Пӳрнеске

Ӗлӗк-авал пӗр ялта тӑлӑх арӑм пурӑннӑ тет. Унӑн пӳрнеске пек ачи пулнӑ. Вӗсем питӗ чухӑн пурӑннӑ тет.

Пӗрре вӗсен ҫимелли пачах пӗтсе ҫитет те, Пӳрнеске амӑшне ҫапла калать:

— Анне, — тет, — эпир ӗнтӗ выҫӑ ларатпӑр, пуян Эрхип хӑйӗн ылтӑнне ҫӑнӑх ырҫи ӑшӗнче пытарса усрать. Кайса вӑрласа килем-и ҫавӑн ылтӑнне? — тет.

— Каясси кай та, ачам, анчах Эрхип куҫӗ тӗлне ан пул, — тет амӑшӗ.

Пӳрнеске каҫ пулсанах тухса кайрӗ тет пуян Эрхипӗн ылтӑнне вӑрлама. Кӗлет алӑкĕ айӗнчи кушак шӑтӑкӗнчен шӑвӑнса кӗчӗ тет те шалалла, ҫӑнӑх ырҫи ӑшне кӗрсе ларчӗ тет.

Ҫак вӑхӑтра Эрхип арӑмӗ ҫӑнӑх илме тухнӑ тет. Ҫӑнӑхпа пӗрле вӑл Пӳрнескене те илсе кӗчӗ тет те ҫӑнӑхне аламасӑрах кӑвас хурса лартрӗ тет.

Акӑ тепӗр кунне пуян Эрхип арӑмӗ чуста ҫӑрма тытӑнчӗ. Ҫаннисене тавӑрчӗ тет те, хӗнет те хӗнет тет кӑвас чӗресӗ ӑшӗнчи Пӳрнескене аяккисенчен.

— Инке, аяк пӗрчине хуҫатӑн! — тесе кӑшкӑрать Пӳрнеске кӑвас чӗресӗ ӑшӗнчен.

— Ай-уй, — тет Эрхип арӑмӗ тӗлӗннипе, — ку кӑвас чӗресне мӗн пулнах? Халиччен чӗриклетменнине паян чӗриклетме пуҫларӗ, — тет. Хӑй пурепӗр ик аллипе чыша-чыша чустине ҫӑрать.

— Инке, аяк пӗрчине хуҫатӑн! — тесе кӑшкӑрать Пӳрнеске татах.

Пуян арӑмӗ чарӑна-чарӑна итлесе ҫӑрать чустине.Пӳрнеске пурепӗр кӑшкӑрма чарӑнмасть.

Юлашкинчен пуян арӑмӗ тарӑхса ҫитет те ку чустана усал ернӗ пуль тесе картишне кӑларса тӑкать. Эрхипӗн хура ӗни пырать те чустана тешӗрме тытӑнать. Пӳрнеске хӑпӑл-хапӑл чуста ӑшӗнчен чаваланса тухать те ӗне хӑлхи ӑшне кӗрсе ларать.

Тухать тет пуян арӑмӗ хура ӗнине сумашкӑн. Сума пуҫланӑ-пуҫламанах Пӳрнеске ӗнине хӑлхинчен ҫатӑрт! ҫыртать те, хура ӗне пуян арӑмне пӗрех шартлаттарса тапса ярать. Арӑмӗ виҫӗ хӑлаҫ аяккалла сирпӗнсе каять тет. Унтан ури ҫине тӑрать те ӗни патне:

— Хура ӗне, тӑпрукан! Хура ӗне, тӑпрукан! — тесе йӑпатса пырать тет.

Пӳрнеске хуҫа арӑмне хирӗҫ хулӑн сасӑпа:

— Хура ӗне, тӑпрукан! Хура ӗне, тӑпрукан! — тесе мӑшкӑлласа ларать.

Пуян арӑмӗ хӑранипе пӗр вырӑнтах хытса тӑрать. «Ахӑртнех ку ӗне усал ернӗ чустана ҫисе пӑсӑлса кайнӑ-тӑр», — тесе пӳртелле ҫил пек вӗҫтерсе тарса кӗрет.

Хайхи Эрхиппе арӑмӗ ӗнене усал ернӗ тесе пусаҫҫӗ те пыршине ҫырмана кайса пӑрахаҫҫӗ. Унта Пӳрнеске те ларса каять.

Ӗне пыршисене ҫиме Кашкӑр пырать тет. Пӳрнеске хӑвӑрт кӑна Кашкӑр хӑлхи ӑшне кӗрсе ларать те ши! шӑхӑрать. Унччен те пулмасть Кашкӑр хӑранипе тара парать вӑрманалла. Эх, тарать, эх, тарать! Пӳрнеске хытӑран хытӑ шӑхӑрать. Кашкӑрӑн хӑранипе чӗри ҫурӑлчӗ кайрӗ тет те вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилчӗ тет.

Пӳрнеске Кашкӑр хӑлхинчен тухсан шухӑшлама тытӑнать: «Ӗнтӗ ку Кашкӑр тирне сӳсе сутатӑп та укҫине аннене кайса паратӑп».

Ҫак вӑхӑтра ҫулпала пӗр хуҫа вӗҫтерсе килет тет. Хӑй сакӑр кашталлӑ кӳмепе тет. Кӳмине виҫ пар маттур хура ут кӳлнӗ тет. Хуҫан кӳми ҫинче пӗр пӗчӗк арчапа ылтӑн пулнӑ иккен.

Пӳрнеске йӑпӑр-япӑр кашкӑр хӑлхи ӑшне кӗрсе выртать.

Хай хуҫа кашкӑр тӗлне ҫитет те ямшӑкне лашисене чарма хушать.

— Ак телей! Мана валли ҫул ҫинчех тӑлӑп ҫухилӗх тухса выртнӑ. Илсе хурас ӑна кӳме ҫине, — тет вӑл ямшӑкне.

Вилнӗ кашкӑра кӳме ҫине илсе хураҫҫӗ те малалла вӗҫтереҫҫӗ. Кӑшт кайсанах Пӳрнеске кашкӑр хӑлхи ӑшӗнчен ши-ши! шӑхӑрса ярать.

— Кам шӑхӑрать унта? — тесе каялла ҫаврӑнса пӑхать хуҫа.

Анчах Пӳрнеске шӑхӑрма чарӑнать. Кӑшт кайсан каллех шӑхӑрса ярать.

— Кам шӑхӑрать унта? — ыйтать хуҫа тарӑхса.

Пӳрнеске каллех шӑхӑрма чарӑнать. Тепӗртак кайсан Пӳрнеске мӗнпур вӑйпа шӑхӑрса ярать. Хуҫа тарӑхнипе шалт ӑнран каять.

— Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пӑхар, пирӗн хыҫран арҫури шӑхӑрса килмест-и, — тет вӑл ямшӑкне. Хуҫапа ямшӑкӗ иккĕшӗ те кӳми ҫинчен анаҫҫӗ те ҫул тӑрӑх каялла утаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра Пӳрнеске кашкӑр хӑлхи ӑшӗн тухать те тилхепене ярса тытса вӗҫтере парать ҫул тӑрӑх малалла. Хуҫапала ямшӑкӗ пӑхса кӑна юлаҫҫӗ.

Пӳрнеске виҫĕ пар лашапа, пӗр арча ылтӑнпа амӑшӗ патне пырса кӗрет тет.