Ырхан Кашкӑр
Пӗр ырхан Кашкӑр выҫӑхса вилме тапратнӑ тет те уласа анчах ларать тет. Куна Упа курать те ҫапла калать:
— Ав ҫав ҫырмара вун ҫич ҫулхи така пур, ҫавна кайса ҫи, — тет.
Кашкӑр хӗпӗртесе ӳксе ҫырмана чупса анать те чӑнахах та хай Такана тӗл пулать.
— Ну, сана ҫисе яратӑп, — тет.
— Ҫиессе ҫийӗн те-ха, анчах эпӗ сан ӑшна кутӑн кӗресшӗн мар, пуҫӑн кӗресшӗн, — тет кӑна хирӗҫ Таки.
— Юрӗ, — тет Кашкӑрӗ.
Вара Таки ту ҫине хӑпарса кайса мӗнпур вӑйпа чупса анать те Кашкӑра пӗрех мӑйракипе панлаттарать. Кашкӑрӑн хырӑмӗ кӗҫех ҫурӑлса каймасть. Таки хӳрине вӗлт! вылятса малалла вӗҫтерет.
Кашкӑрӗ ятла-ятла Упа патне пырать.
— Ну, мӗнле, ҫирӗн-и? — тесе ыйтать Упи.
— Ӑҫта ҫиме, чутах хырӑма ҫурса пӑрахмарĕ, — тет Кашкӑрӗ.
— Ӑна ҫиеймерӗн пулсан ав ҫав ҫырмара ула Кӗсре пур, эппин, ҫавна кайса ҫи, — тет Упи.
Кашкӑр хӗпӗртесе ӳксе ҫырмана чупса анать те хай ула Кӗсрене тӗл пулать.
— Ну, сана ҫисе яратӑп, — тет вӑл. Куҫӗсем хӑйӗн йӑлт-ялт ҫиҫеҫҫӗ.
— Ҫиесси ҫийӗн те-ха, анчах эп сан ӑшна пуҫӑн мар, кутӑн кӗресшӗн, — тет Кӗсри. Унтан кутӑн ҫаврӑнса тӑрать те Кашкӑра пӗрех шартлаттарса тапса ярать. Кашаман аран-аран тарса хӑтӑлать.
Кӑна каллех Упа тӗл пулчӗ те ыйтать:
— Ну, епле, ҫирӗн-и Кӗсрене? — тет.
— Ӑҫта ҫиме, кайри урипе тапса кӗҫех аяк пӗрчине хуҫса пӑрахатчӗ, — тет Кашкӑрӗ.
— Ӑна ҫиеймерӗн пулсан ав ҫавӑнти арпалӑхра пӗр Сысна пур, ҫавна кайса ҫи эппин, — тет Упа.
Кашкӑр арпалӑха ҫитет те Сыснана тӗл пулать.
— Ну, халь сана ҫисе яратӑпах, — тет шӑлӗсене качӑртаттарса.
— Ҫиесси ҫийӗн те-ха, анчах малтан пӗр ҫавра юрӑ юрласа кӑтартам, — тет Сысни. Унтан нӑри-и-ик! нӑри-и-ик! тесе ҫухӑрма пуҫлать. Сысна ҫухӑрнине илтсе ҫынсем чупса ҫитрӗҫ те тытӑнчӗҫ Кашкӑра кӳпкемешкӗн. Ну кӳпкеҫҫӗ, ну кӳпкеҫҫӗ! Кашкӑрӗ аран-аран хӑтӑлса тарчӗ.
Ҫитрӗ Упа патне.
— Каллех тытса ҫиеймерӗн-и? — тесе ыйтать Упи.
— Ӑҫта ҫиме, хама кӗҫех ҫапса пӑрахатчĕç, — тет Кашкӑрӗ.
— Апла пулсан ав ҫавӑнта хуҫа Йытти пур, кайса тытса ҫи, — тет Упи.
Ҫитрӗ Кашкӑр хуҫа Йытти патне.
— Ну, халӗ ӗнтӗ сана тытса ҫиетӗпех, — тет.
— Мана ҫинипе нимӗн усси те пулас ҫук, эсӗ луччӗ хуҫа тӗп сакайӗнчи апат-çимӗҫсене кӗрсе ҫи. Унта пыл та, аш та пур, — тет Йытти.
Кашкӑр йӑпӑр-япӑр тӗп сакайне анса кайрӗ. Йытти сакай алӑкне шӑнкӑрт хупса хучӗ те вӗрме тытӑнчӗ. Йытӑ вӗрнине илтсе ҫынсем чупса ҫитрӗҫ, тӗп сакайӗнчи Кашкӑра ҫавӑнтах ҫапса пӑрахрӗҫ.