чăваш юмахĕ

Ырхан Кашкӑр

караоке
сасă

Initializing audio Loading audio…

Пӗр Пӗр ырхан ырхан Кашкӑр Кашкӑр выҫӑхса выҫӑхса вилме вилме тапратнӑ тапратнӑ тет тет те те уласа уласа анчах анчах ларать ларать тет. тет. Куна Куна Упа Упа курать курать те те ҫапла ҫапла калать: калать:

Ав Ав ҫав ҫав ҫырмара ҫырмара вун вун ҫич ҫич ҫулхи ҫулхи така така пур, пур, ҫавна ҫавна кайса кайса ҫи, ҫи, тет. тет.

Кашкӑр Кашкӑр хӗпӗртесе хӗпӗртесе ӳксе ӳксе ҫырмана ҫырмана чупса чупса анать анать те те чӑнахах чӑнахах та та хай хай Такана Такана тӗл тӗл пулать. пулать.

Ну, Ну, сана сана ҫисе ҫисе яратӑп, яратӑп, тет. тет.

Ҫиессе Ҫиессе ҫийӗн ҫийӗн те‑ха, те-ха, анчах анчах эпӗ эпӗ сан сан ӑшна ӑшна кутӑн кутӑн кӗресшӗн кӗресшӗн мар, мар, пуҫӑн пуҫӑн кӗресшӗн, кӗресшӗн, тет тет кӑна кӑна хирӗҫ хирӗҫ Таки. Таки.

Юрӗ, Юрӗ, тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Вара Вара Таки Таки ту ту ҫине ҫине хӑпарса хӑпарса кайса кайса мӗнпур мӗнпур вӑйпа вӑйпа чупса чупса анать анать те те Кашкӑра Кашкӑра пӗрех пӗрех мӑйракипе мӑйракипе панлаттарать. панлаттарать. Кашкӑрӑн Кашкӑрӑн хырӑмӗ хырӑмӗ кӗҫех кӗҫех ҫурӑлса ҫурӑлса каймасть. каймасть. Таки Таки хӳрине хӳрине вӗлт! вӗлт! вылятса вылятса малалла малалла вӗҫтерет. вӗҫтерет.

Кашкӑрӗ Кашкӑрӗ ятла‑ятла ятла-ятла Упа Упа патне патне пырать. пырать.

Ну, Ну, мӗнле, мӗнле, ҫирӗн‑и? ҫирӗн-и? тесе тесе ыйтать ыйтать Упи. Упи.

Ӑҫта Ӑҫта ҫиме, ҫиме, чутах чутах хырӑма хырӑма ҫурса ҫурса пӑрахмарĕ, пӑрахмарĕ, тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Ӑна Ӑна ҫиеймерӗн ҫиеймерӗн пулсан пулсан ав ав ҫав ҫав ҫырмара ҫырмара ула ула Кӗсре Кӗсре пур, пур, эппин, эппин, ҫавна ҫавна кайса кайса ҫи, ҫи, тет тет Упи. Упи.

Кашкӑр Кашкӑр хӗпӗртесе хӗпӗртесе ӳксе ӳксе ҫырмана ҫырмана чупса чупса анать анать те те хай хай ула ула Кӗсрене Кӗсрене тӗл тӗл пулать. пулать.

Ну, Ну, сана сана ҫисе ҫисе яратӑп, яратӑп, тет тет вӑл. вӑл. Куҫӗсем Куҫӗсем хӑйӗн хӑйӗн йӑлт‑ялт йӑлт-ялт ҫиҫеҫҫӗ. ҫиҫеҫҫӗ.

Ҫиесси Ҫиесси ҫийӗн ҫийӗн те‑ха, те-ха, анчах анчах эп эп сан сан ӑшна ӑшна пуҫӑн пуҫӑн мар, мар, кутӑн кутӑн кӗресшӗн, кӗресшӗн, тет тет Кӗсри. Кӗсри. Унтан Унтан кутӑн кутӑн ҫаврӑнса ҫаврӑнса тӑрать тӑрать те те Кашкӑра Кашкӑра пӗрех пӗрех шартлаттарса шартлаттарса тапса тапса ярать. ярать. Кашаман Кашаман аран‑аран аран-аран тарса тарса хӑтӑлать. хӑтӑлать.

Кӑна Кӑна каллех каллех Упа Упа тӗл тӗл пулчӗ пулчӗ те те ыйтать: ыйтать:

Ну, Ну, епле, епле, ҫирӗн‑и ҫирӗн-и Кӗсрене? Кӗсрене? тет. тет.

Ӑҫта Ӑҫта ҫиме, ҫиме, кайри кайри урипе урипе тапса тапса кӗҫех кӗҫех аяк аяк пӗрчине пӗрчине хуҫса хуҫса пӑрахатчӗ, пӑрахатчӗ, тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Ӑна Ӑна ҫиеймерӗн ҫиеймерӗн пулсан пулсан ав ав ҫавӑнти ҫавӑнти арпалӑхра арпалӑхра пӗр пӗр Сысна Сысна пур, пур, ҫавна ҫавна кайса кайса ҫи ҫи эппин, эппин, тет тет Упа. Упа.

Кашкӑр Кашкӑр арпалӑха арпалӑха ҫитет ҫитет те те Сыснана Сыснана тӗл тӗл пулать. пулать.

Ну, Ну, халь халь сана сана ҫисе ҫисе яратӑпах, яратӑпах, тет тет шӑлӗсене шӑлӗсене качӑртаттарса. качӑртаттарса.

Ҫиесси Ҫиесси ҫийӗн ҫийӗн те‑ха, те-ха, анчах анчах малтан малтан пӗр пӗр ҫавра ҫавра юрӑ юрӑ юрласа юрласа кӑтартам, кӑтартам, тет тет Сысни. Сысни. Унтан Унтан нӑри‑и‑ик! нӑри-и-ик! нӑри‑и‑ик! нӑри-и-ик! тесе тесе ҫухӑрма ҫухӑрма пуҫлать. пуҫлать. Сысна Сысна ҫухӑрнине ҫухӑрнине илтсе илтсе ҫынсем ҫынсем чупса чупса ҫитрӗҫ ҫитрӗҫ те те тытӑнчӗҫ тытӑнчӗҫ Кашкӑра Кашкӑра кӳпкемешкӗн. кӳпкемешкӗн. Ну Ну кӳпкеҫҫӗ, кӳпкеҫҫӗ, ну ну кӳпкеҫҫӗ! кӳпкеҫҫӗ! Кашкӑрӗ Кашкӑрӗ аран‑аран аран-аран хӑтӑлса хӑтӑлса тарчӗ. тарчӗ.

Ҫитрӗ Ҫитрӗ Упа Упа патне. патне.

Каллех Каллех тытса тытса ҫиеймерӗн‑и? ҫиеймерӗн-и? тесе тесе ыйтать ыйтать Упи. Упи.

Ӑҫта Ӑҫта ҫиме, ҫиме, хама хама кӗҫех кӗҫех ҫапса ҫапса пӑрахатчĕç, пӑрахатчĕç, тет тет Кашкӑрӗ. Кашкӑрӗ.

Апла Апла пулсан пулсан ав ав ҫавӑнта ҫавӑнта хуҫа хуҫа Йытти Йытти пур, пур, кайса кайса тытса тытса ҫи, ҫи, тет тет Упи. Упи.

Ҫитрӗ Ҫитрӗ Кашкӑр Кашкӑр хуҫа хуҫа Йытти Йытти патне. патне.

Ну, Ну, халӗ халӗ ӗнтӗ ӗнтӗ сана сана тытса тытса ҫиетӗпех, ҫиетӗпех, тет. тет.

Мана Мана ҫинипе ҫинипе нимӗн нимӗн усси усси те те пулас пулас ҫук, ҫук, эсӗ эсӗ луччӗ луччӗ хуҫа хуҫа тӗп тӗп сакайӗнчи сакайӗнчи апат‑çимӗҫсене апат-çимӗҫсене кӗрсе кӗрсе ҫи. ҫи. Унта Унта пыл пыл та, та, аш аш та та пур, пур, тет тет Йытти. Йытти.

Кашкӑр Кашкӑр йӑпӑр‑япӑр йӑпӑр-япӑр тӗп тӗп сакайне сакайне анса анса кайрӗ. кайрӗ. Йытти Йытти сакай сакай алӑкне алӑкне шӑнкӑрт шӑнкӑрт хупса хупса хучӗ хучӗ те те вӗрме вӗрме тытӑнчӗ. тытӑнчӗ. Йытӑ Йытӑ вӗрнине вӗрнине илтсе илтсе ҫынсем ҫынсем чупса чупса ҫитрӗҫ, ҫитрӗҫ, тӗп тӗп сакайӗнчи сакайӗнчи Кашкӑра Кашкӑра ҫавӑнтах ҫавӑнтах ҫапса ҫапса пӑрахрӗҫ. пӑрахрӗҫ.

Пӗр ырхан Кашкӑр выҫӑхса вилме тапратнӑ тет те уласа анчах ларать тет. Куна Упа курать те ҫапла калать:

— Ав ҫав ҫырмара вун ҫич ҫулхи така пур, ҫавна кайса ҫи, — тет.

Кашкӑр хӗпӗртесе ӳксе ҫырмана чупса анать те чӑнахах та хай Такана тӗл пулать.

— Ну, сана ҫисе яратӑп, — тет.

— Ҫиессе ҫийӗн те-ха, анчах эпӗ сан ӑшна кутӑн кӗресшӗн мар, пуҫӑн кӗресшӗн, — тет кӑна хирӗҫ Таки.

— Юрӗ, — тет Кашкӑрӗ.

Вара Таки ту ҫине хӑпарса кайса мӗнпур вӑйпа чупса анать те Кашкӑра пӗрех мӑйракипе панлаттарать. Кашкӑрӑн хырӑмӗ кӗҫех ҫурӑлса каймасть. Таки хӳрине вӗлт! вылятса малалла вӗҫтерет.

Кашкӑрӗ ятла-ятла Упа патне пырать.

— Ну, мӗнле, ҫирӗн-и? — тесе ыйтать Упи.

— Ӑҫта ҫиме, чутах хырӑма ҫурса пӑрахмарĕ, — тет Кашкӑрӗ.

— Ӑна ҫиеймерӗн пулсан ав ҫав ҫырмара ула Кӗсре пур, эппин, ҫавна кайса ҫи, — тет Упи.

Кашкӑр хӗпӗртесе ӳксе ҫырмана чупса анать те хай ула Кӗсрене тӗл пулать.

— Ну, сана ҫисе яратӑп, — тет вӑл. Куҫӗсем хӑйӗн йӑлт-ялт ҫиҫеҫҫӗ.

— Ҫиесси ҫийӗн те-ха, анчах эп сан ӑшна пуҫӑн мар, кутӑн кӗресшӗн, — тет Кӗсри. Унтан кутӑн ҫаврӑнса тӑрать те Кашкӑра пӗрех шартлаттарса тапса ярать. Кашаман аран-аран тарса хӑтӑлать.

Кӑна каллех Упа тӗл пулчӗ те ыйтать:

— Ну, епле, ҫирӗн-и Кӗсрене? — тет.

— Ӑҫта ҫиме, кайри урипе тапса кӗҫех аяк пӗрчине хуҫса пӑрахатчӗ, — тет Кашкӑрӗ.

— Ӑна ҫиеймерӗн пулсан ав ҫавӑнти арпалӑхра пӗр Сысна пур, ҫавна кайса ҫи эппин, — тет Упа.

Кашкӑр арпалӑха ҫитет те Сыснана тӗл пулать.

— Ну, халь сана ҫисе яратӑпах, — тет шӑлӗсене качӑртаттарса.

— Ҫиесси ҫийӗн те-ха, анчах малтан пӗр ҫавра юрӑ юрласа кӑтартам, — тет Сысни. Унтан нӑри-и-ик! нӑри-и-ик! тесе ҫухӑрма пуҫлать. Сысна ҫухӑрнине илтсе ҫынсем чупса ҫитрӗҫ те тытӑнчӗҫ Кашкӑра кӳпкемешкӗн. Ну кӳпкеҫҫӗ, ну кӳпкеҫҫӗ! Кашкӑрӗ аран-аран хӑтӑлса тарчӗ.

Ҫитрӗ Упа патне.

— Каллех тытса ҫиеймерӗн-и? — тесе ыйтать Упи.

— Ӑҫта ҫиме, хама кӗҫех ҫапса пӑрахатчĕç, — тет Кашкӑрӗ.

— Апла пулсан ав ҫавӑнта хуҫа Йытти пур, кайса тытса ҫи, — тет Упи.

Ҫитрӗ Кашкӑр хуҫа Йытти патне.

— Ну, халӗ ӗнтӗ сана тытса ҫиетӗпех, — тет.

— Мана ҫинипе нимӗн усси те пулас ҫук, эсӗ луччӗ хуҫа тӗп сакайӗнчи апат-çимӗҫсене кӗрсе ҫи. Унта пыл та, аш та пур, — тет Йытти.

Кашкӑр йӑпӑр-япӑр тӗп сакайне анса кайрӗ. Йытти сакай алӑкне шӑнкӑрт хупса хучӗ те вӗрме тытӑнчӗ. Йытӑ вӗрнине илтсе ҫынсем чупса ҫитрӗҫ, тӗп сакайӗнчи Кашкӑра ҫавӑнтах ҫапса пӑрахрӗҫ.

Юмахăн PDF-версине хавăр компьютера çиртарма "Скачать" пусмалла.


Скачать
Юмах килĕшре-и?

Юлташсене пĕлтер: