Ухмах шыракан

Пӗр карчӑк кӑмака умӗнчи кашта ҫине типӗтме вутӑ хунӑ тет. Вутти кашта хуҫӑлнипе йӑтӑнса аннӑ тет те карчӑк:

— Эпӗ ывӑл ҫуратнӑ пулсан, ман кин пулнӑ пулсан, кинӗн ачи пулнӑ пулсан вилетчӗ вӗт, вилетчӗ! — тесе макӑрать тет.

Ҫакӑн старикӗ тултан кӗчӗ те:

— Ма макӑра? — тесе ыйтать.

Карчӑкӗ хӑй мӗншӗн макӑрнине каласа парать.

— Эх, ухмах, ухмах! — тет старик. — Сан пек ухмах тӗнчере пур-ши? — тет. Вара тӗнче тӑрӑх ухмах шырама тухса каять.

Пӗр ҫын пӳрт лартнӑ, кантӑкне кастарман. Ҫав ҫын алӑка уҫса пӑрахать тет те пӳрте ҫутӑ кӗртет тет. Ҫутта пӳрте хупса хӑварас тесе чупса пырса алӑка хупать тет, анчах ҫутӑ пӳрте юлмасть тет.

Ҫак ҫынна ухмах шырама тухнӑ старик курнӑ та:

— Мӗн тӑватӑн эс? — тесе ыйтать.

Леш калать:

— Пӳрт лартрӑм та, ҫутӑ ҫук-ха. Пӳрте ҫутӑ хупатӑп, — тет.

— Эх, ухмах, ухмах, — тет старик, — пӳртре ҫутӑ пултӑр тесен чӳрече касаҫҫӗ! — тет.

Тепӗр хӗрарӑм чӑхха тытнӑ та тарӑхса хӗнет.

— Ма хӗнен ара? — ыйтать старик.

— Чӑхӑ чӗпӗ кӑларчӗ; чӗпписем пур — сӗчӗ ҫук, ҫавӑншӑн хӗнеп, — тет лешӗ.

— Эх, ухмах, ухмах! — тет старик. — Ӑна кӗрпе илеҫҫӗ те, кӗтӗр-кӗтӗр! тесе чӗпсене сапса параҫҫӗ, — тет.

Унтан старик аптăранипе:

— Тĕнчере ухмах татах та нумай пуль, — тесе килнех таврӑнчӗ тет.