Чуважонь ёвкс

Автан тус

чаво моро
гай

Initializing audio Loading audio…

Ҫӳрет Ҫӳрет тет тет Автан Автан вӑрманта. вӑрманта. Тач! Тач! татӑлса татӑлса анчӗ анчӗ тет тет пӗр пӗр йӗкел йӗкел ун ун пуҫӗ пуҫӗ ҫине. ҫине. Вара Вара тара тара пачӗ пачӗ тет тет ҫулпала. ҫулпала. Ӑна Ӑна хирӗҫ хирӗҫ Мулкач Мулкач пырать. пырать.

Ӑҫта Ӑҫта каян, каян, Автан Автан тус? тус? тет тет Мулкач. Мулкач.

Мӗн Мӗн ӑҫта ӑҫта каясси, каясси, туй туй пулчӗ пулчӗ те те ҫуй ҫуй пулчӗ, пулчӗ, пуҫ пуҫ ҫине ҫине йӗтӗр йӗтӗр татӑлчӗ татӑлчӗ анчӗ. анчӗ. Ҫавӑнтан Ҫавӑнтан таратӑп, таратӑп, тет тет Автан. Автан.

Ман Ман та та пырас‑и? пырас-и? тет тет Мулкач. Мулкач.

Атя Атя кайӑпӑр, кайӑпӑр, тет тет Автан. Автан.

Пыраҫҫӗ Пыраҫҫӗ Автанпа Автанпа Мулкач Мулкач вӑрман вӑрман тӑрӑх. тӑрӑх. Тилӗ Тилӗ тӗл тӗл пулчĕ пулчĕ кусене. кусене.

Ӑҫта Ӑҫта каятӑр, каятӑр, Мулкач Мулкач тус? тус? ыйтать ыйтать хайхи хайхи Тилӗ. Тилӗ.

Мулкачӗ Мулкачӗ калать: калать:

Эп Эп пӗлместӑп, пӗлместӑп, Автанран Автанран ыйт, ыйт, тет. тет.

Ӑҫта Ӑҫта каятӑр, каятӑр, Автан Автан тус? тус? тет тет Тилли. Тилли.

Мӗн Мӗн ӑҫта ӑҫта каясси, каясси, тет тет Автан, Автан, туй туй пулчӗ пулчӗ те те ҫуй ҫуй пулчӗ, пулчӗ, пуҫ пуҫ ҫине ҫине йӗтӗр йӗтӗр татӑлчӗ татӑлчӗ анчӗ. анчӗ. Ҫавӑнтан Ҫавӑнтан таратпӑр, таратпӑр, тет. тет.

Ман Ман та та пырас‑и? пырас-и? тет тет Тилӗ. Тилӗ.

Атя! Атя!

Пыраҫҫӗ Пыраҫҫӗ кусем кусем вӑрманпа. вӑрманпа. Кашкӑра Кашкӑра тӗл тӗл пулчӗҫ. пулчӗҫ.

Аҫта Аҫта каятӑр, каятӑр, Тилӗ Тилӗ тус? тус? тет тет Кашкӑр. Кашкӑр.

Эп Эп пӗлместӗп, пӗлместӗп, Автанран Автанран ыйт, ыйт, тет тет Тилли. Тилли.

Аҫта Аҫта каятӑр, каятӑр, Автан Автан тус? тус? тет тет Кашкӑр. Кашкӑр.

Автанӗ Автанӗ калать: калать:

Мӗн Мӗн ӑҫта ӑҫта каясси, каясси, туй туй пулчӗ пулчӗ те те ҫуй ҫуй пулчӗ, пулчӗ, пуҫ пуҫ ҫине ҫине йӗтӗр йӗтӗр татӑлчӗ татӑлчӗ анчӗ. анчӗ. Ҫавӑнтан Ҫавӑнтан таратпӑр, таратпӑр, тет. тет.

Ман Ман та та пырас‑и? пырас-и? тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Лешсем Лешсем килӗшеҫҫӗ. килӗшеҫҫӗ.

Пырать Пырать кусене кусене хирӗҫ хирӗҫ Упа. Упа. Ыйтать Ыйтать ку: ку:

Аҫта Аҫта каятӑр, каятӑр, Кашкӑр Кашкӑр тус? тус? тет. тет.

Эп Эп пӗлместӗп, пӗлместӗп, Тилӗрен Тилӗрен ыйт, ыйт, тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Ӑҫта Ӑҫта каятӑр каятӑр Тилӗ Тилӗ тус? тус? ыйтать ыйтать Упа Упа Тилӗрен. Тилӗрен.

Эп Эп пӗлместӗп, пӗлместӗп, Мулкачран Мулкачран ыйт, ыйт, тет тет Тилӗ. Тилӗ.

Ӑҫта Ӑҫта каятӑр, каятӑр, Мулкач Мулкач тус? тус? ыйтать ыйтать Упа. Упа.

Эп Эп пӗлместӗп, пӗлместӗп, Автанран Автанран ыйт, ыйт, тет тет Мулкач. Мулкач.

Автанӗ Автанӗ калать: калать:

Мӗн Мӗн ӑҫта ӑҫта каясси, каясси, туй туй пулчӗ пулчӗ те те ҫуй ҫуй пулчӗ, пулчӗ, пуҫ пуҫ ҫине ҫине йӗтӗр йӗтӗр татӑлчӗ татӑлчӗ анчӗ. анчӗ. Ҫавӑнтан Ҫавӑнтан таратпӑр, таратпӑр, тет. тет.

Ман Ман та та пырас‑и? пырас-и? тет тет Упа. Упа.

Атя, Атя, теҫҫӗ теҫҫӗ лешсем. лешсем.

Каяҫҫӗ Каяҫҫӗ вӑрманпа. вӑрманпа. Пӗр Пӗр пӳрт пӳрт курчӗҫ курчӗҫ те те ҫӗр ҫӗр каҫма каҫма кӗчӗҫ. кӗчӗҫ. Автана Автана пусрӗҫ пусрӗҫ те те ҫирӗҫ. ҫирӗҫ. Ашĕ Ашĕ кӑштах кӑштах юлчӗ юлчӗ тет. тет. Каҫпа Каҫпа Тилӗ Тилӗ тӑчӗ тӑчӗ те те пӗтӗмпех пӗтӗмпех ҫисе ҫисе ячӗ. ячӗ. Ирхине Ирхине тӑчӗҫ тӑчӗҫ те, те, какай какай ҫук. ҫук. Кам Кам ҫинине ҫинине пӗлмерӗҫ. пӗлмерӗҫ.

Мулкача Мулкача пусас, пусас, теҫҫӗ теҫҫӗ кусем. кусем.

Пӗҫернӗ Пӗҫернӗ чухне чухне Мулкачӑн Мулкачӑн пӑчӑр‑пӑчӑр пӑчӑр-пӑчӑр ҫу ҫу юхать юхать тет. тет.

Э‑э, Э-э, какая какая ку ку ҫинӗ ҫинӗ иккен, иккен, теҫҫӗ. теҫҫӗ.

Какай Какай юлашки юлашки юлчӗ. юлчӗ. Хайхи Хайхи Тилӗ Тилӗ ҫӗрле ҫӗрле тӑчӗ тӑчӗ те те ҫисе ҫисе ячӗ. ячӗ. Кашкӑр Кашкӑр тутине тутине ҫупа ҫупа сӗрсе сӗрсе вараларӗ. вараларӗ.

Ирхине Ирхине тӑчӗҫ тӑчӗҫ те: те:

Кам Кам ҫинӗ? ҫинӗ? Кам Кам ҫинӗ? ҫинӗ? теҫҫӗ. теҫҫӗ.

Тилӗ Тилӗ калать: калать:

Камӑн Камӑн тути тути ҫуллӑ, ҫуллӑ, ҫав ҫав ҫинӗ, ҫинӗ, тет. тет.

Пӑхрӗҫ. Пӑхрӗҫ. Кашкӑр Кашкӑр тути тути ҫуллӑ. ҫуллӑ. Ҫавӑнпа Ҫавӑнпа ӑна ӑна пусрӗҫ. пусрӗҫ. Кашкӑр Кашкӑр ашӗн ашӗн юлашкине юлашкине каллех каллех ҫӗрле ҫӗрле Тилӗ Тилӗ ҫисе ҫисе ячӗ. ячӗ. Вучахне Вучахне сӳнтерчӗ. сӳнтерчӗ. Унтан Унтан Упана Упана вӑратрӗ вӑратрӗ те те калать: калать:

Пирӗн Пирӗн вучах вучах сӳннӗ. сӳннӗ. Ав Ав ҫӳлте, ҫӳлте, пирӗн пирӗн асанне асанне вут вут чӗртнӗ, чӗртнӗ, илсе илсе ан, ан, тет тет ҫӑлтӑр ҫӑлтӑр ҫине ҫине кӑтартса. кӑтартса.

Упа Упа юман юман ҫине ҫине хӑпарса хӑпарса кайрӗ. кайрӗ.

Ҫук‑ҫке, Ҫук-ҫке, тет. тет.

Ҫӳлерех Ҫӳлерех ! ! тет тет Тилӗ. Тилӗ.

Кӗҫ Кӗҫ Упа Упа тач! тач! персе персе анчӗ. анчӗ. Хырӑмӗ Хырӑмӗ ҫурӑлчӗ ҫурӑлчӗ кайрӗ. кайрӗ.

Ҫав Ҫав Тилӗ Тилӗ халь халь те те пулин пулин вӑрманта вӑрманта пурӑнать пурӑнать тет. тет.

Ҫӳрет тет Автан вӑрманта. Тач! татӑлса анчӗ тет пӗр йӗкел ун пуҫӗ ҫине. Вара тара пачӗ тет ҫулпала. Ӑна хирӗҫ Мулкач пырать.

— Ӑҫта каян, Автан тус? — тет Мулкач.

— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратӑп, — тет Автан.

— Ман та пырас-и? — тет Мулкач.

— Атя кайӑпӑр, — тет Автан.

Пыраҫҫӗ Автанпа Мулкач вӑрман тӑрӑх. Тилӗ тӗл пулчĕ кусене.

— Ӑҫта каятӑр, Мулкач тус? — ыйтать хайхи Тилӗ.

Мулкачӗ калать:

— Эп пӗлместӑп, Автанран ыйт, — тет.

— Ӑҫта каятӑр, Автан тус? — тет Тилли.

— Мӗн ӑҫта каясси, — тет Автан, — туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.

— Ман та пырас-и? — тет Тилӗ.

— Атя!

Пыраҫҫӗ кусем вӑрманпа. Кашкӑра тӗл пулчӗҫ.

— Аҫта каятӑр, Тилӗ тус? — тет Кашкӑр.

— Эп пӗлместӗп, Автанран ыйт, — тет Тилли.

— Аҫта каятӑр, Автан тус? — тет Кашкӑр.

Автанӗ калать:

— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.

— Ман та пырас-и? — тет Кашкӑрӗ.

Лешсем килӗшеҫҫӗ.

Пырать кусене хирӗҫ Упа. Ыйтать ку:

— Аҫта каятӑр, Кашкӑр тус? — тет.

— Эп пӗлместӗп, Тилӗрен ыйт, — тет Кашкӑрӗ.

— Ӑҫта каятӑр Тилӗ тус? — ыйтать Упа Тилӗрен.

— Эп пӗлместӗп, Мулкачран ыйт, — тет Тилӗ.

— Ӑҫта каятӑр, Мулкач тус? — ыйтать Упа.

— Эп пӗлместӗп, Автанран ыйт, — тет Мулкач.

Автанӗ калать:

— Мӗн ӑҫта каясси, туй пулчӗ те ҫуй пулчӗ, пуҫ ҫине йӗтӗр татӑлчӗ анчӗ. Ҫавӑнтан таратпӑр, — тет.

— Ман та пырас-и? — тет Упа.

— Атя, — теҫҫӗ лешсем.

Каяҫҫӗ вӑрманпа. Пӗр пӳрт курчӗҫ те ҫӗр каҫма кӗчӗҫ. Автана пусрӗҫ те ҫирӗҫ. Ашĕ кӑштах юлчӗ тет. Каҫпа Тилӗ тӑчӗ те пӗтӗмпех ҫисе ячӗ. Ирхине тӑчӗҫ те, какай ҫук. Кам ҫинине пӗлмерӗҫ.

— Мулкача пусас, — теҫҫӗ кусем.

Пӗҫернӗ чухне Мулкачӑн пӑчӑр-пӑчӑр ҫу юхать тет.

— Э-э, какая ку ҫинӗ иккен, — теҫҫӗ.

Какай юлашки юлчӗ. Хайхи Тилӗ ҫӗрле тӑчӗ те ҫисе ячӗ. Кашкӑр тутине ҫупа сӗрсе вараларӗ.

Ирхине тӑчӗҫ те:

— Кам ҫинӗ? Кам ҫинӗ? — теҫҫӗ.

Тилӗ калать:

— Камӑн тути ҫуллӑ, ҫав ҫинӗ, — тет.

Пӑхрӗҫ. Кашкӑр тути ҫуллӑ. Ҫавӑнпа ӑна пусрӗҫ. Кашкӑр ашӗн юлашкине каллех ҫӗрле Тилӗ ҫисе ячӗ. Вучахне сӳнтерчӗ. Унтан Упана вӑратрӗ те калать:

— Пирӗн вучах сӳннӗ. Ав ҫӳлте, пирӗн асанне вут чӗртнӗ, илсе ан, — тет ҫӑлтӑр ҫине кӑтартса.

Упа юман ҫине хӑпарса кайрӗ.

— Ҫук-ҫке, — тет.

— Ҫӳлерех! — тет Тилӗ.

Кӗҫ Упа тач! персе анчӗ. Хырӑмӗ ҫурӑлчӗ кайрӗ.

Ҫав Тилӗ халь те пулин вӑрманта пурӑнать тет.

PDF-сэ сёрмадозь ёвксонть таргамсто лепштинк "Таргамс"


Таргамс
Вечкевсь ёвксось?

Макст ловномс ялгат туртов: