чуваш йомак

Чухӑн Кӗркури лашасӑр тӑрса юлни

караоке
йÿк

Initializing audio Loading audio…

Пӗр Пӗр ялта ялта Кӗркури Кӗркури ятлӑ ятлӑ чухӑн чухӑн хресчен хресчен пурӑннӑ. пурӑннӑ. Ун Ун лаши лаши пулман. пулман. Хӑй Хӑй вӑл вӑл питӗ питӗ Турра Турра ӗненекенскер ӗненекенскер пулнӑ пулнӑ та та Турӑ Турӑ ӑна ӑна мӗнле мӗнле те те пулин пулин айӑпа айӑпа кӗнĕшӗн кӗнĕшӗн лашасӑр лашасӑр хӑварчӗ хӑварчӗ пулӗ пулӗ тесе тесе шухӑшланӑ. шухӑшланӑ.

Пӗрре Пӗрре вӑл вӑл хӑйӗн хӑйӗн кӳршинчен кӳршинчен вунӑ вунӑ кӗрепенкке кӗрепенкке сӗлӗ сӗлӗ кивҫен кивҫен илет илет те те Микул Микул турра турра ҫырлахтарма ҫырлахтарма Ишеке Ишеке чиркӗве чиркӗве кайма кайма тухать. тухать. Ҫынни Ҫынни пит пит инҫетрискер инҫетрискер пулнӑ пулнӑ та та ҫулне ҫулне те те лайӑхах лайӑхах пӗлмен. пӗлмен. Унӑн Унӑн ҫул ҫул ҫинче ҫинче виҫĕ-тӑват виҫĕ-тӑват ялта ялта та та ҫӗр ҫӗр выртма выртма тивнӗ. тивнӗ.

Акӑ, Акӑ, пырать пырать хайхискер хайхискер ҫулпала. ҫулпала. Пырать-пырать Пырать-пырать те, те, пӗр пӗр яла яла ҫитсен ҫитсен каҫ каҫ пулать. пулать. Ку Ку пӗр пӗр ҫын ҫын патне патне хваттере хваттере кӗрет. кӗрет.

Ҫак Ҫак сӗлле сӗлле ӑҫта ӑҫта хурас-ши? хурас-ши? тесе тесе ыйтать ыйтать хваттер хваттер хуҫисенчен. хуҫисенчен.

Ҫавӑнта, Ҫавӑнта, сарайне сарайне кайса кайса хур, хур, теҫҫӗ теҫҫӗ хуҫисем. хуҫисем.

Хайхи Хайхи сӗллине сӗллине илчӗ илчӗ те те сарайне сарайне кайса кайса хучӗ. хучӗ. Унта Унта чӑхсем чӑхсем пулнӑ-мӗн. пулнӑ-мӗн. Сӗлле Сӗлле ирччен ирччен пӗтӗмпех пӗтӗмпех ҫисе ҫисе яраҫҫӗ. яраҫҫӗ. Кӗркури Кӗркури ирхине ирхине тӑрать тӑрать те: те:

Хай Хай сӗлле сӗлле илсе илсе парӑр-ха, парӑр-ха, тет. тет.

Чӑхсем Чӑхсем ҫисе ҫисе янӑ, янӑ, теҫҫӗ теҫҫӗ хуҫисем. хуҫисем.

Сӗллӳне Сӗллӳне паратни, паратни, чӑххуна чӑххуна паратни? паратни? теме теме пуҫларӗ пуҫларӗ Кӗркури. Кӗркури.

Чӑххинех Чӑххинех парас парас пуль, пуль, тет тет хуҫи. хуҫи.

Кӗркури Кӗркури чӑхха чӑхха йӑтать йӑтать те те малалла малалла уттарать. уттарать.

Кайсан-кайсан Кайсан-кайсан Кӗркури Кӗркури каллех каллех хваттере хваттере кӗрет. кӗрет.

Ҫак Ҫак чӑхха чӑхха ӑҫта ӑҫта хурас-ши? хурас-ши? тесе тесе ыйтать ыйтать хваттер хваттер хуҫисенчен. хуҫисенчен.

Ав Ав ҫавӑнта, ҫавӑнта, кӑркка кӑркка картине, картине, кайса кайса яр, яр, теҫҫӗ теҫҫӗ хуҫисем. хуҫисем.

Кӗркури Кӗркури чӑхха чӑхха картана картана кайса кайса ярать ярать те, те, кӑрккисем кӑрккисем ӑна ӑна ирччен ирччен сӑхса сӑхса вӗлереҫҫӗ. вӗлереҫҫӗ.

Чӑхха Чӑхха илсе илсе килсе килсе парӑр-ха, парӑр-ха, тет тет ирхине ирхине Кӗркури. Кӗркури.

Ӑна Ӑна кӑрккасем кӑрккасем сӑхса сӑхса вӗлернӗ, вӗлернӗ, теҫҫӗ теҫҫӗ хуҫисем. хуҫисем.

Кӑрккине Кӑрккине паратни, паратни, чӑххине чӑххине паратни? паратни? тет тет Кӗркури. Кӗркури.

Кӑрккинех Кӑрккинех парас парас пуль, пуль, тет тет хуҫи. хуҫи.

Кӗркури Кӗркури кӑрккана кӑрккана йӑтать йӑтать те те малалла малалла утать. утать. Кайсан-кайсан Кайсан-кайсан каллех каллех каҫ каҫ пулать. пулать. Кӗркури Кӗркури пӗр пӗр яла яла ҫитет ҫитет те те каллех каллех хваттере хваттере кӗрет. кӗрет.

Ҫак Ҫак кӑрккана кӑрккана ӑҫта ӑҫта ярас-ши ярас-ши ман? ман? тесе тесе ыйтать ыйтать хваттер хваттер хуҫинчен. хуҫинчен.

Ав, Ав, ҫавӑнта, ҫавӑнта, качакасен качакасен картине, картине, кайса кайса яр, яр, тет тет хуҫи. хуҫи.

Кӗркури Кӗркури кӑрккине кӑрккине качакасемпе качакасемпе пӗрле пӗрле кайса кайса хупать хупать те, те, качакисем качакисем ӑна ӑна ирччен ирччен тӗксе тӗксе вӗлереҫҫӗ. вӗлереҫҫӗ.

Хай Хай кӑрккана кӑрккана илсе илсе килсе килсе парӑр-ха, парӑр-ха, тет тет ирхине ирхине Кӗркури. Кӗркури.

Ӑна Ӑна качакасем качакасем тӗксе тӗксе вӗлернӗ, вӗлернӗ, тет тет хуҫи. хуҫи.

Апла Апла пулсан пулсан пар пар пӗр пӗр качакине, качакине, тет тет Кӗркури. Кӗркури.

Кӗркури Кӗркури качакана качакана ҫавӑтрӗ ҫавӑтрӗ те те малалла малалла утрӗ. утрӗ. Кайсан-кайсан Кайсан-кайсан каҫ каҫ пулчӗ пулчӗ те, те, Кӗркури Кӗркури каллех каллех хваттере хваттере кӗчӗ. кӗчӗ.

Ман Ман ҫак ҫак качакана качакана ӑҫта ӑҫта ярас-ши? ярас-ши? тесе тесе ыйтать ыйтать хуҫинчен. хуҫинчен.

Ав Ав ҫавӑнта, ҫавӑнта, пӑрусемпе пӑрусемпе пӗрле пӗрле кайса кайса хуп, хуп, теҫҫӗ теҫҫӗ лешĕсем. лешĕсем.

Кӗркури Кӗркури качакине качакине пӑрусемпе пӑрусемпе пӗрле пӗрле кайса кайса хупать. хупать. Ирхине Ирхине тӑрать тӑрать те те хуҫисенчен: хуҫисенчен:

Мана Мана качакана качакана илсе илсе тухса тухса парӑр-ха, парӑр-ха, тесе тесе ыйтать. ыйтать.

Ӑна Ӑна пӑрусем пӑрусем тӗксе тӗксе вӗлернӗ, вӗлернӗ, теҫҫӗ теҫҫӗ лешĕсем. лешĕсем.

Апла Апла пулсан пулсан парӑр парӑр пӗр пӗр пӑрӑвне, пӑрӑвне, тет тет Кӗркури. Кӗркури.

Ӑна Ӑна пӗр пӗр пӑру пӑру ҫавӑтса ҫавӑтса тухса тухса пачӗҫ пачӗҫ те, те, ку ку татах татах малалла малалла утрӗ. утрӗ.

Кайсан-кайсан Кайсан-кайсан каллех каллех каҫ каҫ пулса пулса кайрӗ кайрӗ те, те, Кӗркури Кӗркури пӗр пӗр яла яла ҫитсе ҫитсе хваттере хваттере кӗчӗ. кӗчӗ.

Ман Ман ҫак ҫак пӑрӑва пӑрӑва ӑҫта ӑҫта ярас-ши? ярас-ши? тесе тесе ыйтать ыйтать хваттер хваттер хуҫисенчен. хуҫисенчен.

Ав Ав ҫавӑнта, ҫавӑнта, ула ула кӗсрепе кӗсрепе пӗрле пӗрле кайса кайса хуп, хуп, теҫҫӗ теҫҫӗ лешĕсем. лешĕсем.

Кӗркури Кӗркури пӑрушне пӑрушне кӗсрепе кӗсрепе пӗрле пӗрле кайса кайса хупрӗ. хупрӗ. Ирхине Ирхине тӑчӗ тӑчӗ те те хуҫисенчен: хуҫисенчен:

Мана Мана пӑрӑва пӑрӑва илсе илсе тухса тухса парӑр-ха, парӑр-ха, тет. тет.

Ӑна Ӑна ула ула кӗсре кӗсре тапса тапса вӗлернӗ, вӗлернӗ, теҫҫӗ теҫҫӗ хуҫисем. хуҫисем.

Апла Апла пулсан пулсан ула ула кӗсрĕр кӗсрĕр манӑн! манӑн! тет тет Кӗркури. Кӗркури.

Хуҫисем Хуҫисем кӑна кӑна парасшӑнах парасшӑнах мар, мар, анчах анчах Кӗркури Кӗркури вӗсене вӗсене йӑлӑхтарсах йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. ҫитерчӗ. Унтан Унтан вара вара лешĕсем лешĕсем аптранипе аптранипе кӗсрене кӗсрене пӗтӗм пӗтӗм хатӗрӗпех хатӗрӗпех кӳлсе кӳлсе парса парса ячӗҫ. ячӗҫ. Юрра Юрра янӑраттарса янӑраттарса кӑна кӑна пырать пырать Кӗркури. Кӗркури.

Сӗлӗрен Сӗлӗрен чӑхӑ, чӑхӑ,

Чӑхӑран Чӑхӑран кӑркка, кӑркка,

Кӑрккаран Кӑрккаран качака, качака,

Качакаран Качакаран пӑру, пӑру,

Пӑруран Пӑруран кӗсре! кӗсре!

тесе тесе юрлать. юрлать.

Сикрӗ Сикрӗ тухрӗ тухрӗ кун кун умне умне пӗр пӗр Тилӗ. Тилӗ.

Ах, Ах, мучи, мучи, санӑн санӑн юрру юрру лайӑх-ҫке. лайӑх-ҫке. Татах Татах юрласа юрласа кӑтарт-ха, кӑтарт-ха, тет. тет.

Кӗркури Кӗркури тиллине тиллине хӑйпе хӑйпе юнашар юнашар лартрӗ лартрӗ те те татах татах юрлать: юрлать:

Сӗлӗрен Сӗлӗрен чӑхӑ, чӑхӑ,

Чӑхӑран Чӑхӑран кӑркка, кӑркка,

Кӑрккаран Кӑрккаран качака, качака,

Качакаран Качакаран пӑру, пӑру,

Пӑруран Пӑруран кӗсре. кӗсре.

Юрланӑ Юрланӑ май май хӑй хӑй кӗсрине кӗсрине пушшипе пушшипе шарт шарт ҫапать. ҫапать.

Сикрӗ Сикрӗ тухрӗ тухрӗ вӑрмантан вӑрмантан пӗр пӗр Кашкӑр. Кашкӑр.

Ах, Ах, мучи, мучи, санӑн санӑн юрру юрру лайӑх-ҫке. лайӑх-ҫке. Татах Татах юрласа юрласа кӑтарт-ха, кӑтарт-ха, тет. тет.

Кӗркури Кӗркури Кашкӑра Кашкӑра та та хӑйпе хӑйпе пӗрле пӗрле лартать лартать те те юрласа юрласа пырать: пырать:

Сӗлӗрен Сӗлӗрен чӑхӑ, чӑхӑ,

Чӑхӑран Чӑхӑран кӑркка, кӑркка,

Кӑрккаран Кӑрккаран качака, качака,

Качакаран Качакаран пӑру, пӑру,

Пӑруран Пӑруран кӗсре. кӗсре.

Юрланӑ Юрланӑ май май хӑй хӑй ула ула кӗсрине кӗсрине татах татах шарт шарт ҫапать. ҫапать.

Сикрӗ Сикрӗ тухрӗ тухрӗ вӑрмантан вӑрмантан пӗр пӗр ҫӑмламас ҫӑмламас Упа. Упа. Сикрӗ Сикрӗ тухрӗ тухрӗ те те урапа урапа ҫине ҫине хӑпарса хӑпарса ларчӗ. ларчӗ. Упа Упа хӑпарса хӑпарса ларсанах ларсанах урапа урапа турти турти хуҫӑлчӗ хуҫӑлчӗ кайрӗ. кайрӗ. Кӗркури Кӗркури калать: калать:

Ну Ну эсир эсир ман ман урапан урапан туртине туртине хуҫрӑр, хуҫрӑр, вӑрмана вӑрмана кайса кайса касса касса тухӑр, тухӑр, тет. тет.

Упа, Упа, Кашкӑр, Кашкӑр, Тилӗ Тилӗ вӑрмана вӑрмана кӗрсе кӗрсе кайрӗҫ кайрӗҫ те те пуш пуш аври аври пек пек йывӑҫ йывӑҫ касса касса тухрӗҫ. тухрӗҫ. Кӗркури Кӗркури калать: калать:

Кунашкалли Кунашкалли мар, мар, пысӑкки пысӑкки кирлӗ, кирлӗ, тет. тет.

Эпир Эпир тупаймарӑмӑр, тупаймарӑмӑр, теҫҫӗ теҫҫӗ лешĕсем. лешĕсем.

Турталӑх Турталӑх йывӑҫ йывӑҫ шырама шырама Кӗркури Кӗркури хӑй хӑй кĕрсе кĕрсе кайрӗ. кайрӗ. Кӗркури Кӗркури кайсанах кайсанах лешсем лешсем кӗсрене кӗсрене туртса туртса антараҫҫӗ антараҫҫӗ те те çисе çисе тĕшĕрсе тĕшĕрсе яраҫҫӗ. яраҫҫӗ. Тирне Тирне хӑвараҫҫӗ хӑвараҫҫӗ те те улӑм улӑм тултарса тултарса каллех каллех кӳлсе кӳлсе тӑратаҫҫӗ. тӑратаҫҫӗ. Кӗркури Кӗркури турта турта касса касса тухса тухса хурать хурать те, те, урапи урапи ҫине ҫине хӑпарса хӑпарса ларса ларса татах татах малтанхи малтанхи юррах юррах юрлать: юрлать:

Сӗлӗрен Сӗлӗрен чӑхӑ, чӑхӑ,

Чӑхӑран Чӑхӑран кӑркка, кӑркка,

Кӑрккаран Кӑрккаран качака, качака,

Качакаран Качакаран пӑру, пӑру,

Пӑруран Пӑруран кӗсре. кӗсре.

Юрланӑ Юрланӑ май май хӑй хӑй ула ула кӗсрине кӗсрине шарт! шарт! тутарса тутарса тивертет. тивертет. Анчах Анчах кӗсри кӗсри вырӑнтан вырӑнтан та та тапранмасть. тапранмасть. Шарт! Шарт! тутарать тутарать Кӗркури Кӗркури кӗсрине кӗсрине тепӗр тепӗр хут. хут. Кӗсри Кӗсри тӳнк! тӳнк! кайса кайса ӳкет. ӳкет. Чӗр Чӗр чунӗсем чунӗсем вӑрманалла вӑрманалла тарнӑ. тарнӑ.

Мӗн Мӗн тӑвас? тӑвас? Нимӗн Нимӗн тума тума та та ҫук. ҫук. Кӗркури Кӗркури урапи урапи ҫинчен ҫинчен анчӗ анчӗ те те малалла малалла урапине урапине хӑех хӑех туртса туртса Ишекелле Ишекелле утрӗ. утрӗ. «Урапи «Урапи пулсан, пулсан, лашине лашине те те Турӑ Турӑ парӗ», парӗ», тесе тесе лӑплантарчӗ лӑплантарчӗ хӑйне. хӑйне.

Пӗр ялта Кӗркури ятлӑ чухӑн хресчен пурӑннӑ. Ун лаши пулман. Хӑй вӑл питӗ Турра ӗненекенскер пулнӑ та Турӑ ӑна мӗнле те пулин айӑпа кӗнĕшӗн лашасӑр хӑварчӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.

Пӗрре вӑл хӑйӗн кӳршинчен вунӑ кӗрепенкке сӗлӗ кивҫен илет те Микул турра ҫырлахтарма Ишеке чиркӗве кайма тухать. Ҫынни пит инҫетрискер пулнӑ та ҫулне те лайӑхах пӗлмен. Унӑн ҫул ҫинче виҫĕ-тӑват ялта та ҫӗр выртма тивнӗ.

Акӑ, пырать хайхискер ҫулпала. Пырать-пырать те, пӗр яла ҫитсен каҫ пулать. Ку пӗр ҫын патне хваттере кӗрет.

— Ҫак сӗлле ӑҫта хурас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ҫавӑнта, сарайне кайса хур, — теҫҫӗ хуҫисем.

Хайхи сӗллине илчӗ те сарайне кайса хучӗ. Унта чӑхсем пулнӑ-мӗн. Сӗлле ирччен пӗтӗмпех ҫисе яраҫҫӗ. Кӗркури ирхине тӑрать те:

— Хай сӗлле илсе парӑр-ха, — тет.

— Чӑхсем ҫисе янӑ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Сӗллӳне паратни, чӑххуна паратни? — теме пуҫларӗ Кӗркури.

— Чӑххинех парас пуль, — тет хуҫи.

Кӗркури чӑхха йӑтать те малалла уттарать.

Кайсан-кайсан Кӗркури каллех хваттере кӗрет.

— Ҫак чӑхха ӑҫта хурас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ав ҫавӑнта, кӑркка картине, кайса яр, — теҫҫӗ хуҫисем.

Кӗркури чӑхха картана кайса ярать те, кӑрккисем ӑна ирччен сӑхса вӗлереҫҫӗ.

— Чӑхха илсе килсе парӑр-ха, — тет ирхине Кӗркури.

— Ӑна кӑрккасем сӑхса вӗлернӗ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Кӑрккине паратни, чӑххине паратни? — тет Кӗркури.

— Кӑрккинех парас пуль, — тет хуҫи.

Кӗркури кӑрккана йӑтать те малалла утать. Кайсан-кайсан каллех каҫ пулать. Кӗркури пӗр яла ҫитет те каллех хваттере кӗрет.

— Ҫак кӑрккана ӑҫта ярас-ши ман? — тесе ыйтать хваттер хуҫинчен.

— Ав, ҫавӑнта, качакасен картине, кайса яр, — тет хуҫи.

Кӗркури кӑрккине качакасемпе пӗрле кайса хупать те, качакисем ӑна ирччен тӗксе вӗлереҫҫӗ.

— Хай кӑрккана илсе килсе парӑр-ха, — тет ирхине Кӗркури.

— Ӑна качакасем тӗксе вӗлернӗ, — тет хуҫи.

— Апла пулсан пар пӗр качакине, — тет Кӗркури.

Кӗркури качакана ҫавӑтрӗ те малалла утрӗ. Кайсан-кайсан каҫ пулчӗ те, Кӗркури каллех хваттере кӗчӗ.

— Ман ҫак качакана ӑҫта ярас-ши? — тесе ыйтать хуҫинчен.

— Ав ҫавӑнта, пӑрусемпе пӗрле кайса хуп, — теҫҫӗ лешĕсем.

Кӗркури качакине пӑрусемпе пӗрле кайса хупать. Ирхине тӑрать те хуҫисенчен:

— Мана качакана илсе тухса парӑр-ха, — тесе ыйтать.

— Ӑна пӑрусем тӗксе вӗлернӗ, — теҫҫӗ лешĕсем.

— Апла пулсан парӑр пӗр пӑрӑвне, — тет Кӗркури.

Ӑна пӗр пӑру ҫавӑтса тухса пачӗҫ те, ку татах малалла утрӗ.

Кайсан-кайсан каллех каҫ пулса кайрӗ те, Кӗркури пӗр яла ҫитсе хваттере кӗчӗ.

— Ман ҫак пӑрӑва ӑҫта ярас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ав ҫавӑнта, ула кӗсрепе пӗрле кайса хуп, — теҫҫӗ лешĕсем.

Кӗркури пӑрушне кӗсрепе пӗрле кайса хупрӗ. Ирхине тӑчӗ те хуҫисенчен:

— Мана пӑрӑва илсе тухса парӑр-ха, — тет.

— Ӑна ула кӗсре тапса вӗлернӗ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Апла пулсан ула кӗсрĕр манӑн! — тет Кӗркури.

Хуҫисем кӑна парасшӑнах мар, анчах Кӗркури вӗсене йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Унтан вара лешĕсем аптранипе кӗсрене пӗтӗм хатӗрӗпех кӳлсе парса ячӗҫ. Юрра янӑраттарса кӑна пырать Кӗркури.

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре! —

тесе юрлать.

Сикрӗ тухрӗ кун умне пӗр Тилӗ.

— Ах, мучи, санӑн юрру лайӑх-ҫке. Татах юрласа кӑтарт-ха, — тет.

Кӗркури тиллине хӑйпе юнашар лартрӗ те татах юрлать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй кӗсрине пушшипе шарт ҫапать.

Сикрӗ тухрӗ вӑрмантан пӗр Кашкӑр.

— Ах, мучи, санӑн юрру лайӑх-ҫке. Татах юрласа кӑтарт-ха, — тет.

Кӗркури Кашкӑра та хӑйпе пӗрле лартать те юрласа пырать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй ула кӗсрине татах шарт ҫапать.

Сикрӗ тухрӗ вӑрмантан пӗр ҫӑмламас Упа. Сикрӗ тухрӗ те урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Упа хӑпарса ларсанах урапа турти хуҫӑлчӗ кайрӗ. Кӗркури калать:

— Ну эсир ман урапан туртине хуҫрӑр, вӑрмана кайса касса тухӑр, — тет.

Упа, Кашкӑр, Тилӗ вӑрмана кӗрсе кайрӗҫ те пуш аври пек йывӑҫ касса тухрӗҫ. Кӗркури калать:

— Кунашкалли мар, пысӑкки кирлӗ, — тет.

— Эпир тупаймарӑмӑр, — теҫҫӗ лешĕсем.

Турталӑх йывӑҫ шырама Кӗркури хӑй кĕрсе кайрӗ. Кӗркури кайсанах лешсем кӗсрене туртса антараҫҫӗ те çисе тĕшĕрсе яраҫҫӗ. Тирне хӑвараҫҫӗ те улӑм тултарса каллех кӳлсе тӑратаҫҫӗ. Кӗркури турта касса тухса хурать те, урапи ҫине хӑпарса ларса татах малтанхи юррах юрлать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй ула кӗсрине шарт! тутарса тивертет. Анчах кӗсри вырӑнтан та тапранмасть. Шарт! тутарать Кӗркури кӗсрине тепӗр хут. Кӗсри тӳнк! кайса ӳкет. Чӗр чунӗсем вӑрманалла тарнӑ.

Мӗн тӑвас? Нимӗн тума та ҫук. Кӗркури урапи ҫинчен анчӗ те малалла урапине хӑех туртса Ишекелле утрӗ. «Урапи пулсан, лашине те Турӑ парӗ», — тесе лӑплантарчӗ хӑйне.

Йомакын PDF форматше кÿлеш гын, «Арален кодаш» паҥгам темдалза


Арален кодаш
Йомак келшен мо?

Йолташ-влаклан каласкале: