тураса ларнӑ иккен. Ячӗ те илчӗ ӑна Йӑван кӑвак сухалӗнчен:
— Мӗншӗн эсӗ манӑн пӑрҫана тустарса кайрӑн? Тӳле хӑвӑртрах, атту халех сухална туртса кӑларатӑп! — тет.
— Ан тив-ха, Йӑван, ме сана уншӑн ылтӑн хутаҫ парса ярам, — тет Тӑмӗ.
Йӑван ылтӑн хутаҫа илет те килне таврӑнать. Лартать ачисене сӗтел йӗри-тавра, силлет хайхи ылтӑн хутаҫа, анчах хутаҫран вун икӗ салтак сиксе тухаҫҫӗ те тытӑнаҫҫӗ вĕсем Йӑван ачисене саламатсемпе хӗртмешкӗн. Йӑван салтаксене аран-аран хутаҫа хӑваласа кӗртрӗ. Унтан хутаҫне илчӗ те пиччӗшĕ патне кайрӗ, малтанхи ҫӗтӗк хутаҫпа улӑштарса килчӗ.
Пиччӗшĕ ылтӑн хутаҫ туяннипе савӑнсах кайрӗ, хӑйсен таврашӗсене - пуянсене пухса хӑналантарма шухӑш тытрӗ. Пухрӗ хайхи мӗнпур пуяна, хӑй юриех ĕҫме-ҫиме нимӗн те хатӗрлеттермерӗ. Хӑнасем пухӑнса ҫитсен, Йӑван пиччӗшӗ ылтӑн хутаҫа тытать те сӗтел ҫине силлет. Ак, сиксе тухрӗҫ тет вуникӗ салтак, тытӑнчӗҫ тет хӑнисене саламатсемпе ӑшалантармашкӑн. Хӑнисем хӑшӗ чӳречерен, хӑшӗ алӑкран ӳппӗн-тӗппӗн туха-туха тараҫҫӗ тет.
Хӑнисем тепӗр кунне Йӑван пиччӗшне суда параҫҫӗ. Лешӗ Йӑвана суда парать. Ак, Йӑвана суда чӗнтереҫҫӗ. Йӑван суда ылтӑн хутаҫ ҫакса каять.
Суд пуҫлансан, Йӑван хайхи хутаҫне тытать те тÿресем умне силлет. Сиксе тухрӗҫ хутаҫран каллех вун икӗ салтак, тытӑнчӗҫ судьясене ӑшалантарма. Шалт хӗнесе пӗтерчӗҫ. Судьясем Йӑванран тархасласа ыйтаҫҫĕ тет:
— Чар, Йӑван, салтаксене, нимӗн те тумастпӑр сана.
Анчах Йӑван салтаксене юриех чармарӗ тет. Вара лешсем судьясене хӗнесе вӗлерсех пӑрахрӗҫ тет.
Юмах юман урлӑ, хам пилеш урлӑ.