Чувашень ёфкс

Пӳрнеске

караоке
вайгяль

Initializing audio Loading audio…

Ӗлӗк-авал Ӗлӗк-авал пӗр пӗр ялта ялта тӑлӑх тӑлӑх арӑм арӑм пурӑннӑ пурӑннӑ тет. тет. Унӑн Унӑн пӳрнеске пӳрнеске пек пек ачи ачи пулнӑ. пулнӑ. Вӗсем Вӗсем питӗ питӗ чухӑн чухӑн пурӑннӑ пурӑннӑ тет. тет.

Пӗрре Пӗрре вӗсен вӗсен ҫимелли ҫимелли пачах пачах пӗтсе пӗтсе ҫитет ҫитет те, те, Пӳрнеске Пӳрнеске амӑшне амӑшне ҫапла ҫапла калать: калать:

Анне, Анне, тет, тет, эпир эпир ӗнтӗ ӗнтӗ выҫӑ выҫӑ ларатпӑр, ларатпӑр, пуян пуян Эрхип Эрхип хӑйӗн хӑйӗн ылтӑнне ылтӑнне ҫӑнӑх ҫӑнӑх ырҫи ырҫи ӑшӗнче ӑшӗнче пытарса пытарса усрать. усрать. Кайса Кайса вӑрласа вӑрласа килем-и килем-и ҫавӑн ҫавӑн ылтӑнне? ылтӑнне? тет. тет.

Каясси Каясси кай кай та, та, ачам, ачам, анчах анчах Эрхип Эрхип куҫӗ куҫӗ тӗлне тӗлне ан ан пул, пул, тет тет амӑшӗ. амӑшӗ.

Пӳрнеске Пӳрнеске каҫ каҫ пулсанах пулсанах тухса тухса кайрӗ кайрӗ тет тет пуян пуян Эрхипӗн Эрхипӗн ылтӑнне ылтӑнне вӑрлама. вӑрлама. Кӗлет Кӗлет алӑкĕ алӑкĕ айӗнчи айӗнчи кушак кушак шӑтӑкӗнчен шӑтӑкӗнчен шӑвӑнса шӑвӑнса кӗчӗ кӗчӗ тет тет те те шалалла, шалалла, ҫӑнӑх ҫӑнӑх ырҫи ырҫи ӑшне ӑшне кӗрсе кӗрсе ларчӗ ларчӗ тет. тет.

Ҫак Ҫак вӑхӑтра вӑхӑтра Эрхип Эрхип арӑмӗ арӑмӗ ҫӑнӑх ҫӑнӑх илме илме тухнӑ тухнӑ тет. тет. Ҫӑнӑхпа Ҫӑнӑхпа пӗрле пӗрле вӑл вӑл Пӳрнескене Пӳрнескене те те илсе илсе кӗчӗ кӗчӗ тет тет те те ҫӑнӑхне ҫӑнӑхне аламасӑрах аламасӑрах кӑвас кӑвас хурса хурса лартрӗ лартрӗ тет. тет.

Акӑ Акӑ тепӗр тепӗр кунне кунне пуян пуян Эрхип Эрхип арӑмӗ арӑмӗ чуста чуста ҫӑрма ҫӑрма тытӑнчӗ. тытӑнчӗ. Ҫаннисене Ҫаннисене тавӑрчӗ тавӑрчӗ тет тет те, те, хӗнет хӗнет те те хӗнет хӗнет тет тет кӑвас кӑвас чӗресӗ чӗресӗ ӑшӗнчи ӑшӗнчи Пӳрнескене Пӳрнескене аяккисенчен. аяккисенчен.

Инке, Инке, аяк аяк пӗрчине пӗрчине хуҫатӑн! хуҫатӑн! тесе тесе кӑшкӑрать кӑшкӑрать Пӳрнеске Пӳрнеске кӑвас кӑвас чӗресӗ чӗресӗ ӑшӗнчен. ӑшӗнчен.

Ай-уй, Ай-уй, тет тет Эрхип Эрхип арӑмӗ арӑмӗ тӗлӗннипе, тӗлӗннипе, ку ку кӑвас кӑвас чӗресне чӗресне мӗн мӗн пулнах? пулнах? Халиччен Халиччен чӗриклетменнине чӗриклетменнине паян паян чӗриклетме чӗриклетме пуҫларӗ, пуҫларӗ, тет. тет. Хӑй Хӑй пурепӗр пурепӗр ик ик аллипе аллипе чыша-чыша чыша-чыша чустине чустине ҫӑрать. ҫӑрать.

Инке Инке , , аяк аяк пӗрчине пӗрчине хуҫатӑн! хуҫатӑн! тесе тесе кӑшкӑрать кӑшкӑрать Пӳрнеске Пӳрнеске татах. татах.

Пуян Пуян арӑмӗ арӑмӗ чарӑна-чарӑна чарӑна-чарӑна итлесе итлесе ҫӑрать ҫӑрать чустине. чустине. Пӳрнеске Пӳрнеске пурепӗр пурепӗр кӑшкӑрма кӑшкӑрма чарӑнмасть. чарӑнмасть.

Юлашкинчен Юлашкинчен пуян пуян арӑмӗ арӑмӗ тарӑхса тарӑхса ҫитет ҫитет те те ку ку чустана чустана усал усал ернӗ ернӗ пуль пуль тесе тесе картишне картишне кӑларса кӑларса тӑкать. тӑкать. Эрхипӗн Эрхипӗн хура хура ӗни ӗни пырать пырать те те чустана чустана тешӗрме тешӗрме тытӑнать. тытӑнать. Пӳрнеске Пӳрнеске хӑпӑл-хапӑл хӑпӑл-хапӑл чуста чуста ӑшӗнчен ӑшӗнчен чаваланса чаваланса тухать тухать те те ӗне ӗне хӑлхи хӑлхи ӑшне ӑшне кӗрсе кӗрсе ларать. ларать.

Тухать Тухать тет тет пуян пуян арӑмӗ арӑмӗ хура хура ӗнине ӗнине сумашкӑн. сумашкӑн. Сума Сума пуҫланӑ-пуҫламанах пуҫланӑ-пуҫламанах Пӳрнеске Пӳрнеске ӗнине ӗнине хӑлхинчен хӑлхинчен ҫатӑрт! ҫатӑрт! ҫыртать ҫыртать те, те, хура хура ӗне ӗне пуян пуян арӑмне арӑмне пӗрех пӗрех шартлаттарса шартлаттарса тапса тапса ярать. ярать. Арӑмӗ Арӑмӗ виҫӗ виҫӗ хӑлаҫ хӑлаҫ аяккалла аяккалла сирпӗнсе сирпӗнсе каять каять тет. тет. Унтан Унтан ури ури ҫине ҫине тӑрать тӑрать те те ӗни ӗни патне: патне:

Хура Хура ӗне, ӗне, тӑпрукан! тӑпрукан! Хура Хура ӗне, ӗне, тӑпрукан! тӑпрукан! тесе тесе йӑпатса йӑпатса пырать пырать тет. тет.

Пӳрнеске Пӳрнеске хуҫа хуҫа арӑмне арӑмне хирӗҫ хирӗҫ хулӑн хулӑн сасӑпа: сасӑпа:

Хура Хура ӗне, ӗне, тӑпрукан! тӑпрукан! Хура Хура ӗне, ӗне, тӑпрукан тӑпрукан ! ! тесе тесе мӑшкӑлласа мӑшкӑлласа ларать. ларать.

Пуян Пуян арӑмӗ арӑмӗ хӑранипе хӑранипе пӗр пӗр вырӑнтах вырӑнтах хытса хытса тӑрать. тӑрать. «Ахӑртнех «Ахӑртнех ку ку ӗне ӗне усал усал ернӗ ернӗ чустана чустана ҫисе ҫисе пӑсӑлса пӑсӑлса кайнӑ-тӑр», кайнӑ-тӑр», тесе тесе пӳртелле пӳртелле ҫил ҫил пек пек вӗҫтерсе вӗҫтерсе тарса тарса кӗрет. кӗрет.

Хайхи Хайхи Эрхиппе Эрхиппе арӑмӗ арӑмӗ ӗнене ӗнене усал усал ернӗ ернӗ тесе тесе пусаҫҫӗ пусаҫҫӗ те те пыршине пыршине ҫырмана ҫырмана кайса кайса пӑрахаҫҫӗ. пӑрахаҫҫӗ. Унта Унта Пӳрнеске Пӳрнеске те те ларса ларса каять. каять.

Ӗне Ӗне пыршисене пыршисене ҫиме ҫиме Кашкӑр Кашкӑр пырать пырать тет. тет. Пӳрнеске Пӳрнеске хӑвӑрт хӑвӑрт кӑна кӑна Кашкӑр Кашкӑр хӑлхи хӑлхи ӑшне ӑшне кӗрсе кӗрсе ларать ларать те те ши! ши! шӑхӑрать. шӑхӑрать. Унччен Унччен те те пулмасть пулмасть Кашкӑр Кашкӑр хӑранипе хӑранипе тара тара парать парать вӑрманалла. вӑрманалла. Эх, Эх, тарать, тарать, эх, эх, тарать! тарать! Пӳрнеске Пӳрнеске хытӑран хытӑран хытӑ хытӑ шӑхӑрать. шӑхӑрать. Кашкӑрӑн Кашкӑрӑн хӑранипе хӑранипе чӗри чӗри ҫурӑлчӗ ҫурӑлчӗ кайрӗ кайрӗ тет тет те те вӑл вӑл ҫавӑнтах ҫавӑнтах ӳксе ӳксе вилчӗ вилчӗ тет. тет.

Пӳрнеске Пӳрнеске Кашкӑр Кашкӑр хӑлхинчен хӑлхинчен тухсан тухсан шухӑшлама шухӑшлама тытӑнать: тытӑнать: «Ӗнтӗ «Ӗнтӗ ку ку Кашкӑр Кашкӑр тирне тирне сӳсе сӳсе сутатӑп сутатӑп та та укҫине укҫине аннене аннене кайса кайса паратӑп». паратӑп».

Ҫак Ҫак вӑхӑтра вӑхӑтра ҫулпала ҫулпала пӗр пӗр хуҫа хуҫа вӗҫтерсе вӗҫтерсе килет килет тет. тет. Хӑй Хӑй сакӑр сакӑр кашталлӑ кашталлӑ кӳмепе кӳмепе тет. тет. Кӳмине Кӳмине виҫ виҫ пар пар маттур маттур хура хура ут ут кӳлнӗ кӳлнӗ тет. тет. Хуҫан Хуҫан кӳми кӳми ҫинче ҫинче пӗр пӗр пӗчӗк пӗчӗк арчапа арчапа ылтӑн ылтӑн пулнӑ пулнӑ иккен. иккен.

Пӳрнеске Пӳрнеске йӑпӑр-япӑр йӑпӑр-япӑр кашкӑр кашкӑр хӑлхи хӑлхи ӑшне ӑшне кӗрсе кӗрсе выртать. выртать.

Хай Хай хуҫа хуҫа кашкӑр кашкӑр тӗлне тӗлне ҫитет ҫитет те те ямшӑкне ямшӑкне лашисене лашисене чарма чарма хушать. хушать.

Ак Ак телей! телей! Мана Мана валли валли ҫул ҫул ҫинчех ҫинчех тӑлӑп тӑлӑп ҫухилӗх ҫухилӗх тухса тухса выртнӑ. выртнӑ. Илсе Илсе хурас хурас ӑна ӑна кӳме кӳме ҫине, ҫине, тет тет вӑл вӑл ямшӑкне. ямшӑкне.

Вилнӗ Вилнӗ кашкӑра кашкӑра кӳме кӳме ҫине ҫине илсе илсе хураҫҫӗ хураҫҫӗ те те малалла малалла вӗҫтереҫҫӗ. вӗҫтереҫҫӗ. Кӑшт Кӑшт кайсанах кайсанах Пӳрнеске Пӳрнеске кашкӑр кашкӑр хӑлхи хӑлхи ӑшӗнчен ӑшӗнчен ши-ши! ши-ши! шӑхӑрса шӑхӑрса ярать. ярать.

Кам Кам шӑхӑрать шӑхӑрать унта? унта? тесе тесе каялла каялла ҫаврӑнса ҫаврӑнса пӑхать пӑхать хуҫа. хуҫа.

Анчах Анчах Пӳрнеске Пӳрнеске шӑхӑрма шӑхӑрма чарӑнать. чарӑнать. Кӑшт Кӑшт кайсан кайсан каллех каллех шӑхӑрса шӑхӑрса ярать. ярать.

Кам Кам шӑхӑрать шӑхӑрать унта? унта? ыйтать ыйтать хуҫа хуҫа тарӑхса. тарӑхса.

Пӳрнеске Пӳрнеске каллех каллех шӑхӑрма шӑхӑрма чарӑнать. чарӑнать. Тепӗртак Тепӗртак кайсан кайсан Пӳрнеске Пӳрнеске мӗнпур мӗнпур вӑйпа вӑйпа шӑхӑрса шӑхӑрса ярать. ярать. Хуҫа Хуҫа тарӑхнипе тарӑхнипе шалт шалт ӑнран ӑнран каять. каять.

Чим-ха, Чим-ха, чар чар лашусене. лашусене. Атя-ха Атя-ха анса анса пӑхар, пӑхар, пирӗн пирӗн хыҫран хыҫран арҫури арҫури шӑхӑрса шӑхӑрса килмест-и, килмест-и, тет тет вӑл вӑл ямшӑкне. ямшӑкне. Хуҫапа Хуҫапа ямшӑкӗ ямшӑкӗ иккĕшӗ иккĕшӗ те те кӳми кӳми ҫинчен ҫинчен анаҫҫӗ анаҫҫӗ те те ҫул ҫул тӑрӑх тӑрӑх каялла каялла утаҫҫӗ. утаҫҫӗ.

Ҫак Ҫак вӑхӑтра вӑхӑтра Пӳрнеске Пӳрнеске кашкӑр кашкӑр хӑлхи хӑлхи ӑшӗн ӑшӗн тухать тухать те те тилхепене тилхепене ярса ярса тытса тытса вӗҫтере вӗҫтере парать парать ҫул ҫул тӑрӑх тӑрӑх малалла. малалла. Хуҫапала Хуҫапала ямшӑкӗ ямшӑкӗ пӑхса пӑхса кӑна кӑна юлаҫҫӗ. юлаҫҫӗ.

Пӳрнеске Пӳрнеске виҫĕ виҫĕ пар пар лашапа, лашапа, пӗр пӗр арча арча ылтӑнпа ылтӑнпа амӑшӗ амӑшӗ патне патне пырса пырса кӗрет кӗрет тет. тет.

Ӗлӗк-авал пӗр ялта тӑлӑх арӑм пурӑннӑ тет. Унӑн пӳрнеске пек ачи пулнӑ. Вӗсем питӗ чухӑн пурӑннӑ тет.

Пӗрре вӗсен ҫимелли пачах пӗтсе ҫитет те, Пӳрнеске амӑшне ҫапла калать:

— Анне, — тет, — эпир ӗнтӗ выҫӑ ларатпӑр, пуян Эрхип хӑйӗн ылтӑнне ҫӑнӑх ырҫи ӑшӗнче пытарса усрать. Кайса вӑрласа килем-и ҫавӑн ылтӑнне? — тет.

— Каясси кай та, ачам, анчах Эрхип куҫӗ тӗлне ан пул, — тет амӑшӗ.

Пӳрнеске каҫ пулсанах тухса кайрӗ тет пуян Эрхипӗн ылтӑнне вӑрлама. Кӗлет алӑкĕ айӗнчи кушак шӑтӑкӗнчен шӑвӑнса кӗчӗ тет те шалалла, ҫӑнӑх ырҫи ӑшне кӗрсе ларчӗ тет.

Ҫак вӑхӑтра Эрхип арӑмӗ ҫӑнӑх илме тухнӑ тет. Ҫӑнӑхпа пӗрле вӑл Пӳрнескене те илсе кӗчӗ тет те ҫӑнӑхне аламасӑрах кӑвас хурса лартрӗ тет.

Акӑ тепӗр кунне пуян Эрхип арӑмӗ чуста ҫӑрма тытӑнчӗ. Ҫаннисене тавӑрчӗ тет те, хӗнет те хӗнет тет кӑвас чӗресӗ ӑшӗнчи Пӳрнескене аяккисенчен.

— Инке, аяк пӗрчине хуҫатӑн! — тесе кӑшкӑрать Пӳрнеске кӑвас чӗресӗ ӑшӗнчен.

— Ай-уй, — тет Эрхип арӑмӗ тӗлӗннипе, — ку кӑвас чӗресне мӗн пулнах? Халиччен чӗриклетменнине паян чӗриклетме пуҫларӗ, — тет. Хӑй пурепӗр ик аллипе чыша-чыша чустине ҫӑрать.

— Инке, аяк пӗрчине хуҫатӑн! — тесе кӑшкӑрать Пӳрнеске татах.

Пуян арӑмӗ чарӑна-чарӑна итлесе ҫӑрать чустине.Пӳрнеске пурепӗр кӑшкӑрма чарӑнмасть.

Юлашкинчен пуян арӑмӗ тарӑхса ҫитет те ку чустана усал ернӗ пуль тесе картишне кӑларса тӑкать. Эрхипӗн хура ӗни пырать те чустана тешӗрме тытӑнать. Пӳрнеске хӑпӑл-хапӑл чуста ӑшӗнчен чаваланса тухать те ӗне хӑлхи ӑшне кӗрсе ларать.

Тухать тет пуян арӑмӗ хура ӗнине сумашкӑн. Сума пуҫланӑ-пуҫламанах Пӳрнеске ӗнине хӑлхинчен ҫатӑрт! ҫыртать те, хура ӗне пуян арӑмне пӗрех шартлаттарса тапса ярать. Арӑмӗ виҫӗ хӑлаҫ аяккалла сирпӗнсе каять тет. Унтан ури ҫине тӑрать те ӗни патне:

— Хура ӗне, тӑпрукан! Хура ӗне, тӑпрукан! — тесе йӑпатса пырать тет.

Пӳрнеске хуҫа арӑмне хирӗҫ хулӑн сасӑпа:

— Хура ӗне, тӑпрукан! Хура ӗне, тӑпрукан! — тесе мӑшкӑлласа ларать.

Пуян арӑмӗ хӑранипе пӗр вырӑнтах хытса тӑрать. «Ахӑртнех ку ӗне усал ернӗ чустана ҫисе пӑсӑлса кайнӑ-тӑр», — тесе пӳртелле ҫил пек вӗҫтерсе тарса кӗрет.

Хайхи Эрхиппе арӑмӗ ӗнене усал ернӗ тесе пусаҫҫӗ те пыршине ҫырмана кайса пӑрахаҫҫӗ. Унта Пӳрнеске те ларса каять.

Ӗне пыршисене ҫиме Кашкӑр пырать тет. Пӳрнеске хӑвӑрт кӑна Кашкӑр хӑлхи ӑшне кӗрсе ларать те ши! шӑхӑрать. Унччен те пулмасть Кашкӑр хӑранипе тара парать вӑрманалла. Эх, тарать, эх, тарать! Пӳрнеске хытӑран хытӑ шӑхӑрать. Кашкӑрӑн хӑранипе чӗри ҫурӑлчӗ кайрӗ тет те вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилчӗ тет.

Пӳрнеске Кашкӑр хӑлхинчен тухсан шухӑшлама тытӑнать: «Ӗнтӗ ку Кашкӑр тирне сӳсе сутатӑп та укҫине аннене кайса паратӑп».

Ҫак вӑхӑтра ҫулпала пӗр хуҫа вӗҫтерсе килет тет. Хӑй сакӑр кашталлӑ кӳмепе тет. Кӳмине виҫ пар маттур хура ут кӳлнӗ тет. Хуҫан кӳми ҫинче пӗр пӗчӗк арчапа ылтӑн пулнӑ иккен.

Пӳрнеске йӑпӑр-япӑр кашкӑр хӑлхи ӑшне кӗрсе выртать.

Хай хуҫа кашкӑр тӗлне ҫитет те ямшӑкне лашисене чарма хушать.

— Ак телей! Мана валли ҫул ҫинчех тӑлӑп ҫухилӗх тухса выртнӑ. Илсе хурас ӑна кӳме ҫине, — тет вӑл ямшӑкне.

Вилнӗ кашкӑра кӳме ҫине илсе хураҫҫӗ те малалла вӗҫтереҫҫӗ. Кӑшт кайсанах Пӳрнеске кашкӑр хӑлхи ӑшӗнчен ши-ши! шӑхӑрса ярать.

— Кам шӑхӑрать унта? — тесе каялла ҫаврӑнса пӑхать хуҫа.

Анчах Пӳрнеске шӑхӑрма чарӑнать. Кӑшт кайсан каллех шӑхӑрса ярать.

— Кам шӑхӑрать унта? — ыйтать хуҫа тарӑхса.

Пӳрнеске каллех шӑхӑрма чарӑнать. Тепӗртак кайсан Пӳрнеске мӗнпур вӑйпа шӑхӑрса ярать. Хуҫа тарӑхнипе шалт ӑнран каять.

— Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пӑхар, пирӗн хыҫран арҫури шӑхӑрса килмест-и, — тет вӑл ямшӑкне. Хуҫапа ямшӑкӗ иккĕшӗ те кӳми ҫинчен анаҫҫӗ те ҫул тӑрӑх каялла утаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра Пӳрнеске кашкӑр хӑлхи ӑшӗн тухать те тилхепене ярса тытса вӗҫтере парать ҫул тӑрӑх малалла. Хуҫапала ямшӑкӗ пӑхса кӑна юлаҫҫӗ.

Пӳрнеске виҫĕ пар лашапа, пӗр арча ылтӑнпа амӑшӗ патне пырса кӗрет тет.

Качандамс ёфксть PDF-версияса люпштак "Качандамс"


Качандамс
Ёфкссь тусь мяльс?

Явффтк ялгатнень мархта: