Автан тус
Ҫӳрет тет Автан вӑрманта. Тач! татӑлса анчӗ тет пӗр йӗкел ун пуҫӗ ҫине. Вара тара пачӗ тет ҫулпала. Ӑна хирӗҫ Мулкач пырать.
— Ӑҫта каян, Автан тус? — тет Мулкач.
— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратӑп, — тет Автан.
— Ман та пырас-и? — тет Мулкач.
— Атя кайӑпӑр, — тет Автан.
Пыраҫҫӗ Автанпа Мулкач вӑрман тӑрӑх. Тилӗ тӗл пулчĕ кусене.
— Ӑҫта каятӑр, Мулкач тус? — ыйтать хайхи Тилӗ.
Мулкачӗ калать:
— Эп пӗлместӑп, Автанран ыйт, — тет.
— Ӑҫта каятӑр, Автан тус? — тет Тилли.
— Мӗн ӑҫта каясси, — тет Автан, — туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.
— Ман та пырас-и? — тет Тилӗ.
— Атя!
Пыраҫҫӗ кусем вӑрманпа. Кашкӑра тӗл пулчӗҫ.
— Аҫта каятӑр, Тилӗ тус? — тет Кашкӑр.
— Эп пӗлместӗп, Автанран ыйт, — тет Тилли.
— Аҫта каятӑр, Автан тус? — тет Кашкӑр.
Автанӗ калать:
— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.
— Ман та пырас-и? — тет Кашкӑрӗ.
Лешсем килӗшеҫҫӗ.
Пырать кусене хирӗҫ Упа. Ыйтать ку:
— Аҫта каятӑр, Кашкӑр тус? — тет.
— Эп пӗлместӗп, Тилӗрен ыйт, — тет Кашкӑрӗ.
— Ӑҫта каятӑр Тилӗ тус? — ыйтать Упа Тилӗрен.
— Эп пӗлместӗп, Мулкачран ыйт, — тет Тилӗ.
— Ӑҫта каятӑр, Мулкач тус? — ыйтать Упа.
— Эп пӗлместӗп, Автанран ыйт, — тет Мулкач.
Автанӗ калать:
— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.
— Ман та пырас-и? — тет Упа.
— Атя, — теҫҫӗ лешсем.
Каяҫҫӗ вӑрманпа. Пӗр пӳрт курчӗҫ те ҫӗр каҫма кӗчӗҫ. Автана пусрӗҫ те ҫирӗҫ. Ашĕ кӑштах юлчӗ тет. Каҫпа Тилӗ тӑчӗ те пӗтӗмпех ҫисе ячӗ. Ирхине тӑчӗҫ те, какай ҫук. Кам ҫинине пӗлмерӗҫ.
— Мулкача пусас, — теҫҫӗ кусем.
Пӗҫернӗ чухне Мулкачӑн пӑчӑр-пӑчӑр ҫу юхать тет.
— Э-э, какая ку ҫинӗ иккен, — теҫҫӗ.
Какай юлашки юлчӗ. Хайхи Тилӗ ҫӗрле тӑчӗ те ҫисе ячӗ. Кашкӑр тутине ҫупа сӗрсе вараларӗ.
Ирхине тӑчӗҫ те:
— Кам ҫинӗ? Кам ҫинӗ? — теҫҫӗ.
Тилӗ калать:
— Камӑн тути ҫуллӑ, ҫав ҫинӗ, — тет.
Пӑхрӗҫ. Кашкӑр тути ҫуллӑ. Ҫавӑнпа ӑна пусрӗҫ. Кашкӑр ашӗн юлашкине каллех ҫӗрле Тилӗ ҫисе ячӗ. Вучахне сӳнтерчӗ. Унтан Упана вӑратрӗ те калать:
— Пирӗн вучах сӳннӗ. Ав ҫӳлте, пирӗн асанне вут чӗртнӗ, илсе ан, — тет ҫӑлтӑр ҫине кӑтартса.
Упа юман ҫине хӑпарса кайрӗ.
— Ҫук-ҫке, — тет.
— Ҫӳлерех! — тет Тилӗ.
Кӗҫ Упа тач! персе анчӗ. Хырӑмӗ ҫурӑлчӗ кайрӗ.
Ҫав Тилӗ халь те пулин вӑрманта пурӑнать тет.