Чуважонь ёвкс

Пӗчӗк вӗҫен Кайӑк

чаво моро
гай

Initializing audio Loading audio…

Ку Ку ӗҫ ӗҫ тахҫан‑тахҫанах, тахҫан-тахҫанах, авалах авалах пулнӑ пулнӑ ... ...

Кӗр Кӗр пуҫланнӑ‑пуҫланманах пуҫланнӑ-пуҫланманах сасартӑк сасартӑк чӑтма чӑтма ҫук ҫук сивӗсем сивӗсем килсе килсе ҫитнӗ ҫитнӗ тет. тет. Пур Пур кайӑк‑кӗшӗк кайӑк-кӗшӗк пӗрле пӗрле пуҫтарӑнса пуҫтарӑнса канаш канаш тӑвать тӑвать те те карталанса карталанса ӑшӑ ӑшӑ еннелле еннелле вӗҫе вӗҫе пуҫлать. пуҫлать. Ҫӗлен‑калта Ҫӗлен-калта ниҫта ниҫта кайса кайса кӗреймесӗр кӗреймесӗр ӑҫта ӑҫта шӑтӑк шӑтӑк пур, пур, ҫавӑнта ҫавӑнта кӗре‑кӗре кӗре-кӗре пытанаҫҫӗ. пытанаҫҫӗ. Анчах Анчах пӗр пӗр пӗчӗк пӗчӗк вӗҫен вӗҫен Кайӑк, Кайӑк, ӑнсӑртран ӑнсӑртран ҫунатне ҫунатне хуҫнӑскер, хуҫнӑскер, вӗҫсе вӗҫсе каяйман каяйман та та пӗчченех пӗчченех тӑрса тӑрса юлнӑ. юлнӑ. Нимӗн Нимӗн те те тума тума пӗлмен. пӗлмен. Пуҫне Пуҫне чикнӗ чикнӗ те те ҫакӑнтах ҫакӑнтах шӑнса шӑнса вилмелле вилмелле пулать пулать пуль пуль ӗнтӗ ӗнтӗ тесе тесе шухӑшласа шухӑшласа ларнӑ. ларнӑ. Йӗри‑тавра Йӗри-тавра пӑхкаласа пӑхкаласа хӳтӗ хӳтӗ вырӑн вырӑн шыранӑ. шыранӑ.

Пӑхать‑пӑхать Пӑхать-пӑхать те те инҫе инҫе те те мар мар аслӑ аслӑ вӑрмана вӑрмана курать. курать. «Ҫав «Ҫав вӑрмана вӑрмана кайса кайса пӑхам‑ха, пӑхам-ха, йывӑҫсем йывӑҫсем мана мана ӑшӑтмӗҫ‑ши?» ӑшӑтмӗҫ-ши?» тет тет пӗчӗк пӗчӗк Кайӑк Кайӑк сывласа сывласа илсе. илсе. Хӑйӗн Хӑйӗн аманнӑ аманнӑ ҫунатне ҫунатне йӑкӑлт‑йӑкӑлт йӑкӑлт-йӑкӑлт тутарса тутарса вӑрман вӑрман хӗррине хӗррине ҫитет ҫитет вӑл. вӑл.

Вӑрман Вӑрман хӗрринче хӗрринче кӗмӗл кӗмӗл Хурӑн Хурӑн ларать ларать хумханса. хумханса. Кайӑк Кайӑк ун ун умне умне йӑлӑнма йӑлӑнма пырать. пырать.

И‑и‑и, И-и-и, лӑс лӑс Хурӑн, Хурӑн, лӑс лӑс Хурӑн, Хурӑн, хӑвӑн хӑвӑн патна патна ҫуркуннеччен ҫуркуннеччен пурӑнма пурӑнма яр‑ха, яр-ха, тет. тет.

Чипер Чипер калаҫ! калаҫ! Мӗн Мӗн хӑтланасшӑн хӑтланасшӑн эсӗ? эсӗ? Ман Ман хамӑн хамӑн ҫулҫӑсене ҫулҫӑсене пӑхса пӑхса усрамалла, усрамалла, саншӑн саншӑн чӑрманаса чӑрманаса пулмастех, пулмастех, тет тет Хурӑн Хурӑн шурса шурса кайса. кайса.

Сиккелесе Сиккелесе пырать пырать Кайӑк Кайӑк хуҫӑлнӑ хуҫӑлнӑ ҫунатне ҫунатне сӗтӗрсе. сӗтӗрсе. Пӑхать Пӑхать пысӑк пысӑк Юман Юман ларнине ларнине курать. курать.

Кайӑк Кайӑк Юмана Юмана йӑлӑнать: йӑлӑнать:

Эй, Эй, паттӑр паттӑр Юман, Юман, хӑвӑн хӑвӑн ӑшӑ ӑшӑ тураттусем тураттусем хушшине хушшине ҫуркуннеччен ҫуркуннеччен кӳртсем, кӳртсем, тет. тет.

Ҫапла Ҫапла пулмасӑр! пулмасӑр! тет тет Юман Юман турачӗсене турачӗсене сиктерсе. сиктерсе. Сан Сан пеккисене пеккисене кӳртсе кӳртсе ҫеҫ ҫеҫ яр, яр, хӗл хӗл каҫиччен каҫиччен манӑн манӑн пӗр пӗр йӗкеле йӗкеле те те хӑвармӑн хӑвармӑн эсӗ. эсӗ. Кай, Кай, кай, кай, ан ан та та тӑр тӑр кунта кунта нӑйкӑшса. нӑйкӑшса.

Мӗскӗн Мӗскӗн Кайӑк Кайӑк каллех каллех малалла малалла каять, каять, йӑкӑлт‑йӑкӑлт йӑкӑлт-йӑкӑлт сикет сикет хуҫӑк хуҫӑк ҫунатне ҫунатне сӗтӗрсе. сӗтӗрсе. Шыв Шыв хӗррине хӗррине ҫитет ҫитет те те унта унта пысӑк пысӑк Йӑмра Йӑмра ларнине ларнине курать. курать. Кайӑк Кайӑк Йӑмрана Йӑмрана калать: калать:

Ырӑ Ырӑ йывӑҫӑм, йывӑҫӑм, Йӑмраҫӑм, Йӑмраҫӑм, санӑн санӑн тураттусем тураттусем ҫӑра, ҫӑра, яр‑ха яр-ха мана мана хӑвӑн хӑвӑн патна патна хваттере хваттере хӗл хӗл каҫиччен каҫиччен пурӑнма, пурӑнма, тет. тет.

Утах Утах малалла! малалла! Эпӗ Эпӗ пули‑пулми пули-пулми йывӑҫ йывӑҫ мар, мар, сан сан пеккисемпе пеккисемпе сӑмах сӑмах та та хушмастӑп, хушмастӑп, тет тет мухтанса. мухтанса.

Мӗскӗн Мӗскӗн Кайӑк Кайӑк аптӑрасах аптӑрасах ҫитет, ҫитет, нимӗн нимӗн тума тума та та пӗлмест. пӗлмест. Ывӑннипе Ывӑннипе аран‑аран аран-аран лӑкӑштатса, лӑкӑштатса, хуҫӑк хуҫӑк ҫунатне ҫунатне сӗтӗрсе сӗтӗрсе вӑрман вӑрман варрине варрине ҫитсе ҫитсе кӗрет. кӗрет.

Мӗскӗн Мӗскӗн Кайӑка Кайӑка катаранах катаранах симӗс симӗс Чӑрӑш Чӑрӑш асӑрхать асӑрхать те: те:

Ай‑яй, Ай-яй, мӗскӗн, мӗскӗн, ӑҫта ӑҫта каятӑн каятӑн капла? капла? тесе тесе ыйтать. ыйтать.

Хам Хам ӑҫта ӑҫта кайнине кайнине хам хам та та пӗлместӗп, пӗлместӗп, тет тет Кайӑк. Кайӑк.

Епле Епле пӗлместӗн? пӗлместӗн?

Телее Телее мар, мар, хурлӑха, хурлӑха, тет тет Кайӑк Кайӑк хурлӑхлӑ хурлӑхлӑ сасӑпа. сасӑпа.

Мӗншӗн Мӗншӗн юлташусенчен юлташусенчен тӑрса тӑрса юлтӑн‑ха? юлтӑн-ха? ыйтать ыйтать Чӑрӑшӗ. Чӑрӑшӗ.

Ман Ман ҫунатӑм ҫунатӑм хуҫӑлчӗ, хуҫӑлчӗ, ҫавӑнпа ҫавӑнпа эп эп вӗҫейместӗп. вӗҫейместӗп. Вӑрманти Вӑрманти йывӑҫсенчен йывӑҫсенчен хваттере хваттере яма яма йӑлӑнса йӑлӑнса пӑхрӑм пӑхрӑм та, та, нихӑшӗ нихӑшӗ те те хӗрхенмерӗҫ. хӗрхенмерӗҫ.

Э‑э‑э, Э-э-э, апла апла пулсан пулсан хам хам патӑмра патӑмра пурӑн. пурӑн. Ак Ак лар лар ҫак ҫак туратӑм туратӑм ҫине, ҫине, вӑл вӑл чи чи ӑшши, ӑшши, тет тет Чӑрӑш Чӑрӑш ӑшӑ ӑшӑ кӑмӑлпа. кӑмӑлпа.

Чӑрӑшпа Чӑрӑшпа юнашарах юнашарах ватӑ ватӑ Хыр Хыр ӳснӗ. ӳснӗ. Вӑл Вӑл та та мӗскӗн мӗскӗн Кайӑка Кайӑка хӗрхенсе хӗрхенсе каланӑ: каланӑ:

Манӑн Манӑн туратсем туратсем ӑшша ӑшша питех питех тытмаҫҫӗ тытмаҫҫӗ те, те, ҫапах ҫапах эпӗ эпӗ сана сана сивӗ сивӗ ҫилсем ҫилсем тивесрен тивесрен сыхласа сыхласа тӑрӑп. тӑрӑп.

Кайӑк Кайӑк чӑрӑш чӑрӑш турачӗсем турачӗсем хушшине хушшине ӑшӑ ӑшӑ ҫӗре ҫӗре кӗрсе кӗрсе ларать. ларать. Хыр Хыр ӑна ӑна сивӗ сивӗ ҫилсенчен ҫилсенчен хӑйӗн хӑйӗн шанчӑклӑ шанчӑклӑ турачӗсемпе турачӗсемпе сыхласа сыхласа усрама усрама тытӑнать. тытӑнать.

Кӑна Кӑна пӗчӗк пӗчӗк ҫеҫ ҫеҫ Уртӑш Уртӑш йывӑҫ йывӑҫ курать курать те те калать: калать:

Сана, Сана, пӗчӗкҫӗскерне, пӗчӗкҫӗскерне, эпӗ эпӗ хӗл хӗл каҫичченех каҫичченех хам хам ҫырласемпе ҫырласемпе тӑрантарса тӑрантарса усрӑп. усрӑп.

Ҫапла Ҫапла вара вара телейсӗр телейсӗр Кайӑк Кайӑк питӗ питӗ лайӑх лайӑх пурнӑҫпа пурнӑҫпа пурӑнма пурӑнма пуҫлать. пуҫлать. Ытти Ытти Йывӑҫсем Йывӑҫсем ҫакна ҫакна курнӑ курнӑ та та тиркешсе тиркешсе калаҫнӑ: калаҫнӑ:

Эй, Эй, чӑрманӑп‑и чӑрманӑп-и ҫав ҫав ӑҫтиҫук ӑҫтиҫук Кайӑкшӑн, Кайӑкшӑн, тесе тесе кулнӑ кулнӑ Хурӑн Хурӑн Чӑрӑшран. Чӑрӑшран.

Ма Ма парӑп парӑп эпӗ эпӗ ӑна ӑна хамӑн хамӑн йӗкелӗмсене, йӗкелӗмсене, тет тет Юманӗ Юманӗ хумханса. хумханса.

Эпӗ Эпӗ пули‑пулми пули-пулми кайӑкпа кайӑкпа калаҫмастӑп калаҫмастӑп та, та, тет тет Йӑмра. Йӑмра.

Ҫапла Ҫапла вӗсем вӗсем сухӑрлӑ сухӑрлӑ йывӑҫсене йывӑҫсене тиркесе тиркесе мӑн мӑн кӑмӑлланса кӑмӑлланса кулкаласа кулкаласа калаҫнӑ. калаҫнӑ.

Пӗр Пӗр каҫхине каҫхине вӑрманта вӑрманта сивӗ сивӗ ҫил ҫил улама улама тапратнӑ. тапратнӑ. Тискер Тискер тӑвӑл тӑвӑл тулашнипе тулашнипе йывӑҫ йывӑҫ ҫулҫисем ҫулҫисем пурте пурте тӑкӑнса тӑкӑнса пӗтнӗ. пӗтнӗ.

Анчах Анчах Тӑвӑл Тӑвӑл ачи ачи малтан малтан ашшӗнчен ашшӗнчен кайса кайса ыйтнӑ: ыйтнӑ:

Пур Пур йывӑҫсен йывӑҫсен ҫулҫисене ҫулҫисене те те ҫаратмалла‑и ҫаратмалла-и е е хӑшӗсенне хӑшӗсенне хӑвармалла‑и? хӑвармалла-и? тенӗ. тенӗ.

Ҫук, Ҫук, апла апла юрамасть, юрамасть, пӗчӗк пӗчӗк Кайӑка Кайӑка усрава усрава илнӗ илнӗ йывӑҫсен йывӑҫсен ҫулҫисене ҫулҫисене пӗрне пӗрне те те ан ан тивнӗ тивнӗ пултӑр, пултӑр, вӗсем вӗсем хӗлӗпех хӗлӗпех симӗс симӗс тӑччӑр, тӑччӑр, тенӗ. тенӗ.

Ҫил Ҫил вара вара Чӑрӑшне Чӑрӑшне те, те, Хырне Хырне те, те, Уртӑшне Уртӑшне те те тивмен тивмен тет. тет.

Вӗсем Вӗсем ҫавӑнпа ҫавӑнпа ку ку таранчченех таранчченех хӗлле хӗлле те, те, ҫулла ҫулла та, та, ӗмӗр‑ӗмӗрех ӗмӗр-ӗмӗрех симӗс симӗс юлнӑ юлнӑ тет. тет.

Ку ӗҫ тахҫан-тахҫанах, авалах пулнӑ...

Кӗр пуҫланнӑ-пуҫланманах сасартӑк чӑтма ҫук сивӗсем килсе ҫитнӗ тет. Пур кайӑк-кӗшӗк пӗрле пуҫтарӑнса канаш тӑвать те карталанса ӑшӑ еннелле вӗҫе пуҫлать. Ҫӗлен-калта ниҫта кайса кӗреймесӗр ӑҫта шӑтӑк пур, ҫавӑнта кӗре-кӗре пытанаҫҫӗ. Анчах пӗр пӗчӗк вӗҫен Кайӑк, ӑнсӑртран ҫунатне хуҫнӑскер, вӗҫсе каяйман та пӗчченех тӑрса юлнӑ. Нимӗн те тума пӗлмен. Пуҫне чикнӗ те ҫакӑнтах шӑнса вилмелле пулать пуль ӗнтӗ тесе шухӑшласа ларнӑ. Йӗри-тавра пӑхкаласа хӳтӗ вырӑн шыранӑ.

Пӑхать-пӑхать те инҫе те мар аслӑ вӑрмана курать. «Ҫав вӑрмана кайса пӑхам-ха, йывӑҫсем мана ӑшӑтмӗҫ-ши?» — тет пӗчӗк Кайӑк сывласа илсе. Хӑйӗн аманнӑ ҫунатне йӑкӑлт-йӑкӑлт тутарса вӑрман хӗррине ҫитет вӑл.

Вӑрман хӗрринче кӗмӗл Хурӑн ларать хумханса. Кайӑк ун умне йӑлӑнма пырать.

— И-и-и, лӑс Хурӑн, лӑс Хурӑн, хӑвӑн патна ҫуркуннеччен пурӑнма яр-ха, — тет.

— Чипер калаҫ! Мӗн хӑтланасшӑн эсӗ? Ман хамӑн ҫулҫӑсене пӑхса усрамалла, саншӑн чӑрманаса пулмастех, — тет Хурӑн шурса кайса.

Сиккелесе пырать Кайӑк хуҫӑлнӑ ҫунатне сӗтӗрсе. Пӑхать — пысӑк Юман ларнине курать.

Кайӑк Юмана йӑлӑнать:

— Эй, паттӑр Юман, хӑвӑн ӑшӑ тураттусем хушшине ҫуркуннеччен кӳртсем, — тет.

— Ҫапла пулмасӑр! — тет Юман турачӗсене сиктерсе. — Сан пеккисене кӳртсе ҫеҫ яр, хӗл каҫиччен манӑн пӗр йӗкеле те хӑвармӑн эсӗ. Кай, кай, ан та тӑр кунта нӑйкӑшса.

Мӗскӗн Кайӑк каллех малалла каять, йӑкӑлт-йӑкӑлт сикет хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе. Шыв хӗррине ҫитет те унта пысӑк Йӑмра ларнине курать. Кайӑк Йӑмрана калать:

— Ырӑ йывӑҫӑм, Йӑмраҫӑм, санӑн тураттусем ҫӑра, яр-ха мана хӑвӑн патна хваттере хӗл каҫиччен пурӑнма, — тет.

— Утах малалла! Эпӗ пули-пулми йывӑҫ мар, сан пеккисемпе сӑмах та хушмастӑп, — тет мухтанса.

Мӗскӗн Кайӑк аптӑрасах ҫитет, нимӗн тума та пӗлмест. Ывӑннипе аран-аран лӑкӑштатса, хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе вӑрман варрине ҫитсе кӗрет.

Мӗскӗн Кайӑка катаранах симӗс Чӑрӑш асӑрхать те:

— Ай-яй, мӗскӗн, ӑҫта каятӑн капла? — тесе ыйтать.

— Хам ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп, — тет Кайӑк.

— Епле пӗлместӗн?

— Телее мар, хурлӑха, — тет Кайӑк хурлӑхлӑ сасӑпа.

— Мӗншӗн юлташусенчен тӑрса юлтӑн-ха? — ыйтать Чӑрӑшӗ.

— Ман ҫунатӑм хуҫӑлчӗ, ҫавӑнпа эп вӗҫейместӗп. Вӑрманти йывӑҫсенчен хваттере яма йӑлӑнса пӑхрӑм та, нихӑшӗ те хӗрхенмерӗҫ.

— Э-э-э, апла пулсан хам патӑмра пурӑн. Ак лар ҫак туратӑм ҫине, вӑл чи ӑшши, — тет Чӑрӑш ӑшӑ кӑмӑлпа.

Чӑрӑшпа юнашарах ватӑ Хыр ӳснӗ. Вӑл та мӗскӗн Кайӑка хӗрхенсе каланӑ:

— Манӑн туратсем ӑшша питех тытмаҫҫӗ те, ҫапах эпӗ сана сивӗ ҫилсем тивесрен сыхласа тӑрӑп.

Кайӑк чӑрӑш турачӗсем хушшине ӑшӑ ҫӗре кӗрсе ларать. Хыр ӑна сивӗ ҫилсенчен хӑйӗн шанчӑклӑ турачӗсемпе сыхласа усрама тытӑнать.

Кӑна пӗчӗк ҫеҫ Уртӑш йывӑҫ курать те калать:

— Сана, пӗчӗкҫӗскерне, эпӗ хӗл каҫичченех хам ҫырласемпе тӑрантарса усрӑп.

Ҫапла вара телейсӗр Кайӑк питӗ лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать. Ытти Йывӑҫсем ҫакна курнӑ та тиркешсе калаҫнӑ:

— Эй, чӑрманӑп-и ҫав ӑҫтиҫук Кайӑкшӑн, — тесе кулнӑ Хурӑн Чӑрӑшран.

— Ма парӑп эпӗ ӑна хамӑн йӗкелӗмсене, — тет Юманӗ хумханса.

— Эпӗ пули-пулми кайӑкпа калаҫмастӑп та, — тет Йӑмра.

Ҫапла вӗсем сухӑрлӑ йывӑҫсене тиркесе мӑн кӑмӑлланса кулкаласа калаҫнӑ.

* * *

Пӗр каҫхине вӑрманта сивӗ ҫил улама тапратнӑ. Тискер тӑвӑл тулашнипе йывӑҫ ҫулҫисем пурте тӑкӑнса пӗтнӗ.

Анчах Тӑвӑл ачи малтан ашшӗнчен кайса ыйтнӑ:

— Пур йывӑҫсен ҫулҫисене те ҫаратмалла-и е хӑшӗсенне хӑвармалла-и? — тенӗ.

— Ҫук, апла юрамасть, пӗчӗк Кайӑка усрава илнӗ йывӑҫсен ҫулҫисене пӗрне те ан тивнӗ пултӑр, вӗсем хӗлӗпех симӗс тӑччӑр, — тенӗ.

Ҫил вара Чӑрӑшне те, Хырне те, Уртӑшне те тивмен тет.

Вӗсем ҫавӑнпа ку таранчченех хӗлле те, ҫулла та, ӗмӗр-ӗмӗрех симӗс юлнӑ тет.

PDF-сэ сёрмадозь ёвксонть таргамсто лепштинк "Таргамс"


Таргамс
Вечкевсь ёвксось?

Макст ловномс ялгат туртов: