чувашская сказка

Ылтӑн хутаҫ

караоке
звук

Initializing audio Loading audio…

Пурӑннӑ Пурӑннӑ тет тет ӗлӗк‑авал ӗлӗк-авал пӗр пӗр карчӑкпа карчӑкпа пĕр пĕр старик. старик. Вӗсен Вӗсен икӗ икӗ ывӑл ывӑл пулнӑ. пулнӑ. Ывӑлӗсем Ывӑлӗсем ӳссе ӳссе ҫитсен ҫитсен карчӑкпа карчӑкпа старик старик вӗсене вӗсене авлантараҫҫӗ авлантараҫҫӗ те те уйӑрса уйӑрса кӑларса кӑларса яраҫҫӗ. яраҫҫӗ. Хӑйсем Хӑйсем нумай нумай та та пурӑнаймаҫҫӗ, пурӑнаймаҫҫӗ, часах часах вилеҫҫӗ. вилеҫҫӗ. Аслӑ Аслӑ ывӑлӗ ывӑлӗ ашшӗ‑амӑшӗн ашшӗ-амӑшӗн мулне мулне илсе илсе юлнипе юлнипе питӗ питӗ пуйса пуйса кайнӑ. кайнӑ. Кӗҫӗнни Кӗҫӗнни ҫав ҫав тери тери чухӑн чухӑн пурӑннӑ. пурӑннӑ. Ҫитменнине, Ҫитменнине, унӑн унӑн тӑхӑр тӑхӑр ывӑл ывӑл пулнӑ, пулнӑ, вӗсене вӗсене тӑрантарма тӑрантарма унӑн унӑн кашни кашни ҫулах ҫулах тырри тырри ҫитмен. ҫитмен.

Кӗҫӗн Кӗҫӗн ывӑлӗ ывӑлӗ Йӑван Йӑван нихҫан нихҫан та та пӑрҫа пӑрҫа акса акса курман курман пулнӑ. пулнӑ. Пӗрре Пӗрре вӑл вӑл шухӑша шухӑша каять: каять: «Эпӗ «Эпӗ вӗт вӗт нихҫан нихҫан та та пӑрҫа пӑрҫа акса акса курман, курман, ҫавӑнпа ҫавӑнпа манӑн манӑн тырӑ тырӑ пулмасть‑тӗр», пулмасть-тӗр», тесе тесе шухӑшлать. шухӑшлать. Тепӗр Тепӗр ҫур ҫур аки аки валли валли хӗлле хӗлле ыйткаласа ыйткаласа ҫӳресе ҫӳресе пӗр пӗр ҫур ҫур пӑт пӑт пӑрҫа пӑрҫа вӑрлӑхӗ вӑрлӑхӗ тупса тупса хурать хурать вӑл. вӑл.

Акӑ, Акӑ, ҫуркунне ҫуркунне ҫитрӗ, ҫитрӗ, анчах анчах Йӑванӑн Йӑванӑн пӑрҫа пӑрҫа акмалли акмалли ҫӗрне ҫӗрне сухалама сухалама лаши лаши те те ҫук. ҫук. Йӑван Йӑван пиччӗшне пиччӗшне кайса кайса йӑлӑнать: йӑлӑнать:

Пӑрҫа Пӑрҫа ҫӗрне ҫӗрне сухаласа сухаласа акмашкӑн акмашкӑн лаша лаша памӑн‑ши? памӑн-ши? тет. тет.

Пӑрҫуна Пӑрҫуна ҫурмалла ҫурмалла тӑвӑн‑и, тӑвӑн-и, вара вара парӑп, парӑп, тет тет пиччӗшӗ. пиччӗшӗ.

Юрать, Юрать, тет тет Йӑван, Йӑван, пур пур пӗрле, пӗрле, ҫук ҫук ҫурмалла. ҫурмалла.

Вара Вара ӑна ӑна пиччӗшӗ пиччӗшӗ пӑрҫа пӑрҫа акса акса парать. парать.

Пӑрҫа Пӑрҫа питӗ питӗ те те лайӑх лайӑх шӑтать. шӑтать. Йӑван Йӑван пӗрре пӗрре хире хире кайса кайса пӑхать пӑхать те те пӑрҫа пӑрҫа лайӑх лайӑх шӑтнине шӑтнине кура кура килне килне ҫав ҫав тери тери хавасланса хавасланса таврӑнать. таврӑнать. Тепре Тепре каять: каять: пӑрҫа пӑрҫа шап‑шурӑ шап-шурӑ чечеке чечеке ларнӑ. ларнӑ. Виҫҫӗмӗш Виҫҫӗмӗш хут хут каять. каять. Пӑхать Пӑхать пӑрҫине пӑрҫине Тӑм Тӑм вӗтеленӗ вӗтеленӗ кайнӑ. кайнӑ. Тытӑнчӗ Тытӑнчӗ хай хай Йӑван Йӑван тарӑхнипе тарӑхнипе Тӑма Тӑма хӑваламашкӑн. хӑваламашкӑн. Эх, Эх, хӑвалать, хӑвалать, эх, эх, хӑвалать! хӑвалать! Хӑваласан‑хӑваласан, Хӑваласан-хӑваласан, Йӑван Йӑван Тӑма Тӑма хӑваласа хӑваласа ҫитрӗ. ҫитрӗ. Вӑл Вӑл вӑрманта, вӑрманта, тунката тунката ҫинче, ҫинче, сухалне сухалне тураса тураса ларать‑мӗн. ларать-мӗн. Йӑван Йӑван ӑна ӑна тӳрех тӳрех сухалӗнчен сухалӗнчен ҫавӑрса ҫавӑрса илчӗ илчӗ те те лӑскама лӑскама пуҫларӗ: пуҫларӗ:

Мӗн Мӗн тума тума эсӗ эсӗ манӑн манӑн пӑрҫана пӑрҫана пӗтерсе пӗтерсе кайрӑн? кайрӑн? Тӳле Тӳле мана мана уншӑн, уншӑн, атту атту халех халех сухална сухална туртса туртса кӑларӑп! кӑларӑп! тет тет Йӑван. Йӑван.

Ан Ан тив‑ха, тив-ха, Йӑван, Йӑван, тет тет Тӑмӗ, Тӑмӗ, ме ме сана сана уншӑн уншӑн пӗр пӗр хутаҫ. хутаҫ.

Мӗн Мӗн тумалла тумалла сан сан ҫак ҫак ҫӗтӗк ҫӗтӗк хутаҫупа? хутаҫупа? тет тет Йӑван Йӑван ҫилленсе. ҫилленсе.

Тӑмӗ Тӑмӗ калать: калать:

Киле Киле кай кай та та ачусене ачусене сӗтел сӗтел йӗри‑тавра йӗри-тавра ларт, ларт, унтан унтан ҫак ҫак хутаҫа хутаҫа сӗтел сӗтел ҫине ҫине силле, силле, тет. тет.

Йӑван Йӑван пуҫне пуҫне усса усса килне килне хутаҫа хутаҫа ҫакса ҫакса таврӑнать. таврӑнать. Сӗтел Сӗтел йӗри‑тавра йӗри-тавра ачисене ачисене лартать лартать те те силлет силлет ҫӗтӗк ҫӗтӗк хутаҫа. хутаҫа. Хутаҫран Хутаҫран мӗн мӗн кӑна кӑна кирлӗ кирлӗ пурте пурте сӗтел сӗтел ҫине ҫине тӑкӑнса тӑкӑнса тӑрать. тӑрать. Ҫапла Ҫапла Йӑван Йӑван лайӑх лайӑх пурӑнма пурӑнма пуҫлать. пуҫлать.

Кӑна Кӑна пиччӗшĕ пиччӗшĕ курать курать те те Йӑвана Йӑвана калать: калать:

Атя, Атя, Йӑван, Йӑван, манӑн манӑн кивĕ кивĕ капансене капансене ҫак ҫак хутаҫпа хутаҫпа улӑштарар, улӑштарар, тет. тет.

Атя, Атя, улӑштарар, улӑштарар, тет тет Йӑван. Йӑван.

Хайхисем Хайхисем килӗшрӗҫ килӗшрӗҫ те те хутаҫа хутаҫа кивĕ кивĕ капансемпе капансемпе улӑштарса улӑштарса та та хучӗҫ. хучӗҫ. Анчах Анчах пӗр‑икĕ пӗр-икĕ ҫул ҫул та та иртмерӗ, иртмерӗ, Йӑванӑн Йӑванӑн ачисем ачисем кив кив капансене капансене ҫисе ҫисе те те ячӗҫ. ячӗҫ. Каллех Каллех Йӑван Йӑван ҫука ҫука тӑрса тӑрса юлчӗ. юлчӗ. «Капла «Капла эпӗ эпӗ каллех каллех ҫука ҫука тӑрса тӑрса юлтӑм‑ҫке? юлтӑм-ҫке? Ӗлӗкхи Ӗлӗкхи пек, пек, кӑҫал кӑҫал та та пӑрҫа пӑрҫа акса акса пӑхмалла пӑхмалла мар‑ши мар-ши манӑн?» манӑн?» тесе тесе шухӑшлать шухӑшлать вӑл. вӑл.

Шухӑшлать Шухӑшлать те те ҫуркунне ҫуркунне каллех каллех пӑрҫа пӑрҫа акса акса хӑварать, хӑварать, пӑрҫине пӑрҫине ку ку хутра хутра та та Тӑм Тӑм илсе илсе каять. каять. Тытӑнать Тытӑнать Йӑван Йӑван Тӑма Тӑма хӑвалама. хӑвалама. Эх, Эх, хӑвалать, хӑвалать, эх, эх, хӑвалать! хӑвалать! Хӑваласан‑хӑваласан, Хӑваласан-хӑваласан, хӑваласа хӑваласа ҫитрӗ. ҫитрӗ. Тӑмӗ Тӑмӗ каллех каллех вӑрманта, вӑрманта, тунката тунката ҫинче ҫинче сухалне сухалне тураса тураса ларнӑ ларнӑ иккен. иккен. Ячӗ Ячӗ те те илчӗ илчӗ ӑна ӑна Йӑван Йӑван кӑвак кӑвак сухалӗнчен: сухалӗнчен:

Мӗншӗн Мӗншӗн эсӗ эсӗ манӑн манӑн пӑрҫана пӑрҫана тустарса тустарса кайрӑн? кайрӑн? Тӳле Тӳле хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, атту атту халех халех сухална сухална туртса туртса кӑларатӑп! кӑларатӑп! тет. тет.

Ан Ан тив‑ха, тив-ха, Йӑван, Йӑван, ме ме сана сана уншӑн уншӑн ылтӑн ылтӑн хутаҫ хутаҫ парса парса ярам, ярам, тет тет Тӑмӗ. Тӑмӗ.

Йӑван Йӑван ылтӑн ылтӑн хутаҫа хутаҫа илет илет те те килне килне таврӑнать. таврӑнать. Лартать Лартать ачисене ачисене сӗтел сӗтел йӗри‑тавра, йӗри-тавра, силлет силлет хайхи хайхи ылтӑн ылтӑн хутаҫа, хутаҫа, анчах анчах хутаҫран хутаҫран вун вун икӗ икӗ салтак салтак сиксе сиксе тухаҫҫӗ тухаҫҫӗ те те тытӑнаҫҫӗ тытӑнаҫҫӗ вĕсем вĕсем Йӑван Йӑван ачисене ачисене саламатсемпе саламатсемпе хӗртмешкӗн. хӗртмешкӗн. Йӑван Йӑван салтаксене салтаксене аран‑аран аран-аран хутаҫа хутаҫа хӑваласа хӑваласа кӗртрӗ. кӗртрӗ. Унтан Унтан хутаҫне хутаҫне илчӗ илчӗ те те пиччӗшĕ пиччӗшĕ патне патне кайрӗ, кайрӗ, малтанхи малтанхи ҫӗтӗк ҫӗтӗк хутаҫпа хутаҫпа улӑштарса улӑштарса килчӗ. килчӗ.

Пиччӗшĕ Пиччӗшĕ ылтӑн ылтӑн хутаҫ хутаҫ туяннипе туяннипе савӑнсах савӑнсах кайрӗ, кайрӗ, хӑйсен хӑйсен таврашӗсене таврашӗсене - пуянсене пуянсене пухса пухса хӑналантарма хӑналантарма шухӑш шухӑш тытрӗ. тытрӗ. Пухрӗ Пухрӗ хайхи хайхи мӗнпур мӗнпур пуяна, пуяна, хӑй хӑй юриех юриех ĕҫме‑ҫиме ĕҫме-ҫиме нимӗн нимӗн те те хатӗрлеттермерӗ. хатӗрлеттермерӗ. Хӑнасем Хӑнасем пухӑнса пухӑнса ҫитсен, ҫитсен, Йӑван Йӑван пиччӗшӗ пиччӗшӗ ылтӑн ылтӑн хутаҫа хутаҫа тытать тытать те те сӗтел сӗтел ҫине ҫине силлет. силлет. Ак, Ак, сиксе сиксе тухрӗҫ тухрӗҫ тет тет вуникӗ вуникӗ салтак, салтак, тытӑнчӗҫ тытӑнчӗҫ тет тет хӑнисене хӑнисене саламатсемпе саламатсемпе ӑшалантармашкӑн. ӑшалантармашкӑн. Хӑнисем Хӑнисем хӑшӗ хӑшӗ чӳречерен, чӳречерен, хӑшӗ хӑшӗ алӑкран алӑкран ӳппӗн‑тӗппӗн ӳппӗн-тӗппӗн туха‑туха туха-туха тараҫҫӗ тараҫҫӗ тет. тет.

Хӑнисем Хӑнисем тепӗр тепӗр кунне кунне Йӑван Йӑван пиччӗшне пиччӗшне суда суда параҫҫӗ. параҫҫӗ. Лешӗ Лешӗ Йӑвана Йӑвана суда суда парать. парать. Ак, Ак, Йӑвана Йӑвана суда суда чӗнтереҫҫӗ. чӗнтереҫҫӗ. Йӑван Йӑван суда суда ылтӑн ылтӑн хутаҫ хутаҫ ҫакса ҫакса каять. каять.

Суд Суд пуҫлансан, пуҫлансан, Йӑван Йӑван хайхи хайхи хутаҫне хутаҫне тытать тытать те те тÿресем тÿресем умне умне силлет. силлет. Сиксе Сиксе тухрӗҫ тухрӗҫ хутаҫран хутаҫран каллех каллех вун вун икӗ икӗ салтак, салтак, тытӑнчӗҫ тытӑнчӗҫ судьясене судьясене ӑшалантарма. ӑшалантарма. Шалт Шалт хӗнесе хӗнесе пӗтерчӗҫ. пӗтерчӗҫ. Судьясем Судьясем Йӑванран Йӑванран тархасласа тархасласа ыйтаҫҫĕ ыйтаҫҫĕ тет: тет:

Чар, Чар, Йӑван, Йӑван, салтаксене, салтаксене, нимӗн нимӗн те те тумастпӑр тумастпӑр сана. сана.

Анчах Анчах Йӑван Йӑван салтаксене салтаксене юриех юриех чармарӗ чармарӗ тет. тет. Вара Вара лешсем лешсем судьясене судьясене хӗнесе хӗнесе вӗлерсех вӗлерсех пӑрахрӗҫ пӑрахрӗҫ тет. тет.

Юмах Юмах юман юман урлӑ, урлӑ, хам хам пилеш пилеш урлӑ. урлӑ.

Пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӗр карчӑкпа пĕр старик. Вӗсен икӗ ывӑл пулнӑ. Ывӑлӗсем ӳссе ҫитсен карчӑкпа старик вӗсене авлантараҫҫӗ те уйӑрса кӑларса яраҫҫӗ. Хӑйсем нумай та пурӑнаймаҫҫӗ, часах вилеҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ ашшӗ-амӑшӗн мулне илсе юлнипе питӗ пуйса кайнӑ. Кӗҫӗнни ҫав тери чухӑн пурӑннӑ. Ҫитменнине, унӑн тӑхӑр ывӑл пулнӑ, вӗсене тӑрантарма унӑн кашни ҫулах тырри ҫитмен.

Кӗҫӗн ывӑлӗ Йӑван нихҫан та пӑрҫа акса курман пулнӑ. Пӗрре вӑл шухӑша каять: «Эпӗ вӗт нихҫан та пӑрҫа акса курман, ҫавӑнпа манӑн тырӑ пулмасть-тӗр», — тесе шухӑшлать. Тепӗр ҫур аки валли хӗлле ыйткаласа ҫӳресе пӗр ҫур пӑт пӑрҫа вӑрлӑхӗ тупса хурать вӑл.

Акӑ, ҫуркунне ҫитрӗ, анчах Йӑванӑн пӑрҫа акмалли ҫӗрне сухалама лаши те ҫук. Йӑван пиччӗшне кайса йӑлӑнать:

— Пӑрҫа ҫӗрне сухаласа акмашкӑн лаша памӑн-ши? — тет.

— Пӑрҫуна ҫурмалла тӑвӑн-и, вара парӑп, — тет пиччӗшӗ.

— Юрать, — тет Йӑван, — пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла.

Вара ӑна пиччӗшӗ пӑрҫа акса парать.

Пӑрҫа питӗ те лайӑх шӑтать. Йӑван пӗрре хире кайса пӑхать те пӑрҫа лайӑх шӑтнине кура килне ҫав тери хавасланса таврӑнать. Тепре каять: пӑрҫа шап-шурӑ чечеке ларнӑ. Виҫҫӗмӗш хут каять. Пӑхать — пӑрҫине Тӑм вӗтеленӗ кайнӑ. Тытӑнчӗ хай Йӑван тарӑхнипе Тӑма хӑваламашкӑн. Эх, хӑвалать, эх, хӑвалать! Хӑваласан-хӑваласан, Йӑван Тӑма хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл вӑрманта, тунката ҫинче, сухалне тураса ларать-мӗн. Йӑван ӑна тӳрех сухалӗнчен ҫавӑрса илчӗ те лӑскама пуҫларӗ:

— Мӗн тума эсӗ манӑн пӑрҫана пӗтерсе кайрӑн? Тӳле мана уншӑн, атту халех сухална туртса кӑларӑп! — тет Йӑван.

— Ан тив-ха, Йӑван, — тет Тӑмӗ, — ме сана уншӑн пӗр хутаҫ.

— Мӗн тумалла сан ҫак ҫӗтӗк хутаҫупа? — тет Йӑван ҫилленсе.

Тӑмӗ калать:

— Киле кай та ачусене сӗтел йӗри-тавра ларт, унтан ҫак хутаҫа сӗтел ҫине силле, — тет.

Йӑван пуҫне усса килне хутаҫа ҫакса таврӑнать. Сӗтел йӗри-тавра ачисене лартать те силлет ҫӗтӗк хутаҫа. Хутаҫран мӗн кӑна кирлӗ пурте сӗтел ҫине тӑкӑнса тӑрать. Ҫапла Йӑван лайӑх пурӑнма пуҫлать.

Кӑна пиччӗшĕ курать те Йӑвана калать:

— Атя, Йӑван, манӑн кивĕ капансене ҫак хутаҫпа улӑштарар, — тет.

— Атя, улӑштарар, — тет Йӑван.

Хайхисем килӗшрӗҫ те хутаҫа кивĕ капансемпе улӑштарса та хучӗҫ. Анчах пӗр-икĕ ҫул та иртмерӗ, Йӑванӑн ачисем кив капансене ҫисе те ячӗҫ. Каллех Йӑван ҫука тӑрса юлчӗ. «Капла эпӗ каллех ҫука тӑрса юлтӑм-ҫке? Ӗлӗкхи пек, кӑҫал та пӑрҫа акса пӑхмалла мар-ши манӑн?» — тесе шухӑшлать вӑл.

Шухӑшлать те ҫуркунне каллех пӑрҫа акса хӑварать, пӑрҫине ку хутра та Тӑм илсе каять. Тытӑнать Йӑван Тӑма хӑвалама. Эх, хӑвалать, эх, хӑвалать! Хӑваласан-хӑваласан, хӑваласа ҫитрӗ. Тӑмӗ каллех вӑрманта, тунката ҫинче сухалне тураса ларнӑ иккен. Ячӗ те илчӗ ӑна Йӑван кӑвак сухалӗнчен:

— Мӗншӗн эсӗ манӑн пӑрҫана тустарса кайрӑн? Тӳле хӑвӑртрах, атту халех сухална туртса кӑларатӑп! — тет.

— Ан тив-ха, Йӑван, ме сана уншӑн ылтӑн хутаҫ парса ярам, — тет Тӑмӗ.

Йӑван ылтӑн хутаҫа илет те килне таврӑнать. Лартать ачисене сӗтел йӗри-тавра, силлет хайхи ылтӑн хутаҫа, анчах хутаҫран вун икӗ салтак сиксе тухаҫҫӗ те тытӑнаҫҫӗ вĕсем Йӑван ачисене саламатсемпе хӗртмешкӗн. Йӑван салтаксене аран-аран хутаҫа хӑваласа кӗртрӗ. Унтан хутаҫне илчӗ те пиччӗшĕ патне кайрӗ, малтанхи ҫӗтӗк хутаҫпа улӑштарса килчӗ.

Пиччӗшĕ ылтӑн хутаҫ туяннипе савӑнсах кайрӗ, хӑйсен таврашӗсене - пуянсене пухса хӑналантарма шухӑш тытрӗ. Пухрӗ хайхи мӗнпур пуяна, хӑй юриех ĕҫме-ҫиме нимӗн те хатӗрлеттермерӗ. Хӑнасем пухӑнса ҫитсен, Йӑван пиччӗшӗ ылтӑн хутаҫа тытать те сӗтел ҫине силлет. Ак, сиксе тухрӗҫ тет вуникӗ салтак, тытӑнчӗҫ тет хӑнисене саламатсемпе ӑшалантармашкӑн. Хӑнисем хӑшӗ чӳречерен, хӑшӗ алӑкран ӳппӗн-тӗппӗн туха-туха тараҫҫӗ тет.

Хӑнисем тепӗр кунне Йӑван пиччӗшне суда параҫҫӗ. Лешӗ Йӑвана суда парать. Ак, Йӑвана суда чӗнтереҫҫӗ. Йӑван суда ылтӑн хутаҫ ҫакса каять.

Суд пуҫлансан, Йӑван хайхи хутаҫне тытать те тÿресем умне силлет. Сиксе тухрӗҫ хутаҫран каллех вун икӗ салтак, тытӑнчӗҫ судьясене ӑшалантарма. Шалт хӗнесе пӗтерчӗҫ. Судьясем Йӑванран тархасласа ыйтаҫҫĕ тет:

— Чар, Йӑван, салтаксене, нимӗн те тумастпӑр сана.

Анчах Йӑван салтаксене юриех чармарӗ тет. Вара лешсем судьясене хӗнесе вӗлерсех пӑрахрӗҫ тет.

Юмах юман урлӑ, хам пилеш урлӑ.

Для скачивания PDF-версии сказки нажмите 'Скачать'


Скачать
Понравилась сказка?

Поделись с друзьями: