Тилӗпе Улатакка

Пырать пӗр хӑмӑр Тилӗ йӑпӑртатса вӑрманпа. Ун ҫулӗ ҫине сунарҫӑ шӑтӑк алтса хунӑ пулнӑ. Чупса пынӑ ҫӗртенех йӑнкӑлт анса кайрӗ Тилӗ ҫав шӑтӑка. Сиккелет-сиккелет, кускалать-кускалать — ниепле те тухаймасть.

Шӑтӑк тӗпӗнче Тилӗ вӗткеленнине йывӑҫ тӑрринче ларакан Улатакка курать.

— Мӗн ӗҫлен, Тилӗ тус? — тесе ыйтать унран Улатакка.

— Пусӑ чаватӑп, — тет Тилли.

— Мана та алтса памӑн-ши? — тет Улатакка.

— Алтса парасси парӑттӑм та, анчах малтан ку пусӑ пурине ярса пӗтерес пулать ҫав. Пулӑш мана кӑштах, вара пӗрлех тытӑнӑпӑр, — чееленет хӑмӑр Тилӗ.

— Мӗнпе пулӑшам эп сана? — ӑнланаймасӑр ыйтать Улатакка.

— Сана йывӑр ӗҫех хушмастӑп, эсӗ мана пура яма йывӑҫ турачӗсене кӑна пар, — тет Тилли.

Тытӑнчӗ Улатакка Тилле пулӑшма. Туратран турата ларса шӗвӗр сӑмсипе шак! тутарать те пӗр турат ӳкерет, шак! тутарать те теприне касса ярать.

Пухӑннӑ туратсене Тилӗ патне пыра-пыра пӑрахать. Пуҫларӗ Тилли вӗсене шӑтӑка купалама. Аппалансан-аппалансан, шӑтӑкӗ тулса та ларчӗ.

— Ну, мӗнле, ӗҫ пӗтрӗ-и? — ыйтать Улатакка.

— Пӗтрӗ, — тет Тилли.

— Апла пулсан атя ман пата пусӑ алтма, — чӗнет Улатакка.

— Пырасси пырӑп та-ха, анчах эс мана мӑкарич шучӗпе кӑвас ӗҫтер, — тет Тилли.

Улатакка килӗшрӗ, иккӗшӗ кӑвас сутакана шырама тухса кайрӗҫ.

Такмак пасарне ҫитеспе ҫаксене хирӗҫ пӗр усламҫӑ килет.

— Ав пуян Сахар пасара кӑвас сутма каять, пытанса вырт тӗм хушшине, — тет Улатакка.

Тилли йӑпӑр-япӑр пытанчӗ. Улатакка Сахар лавӗ ҫинчи пичке тӑррине хӑпарса ларчӗ те шӗвӗр сӑмсипе шаккама тытӑнчӗ. Шаккасан-шаккасан пичке хӑми шӑтса тухрӗ. Сирпӗнет кӑна пыл кӑвас юман пичкерен.

Улатакка хӑйӗн ӗҫне пӗтерсен шак! тутарчӗ Сахара ҫамкинчен. Эх, ҫилленсе кайрӗ Сахар, тытӑнчӗ хӑвалама. Улатакки юриех аялтан кӑна вӗҫсе пырать.

Кайӑк хыҫҫӑн чупса хӑшканӑ ернĕ хушӑра Сахарӑн пичкери кӑвасӗ йӑлтах юхса тухрӗ. Тӗмсем хушшинче пытанса выртакан Тилӗ хӑвӑртрах чупса тухса кӑваса ӗҫме тытӑнчӗ. Хырӑмӗ туличченех ӗҫрӗ.

Пуян Сахар кайӑка хӑваларӗ-хӑваларӗ те нимӗнсӗрех килне таврӑнчӗ.

— Ну, епле, ӗҫрӗн-и? — ыйтать Улатакка Тилӗрен.

— Ӗҫрӗм, ӳсӗрӗлсех кайрӑм, — тавӑрать Тилли тайкаланса.

— Апла пулсан атя пусӑ алтма.

— Каясса кайӑпӑр та-ха, анчах эс мана малтан култарса кӑтарт, — тет Тилли.

— Юрӗ, атя ман хыҫҫӑн, — килӗшрӗ лешӗ.

Тилӗпе Улатакка Такмак ялӗн анкарти хыҫнелле шӑвӑнчӗҫ.

Пуян Сахар ывӑлӗпе пӗр тарҫи йӗтем ҫинче ясмӑк ҫапаҫҫӗ. Улатаккапа Тилӗ ҫаксем тӗлне ҫитсен темӗн пӑшӑлтатса илчӗҫ те чарӑнчӗҫ. Тилли карта хушӑкӗ витӗр йӑпшӑнсах пӑхса выртать, Улатакки Сахар ывӑлӗн пуҫӗ ҫине кайса ларчӗ те шӗвӗр сӑмсипеле шак! тутарчӗ ҫамкинчен.

— Ай-ай, Микихвер! Ҫап ку кайӑка пуҫӗнчен! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Сахар ывӑлӗ ҫамкине хыпашласа.

Тарҫи кайӑка ҫапас тесе нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах яра пачӗ кӑна тӑпачпала пуҫӗнчен. Сахар ывӑлӗ тӳп кайса ӳкрӗ те тӑнсӑр пулса выртрӗ.

Карта хушӑкӗнчен пӑхса выртакан Тилӗ варне тытнӑ та йӑвалана-йӑвалана кулать. Кулсан-кулсан Улатакки кунран ҫапла ыйтать:

— Ну мӗнле, пусӑ алтма каятпӑр-и? — тет.

— Каясси кайӑпӑр та-ха, юлашкинчен хӑратса кӑтарт мана, — тет Тилли.

— Юрӗ, Тилӗ тус, хӑрасах килет пулсан атя хам хыҫҫӑн, — тет Улатакка.

Калаҫса татӑлчӗҫ те хайхисем шутарчӗҫ ял вӗҫнелле.

Ҫитсе тухрӗҫ Тимухха старикӗн килӗ патне. Хӗвел анса ларчӗ, Тимухха лашине шӑварма тухса кайрӗ. Хапхине хупмасӑрах хӑварчӗ.

Улатакка Тилле хапха ҫумне вырнаҫма хушрӗ, хӑй хапха тӑррине ларса шаккама тытӑнчӗ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать.

Тимуххан килӗнче виҫӗ усал йытӑ пулнӑ. Хапхана шакканӑ сасса илтсенех кусем сикрӗҫ тухрӗҫ те урама, тытӑнчӗҫ Тилле хӑвалама. Эх, хӑвалаҫҫӗ, эх, хӑвалаҫҫӗ. Тилӗрен пӑс кӑна тухса пырать. Акар йыттисем Тилле вӑрманах хуса кӗрсе кайрӗҫ. Тилли ниҫта кайса кӗреймен енне йӑкӑлт сиксе кӗчӗ пӗр юман хӑвӑлне. Йытӑсем юман тавра вӗре-вӗре ҫаврӑнаҫҫӗ.

Хӑраса ӳкнӗ Тилӗ юман хӑвӑлӗнче хӑйӗн урисенчен ыйтать:

— Эсир мӗнле килтӗр: хӑраса-и, хӑрамасӑр-и? — тет.

— Эпир мӗнпур вӑйпа малалла тапаҫланса килтӗмӗр, — теҫҫӗ урисем.

Тилӗ хӑлхисенчен ыйтать:

— Эсир мӗнле килтӗр? — тет.

— Эпир йӑпшӑнса-йӑпшӑнса килтӗмӗр, — теҫҫӗ хӑлхисем.

Тилӗ хӳринчен ыйтать:

— Эсӗ тата мӗнле килтӗн? — тет.

— Эпӗ кӗҫ тытаҫҫӗ-и, кӗҫ ҫиеҫҫӗ-и тесе килтӗм, — тет хӳри.

— Ах, мур, эс мана ҫапла шеллетӗн-и-ха, йытӑсене ҫитересшӗн пулнӑ-и-ха? — тет кӑна хирӗҫ Тилли ҫилленсе. — Ак парам-ха сана уншӑн йытӑсене ывӑтса, — тет.

Ҫак сӑмахсемпе Тилӗ хӑй хӳрине юман ҫурӑкӗнчен тулалла кӑларса ячӗ те, усал йытӑсем ӑна ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, унтан Тиллине хӑйне те сӗтӗрсе кӑларса туртса ҫурчӗҫ.

Юмах ятӑм, юптартӑм, пӗр сӑмах та суймарӑм.