Çăвăнса, шăл тасатса çывăрма выртма вăхăт, сирĕн пепке вара шавлăн выляма пуçлать. Мен тумалла? Аудиоюмахсем пулăшĕç! Хăш-пер чух кенеке вырăнне асамлă аудиоюмах итлеме касăклăрах та. Юмахсем ачасемшĕн ăнланма çăмăл пулчĕр тесе чăн-чăн профессионалсем тарăшна. Ашшĕ-амăшĕсем вара ачалăхри винил пластинка çинчи халапсене аса илĕç!
Ача-пачасем валли хатĕрленĕ аудиоюмахсене онлайн итле
«Шурале», «пэри», «джигит», «бай» санарсене тутарсем çеç мар, Раççейре пурăнакан ытти халăхсем те аван пĕлеççĕ. Чустаран тунă çын пуян хĕрне качча илни çинчен пĕлетĕр-и? Итлеме кăмăллă пултăр!
Çармăс халăхĕн ăруран-ăрăва парăнакан халапĕсем ытти халăхсеннинчен пурнаç терĕслĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Юмахсен сăлтавĕ терлĕ: çемьери лару-тăру та, "мулкачăн хĕн пурнăçĕ" те. Итлеме кăмăллă пултăр!
Пуян историллĕ чăваш халăхĕ çыннăн камăл-туйăмне тĕплĕн сăнаса халапсенче кăтартнă. Чее Тилле Хура Такка вилĕмрен хăтарать, анчах лешĕ ăна усалпа тавăрать. Ăнланатпăр, паллах, кунта çынсем çинчен... Итлеме кăмăллă пултăр!
Йыта çыншăн тус, анчах мĕншĕн? Шутланă-и? Мордва халăх юмахĕнче çын йытăпа туслашнине уçса панă. Мордва халапĕсенче чер-чунсем сăвăпа калаçаççĕ. Итлеме кăмăллă пултăр!
Удмуртсен халапĕсенче усалсем нумай. Анчах та Вумурт та çынна пулăшать. Чысла пул, пуянлăхшăн ан чуп! Апла пулсан усалсем те пулăшĕç. Çакна вĕрентеççĕ удмурт юмахĕсем. Итлеме кăмăллă пултăр!