Ача-пачасем валли хатĕрленĕ аудиоюмахсене онлайн итле

Тутар халăх аудиоюмахĕсем
«Шурале», «пэри», «джигит», «бай» санарсене тутарсем çеç мар, Раççейре пурăнакан ытти халăхсем те аван пĕлеççĕ. Чустаран тунă çын пуян хĕрне качча илни çинчен пĕлетĕр-и? Итлеме кăмăллă пултăр!
Çармăс халăх аудиоюмахĕсем
Çармăс халăхĕн ăруран-ăрăва парăнакан халапĕсем ытти халăхсеннинчен пурнаç терĕслĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Юмахсен сăлтавĕ терлĕ: çемьери лару-тăру та, "мулкачăн хĕн пурнăçĕ" те. Итлеме кăмăллă пултăр!
Чăваш халăх аудиоюмахĕсем
Пуян историллĕ чăваш халăхĕ çыннăн камăл-туйăмне тĕплĕн сăнаса халапсенче кăтартнă. Чее Тилле Хура Такка вилĕмрен хăтарать, анчах лешĕ ăна усалпа тавăрать. Ăнланатпăр, паллах, кунта çынсем çинчен... Итлеме кăмăллă пултăр!
Мордва халăх аудиоюмахĕсем
Йыта çыншăн тус, анчах мĕншĕн? Шутланă-и? Мордва халăх юмахĕнче çын йытăпа туслашнине уçса панă. Мордва халапĕсенче чер-чунсем сăвăпа калаçаççĕ. Итлеме кăмăллă пултăр!
Удмурт халăх аудиоюмахĕсем
Удмуртсен халапĕсенче усалсем нумай. Анчах та Вумурт та çынна пулăшать. Чысла пул, пуянлăхшăн ан чуп! Апла пулсан усалсем те пулăшĕç. Çакна вĕрентеççĕ удмурт юмахĕсем. Итлеме кăмăллă пултăр!