Чуваш выжыкыл

Трашка ачисем

караоке амал
куараен кылзӥськон

Initializing audio Loading audio…

Тахҫан Тахҫан авал авал пӗр пӗр ялта ялта Трашка Трашка ятлӑ ятлӑ ҫын ҫын пурӑннӑ. пурӑннӑ. Унӑн Унӑн виҫӗ виҫӗ ывӑл ывӑл пулнӑ, пулнӑ, виҫҫӗшӗ виҫҫӗшӗ те те сунара сунара ҫӳреме ҫӳреме юратнӑ. юратнӑ. Пӗрре Пӗрре ҫапла, ҫапла, сунарта сунарта ҫӳренӗ ҫӳренӗ чух, чух, Трашка Трашка ачисем ачисем тилӗ тилӗ йӗрӗ йӗрӗ ҫине ҫине ӳкнӗ. ӳкнӗ. Часах Часах Тиллине Тиллине те те курнӑ. курнӑ. Пуҫланӑ Пуҫланӑ хӑвалама. хӑвалама. Хӑваласан-хӑваласан Хӑваласан-хӑваласан аякрах аякрах та та мар мар пыракан пыракан Тилӗ Тилӗ вӑшт! вӑшт! анчах анчах чӑмать чӑмать пӗр пӗр шӑтӑка. шӑтӑка. Пӑхаҫҫӗ: Пӑхаҫҫӗ: сӑвӑр сӑвӑр шӑтӑкӗ. шӑтӑкӗ. Пуҫлаҫҫӗ Пуҫлаҫҫӗ хайхисем хайхисем чавалама чавалама ҫак ҫак шӑтӑка. шӑтӑка.

Ҫав Ҫав шӑтӑкрах шӑтӑкрах тата тата Тӑрна Тӑрна пулнӑ. пулнӑ. Шӑтӑка Шӑтӑка чавалама чавалама пуҫланине пуҫланине сиссе сиссе Тӑрна Тӑрна ыйтать: ыйтать:

Тилӗ Тилӗ тус, тус, сан сан ӑсу ӑсу миҫе, миҫе, манӑн манӑн пӗрре пӗрре ҫеҫ, ҫеҫ, тет. тет.

Ман Ман тӑххӑр тӑххӑр таран таран пур-ха, пур-ха, мухтанать мухтанать Тилӗ. Тилӗ.

Трашка Трашка ачисем ачисем ҫаплах ҫаплах чаваҫҫӗ. чаваҫҫӗ. Тӑрна Тӑрна татах татах ыйтать: ыйтать:

Тилӗ Тилӗ тус, тус, сан сан ӑсу ӑсу миҫе, миҫе, манӑн манӑн пӗрре-пӗррех, пӗрре-пӗррех, тет. тет.

Улттӑ Улттӑ ҫеҫ ҫеҫ юлчӗ, юлчӗ, тет тет Тилли. Тилли.

Трашка Трашка ачисем ачисем ҫывхарсах ҫывхарсах ҫитеҫҫӗ. ҫитеҫҫӗ. Мӗн Мӗн тумалла? тумалла? Тӑрна Тӑрна тата тата тепӗр тепӗр хут хут ыйтать: ыйтать:

Тилӗ Тилӗ тус, тус, сан сан ӑсу ӑсу миҫе, миҫе, манӑн манӑн пӗрре пӗрре те те юлмарӗ юлмарӗ ӗнтӗ, ӗнтӗ, тет. тет.

Пӗр Пӗр ӑс ӑс юлчӗ-ха, юлчӗ-ха, тет тет Тилӗ. Тилӗ. Унтан Унтан калать: калать: Ăсу Ăсу пӗтрӗ пӗтрӗ пулсан пулсан пӗр пӗр картлашка картлашка ҫӳлерех ҫӳлерех хӑпарса хӑпарса вырт вырт та та вилнӗ вилнӗ пек пек пул. пул. Вӗсем Вӗсем сана сана ҫавӑркаласа ҫавӑркаласа пӑхӗҫ. пӑхӗҫ. Ҫав Ҫав вӑхӑтра вӑхӑтра эпӗ эпӗ тухса тухса тарӑп тарӑп та, та, вӗсем вӗсем сана сана пӑрахса пӑрахса ман ман хыҫҫӑн хыҫҫӑн чупӗҫ. чупӗҫ. Вӑл Вӑл хушӑра хушӑра эсĕ эсĕ те те вӗҫсе вӗҫсе кайӑн. кайӑн. Вӗсем Вӗсем пире пире нихӑшне нихӑшне те те тытаймӗҫ, тытаймӗҫ, тет. тет.

Тӑрна Тӑрна чӑнах чӑнах та та пӗр пӗр картлашка картлашка ҫӳлерех ҫӳлерех хӑпарса хӑпарса вилнӗ вилнӗ пек пек пулса пулса выртрӗ. выртрӗ. Трашка Трашка ачисем ачисем Тӑрна Тӑрна патне патне ҫитеҫҫӗ ҫитеҫҫӗ те те шалт шалт тӗлӗнеҫҫӗ. тӗлӗнеҫҫӗ.

Пӑхӑр-ха, Пӑхӑр-ха, Тилӗ Тилӗ тӑрнана тӑрнана вӗлерсе вӗлерсе хӑварнӑ, хӑварнӑ, тесе тесе Тӑрнана Тӑрнана ҫавӑра-ҫавӑра ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ. пӑхаҫҫӗ.

Ҫав Ҫав хушӑра хушӑра Тилӗ Тилӗ вӑшт! вӑшт! тухса тухса сирпӗнет сирпӗнет шӑтӑкран. шӑтӑкран. Трашка Трашка ачисем ачисем Тӑрнана Тӑрнана пӑрахаҫҫӗ пӑрахаҫҫӗ те те Тилӗ Тилӗ хыҫҫӑн хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ. хӑвалаҫҫӗ.

Паллă Паллă ӗнтӗ: ӗнтӗ: Тилӗ Тилӗ те те вӑрмана вӑрмана кӗрсе кӗрсе чӑмнӑ, чӑмнӑ, Тӑрна Тӑрна та та хӑлаҫланса хӑлаҫланса вӗҫсе вӗҫсе кайнӑ. кайнӑ. Трашка Трашка ачисем ачисем икӗ икӗ кайӑка кайӑка хӑваласа хӑваласа пӗр пӗр кайӑксӑрах кайӑксӑрах килне килне таврӑннӑ. таврӑннӑ.

Тахҫан авал пӗр ялта Трашка ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Унӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ, виҫҫӗшӗ те сунара ҫӳреме юратнӑ. Пӗрре ҫапла, сунарта ҫӳренӗ чух, Трашка ачисем тилӗ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Часах Тиллине те курнӑ. Пуҫланӑ хӑвалама. Хӑваласан-хӑваласан аякрах та мар пыракан Тилӗ вӑшт! анчах чӑмать пӗр шӑтӑка. Пӑхаҫҫӗ: сӑвӑр шӑтӑкӗ. Пуҫлаҫҫӗ хайхисем чавалама ҫак шӑтӑка.

Ҫав шӑтӑкрах тата Тӑрна пулнӑ. Шӑтӑка чавалама пуҫланине сиссе Тӑрна ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре ҫеҫ, — тет.

— Ман тӑххӑр таран пур-ха, — мухтанать Тилӗ.

Трашка ачисем ҫаплах чаваҫҫӗ. Тӑрна татах ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре-пӗррех, — тет.

— Улттӑ ҫеҫ юлчӗ, — тет Тилли.

Трашка ачисем ҫывхарсах ҫитеҫҫӗ. Мӗн тумалла? Тӑрна тата тепӗр хут ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре те юлмарӗ ӗнтӗ, — тет.

— Пӗр ӑс юлчӗ-ха, — тет Тилӗ. Унтан калать: — Ăсу пӗтрӗ пулсан пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарса вырт та вилнӗ пек пул. Вӗсем сана ҫавӑркаласа пӑхӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ тухса тарӑп та, вӗсем сана пӑрахса ман хыҫҫӑн чупӗҫ. Вӑл хушӑра эсĕ те вӗҫсе кайӑн. Вӗсем пире нихӑшне те тытаймӗҫ, — тет.

Тӑрна чӑнах та пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарса вилнӗ пек пулса выртрӗ. Трашка ачисем Тӑрна патне ҫитеҫҫӗ те шалт тӗлӗнеҫҫӗ.

— Пӑхӑр-ха, Тилӗ тӑрнана вӗлерсе хӑварнӑ, — тесе Тӑрнана ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ.

Ҫав хушӑра Тилӗ вӑшт! тухса сирпӗнет шӑтӑкран. Трашка ачисем Тӑрнана пӑрахаҫҫӗ те Тилӗ хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ.

Паллă ӗнтӗ: Тилӗ те вӑрмана кӗрсе чӑмнӑ, Тӑрна та хӑлаҫланса вӗҫсе кайнӑ. Трашка ачисем икӗ кайӑка хӑваласа пӗр кайӑксӑрах килне таврӑннӑ.

PDF-форматэн выжыкылэз поттон понна зӥбоно "Выжыкылэз кыскон" нюртонэ


Выжыкылэз кыскон
Кельшиз-а выжыкыл?

Эшъёсыдлы вӧлмыты: