Чухӑн Кӗркури лашасӑр тӑрса юлни

Пӗр ялта Кӗркури ятлӑ чухӑн хресчен пурӑннӑ. Ун лаши пулман. Хӑй вӑл питӗ Турра ӗненекенскер пулнӑ та Турӑ ӑна мӗнле те пулин айӑпа кӗнĕшӗн лашасӑр хӑварчӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.

Пӗрре вӑл хӑйӗн кӳршинчен вунӑ кӗрепенкке сӗлӗ кивҫен илет те Микул турра ҫырлахтарма Ишеке чиркӗве кайма тухать. Ҫынни пит инҫетрискер пулнӑ та ҫулне те лайӑхах пӗлмен. Унӑн ҫул ҫинче виҫĕ-тӑват ялта та ҫӗр выртма тивнӗ.

Акӑ, пырать хайхискер ҫулпала. Пырать-пырать те, пӗр яла ҫитсен каҫ пулать. Ку пӗр ҫын патне хваттере кӗрет.

— Ҫак сӗлле ӑҫта хурас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ҫавӑнта, сарайне кайса хур, — теҫҫӗ хуҫисем.

Хайхи сӗллине илчӗ те сарайне кайса хучӗ. Унта чӑхсем пулнӑ-мӗн. Сӗлле ирччен пӗтӗмпех ҫисе яраҫҫӗ. Кӗркури ирхине тӑрать те:

— Хай сӗлле илсе парӑр-ха, — тет.

— Чӑхсем ҫисе янӑ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Сӗллӳне паратни, чӑххуна паратни? — теме пуҫларӗ Кӗркури.

— Чӑххинех парас пуль, — тет хуҫи.

Кӗркури чӑхха йӑтать те малалла уттарать.

Кайсан-кайсан Кӗркури каллех хваттере кӗрет.

— Ҫак чӑхха ӑҫта хурас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ав ҫавӑнта, кӑркка картине, кайса яр, — теҫҫӗ хуҫисем.

Кӗркури чӑхха картана кайса ярать те, кӑрккисем ӑна ирччен сӑхса вӗлереҫҫӗ.

— Чӑхха илсе килсе парӑр-ха, — тет ирхине Кӗркури.

— Ӑна кӑрккасем сӑхса вӗлернӗ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Кӑрккине паратни, чӑххине паратни? — тет Кӗркури.

— Кӑрккинех парас пуль, — тет хуҫи.

Кӗркури кӑрккана йӑтать те малалла утать. Кайсан-кайсан каллех каҫ пулать. Кӗркури пӗр яла ҫитет те каллех хваттере кӗрет.

— Ҫак кӑрккана ӑҫта ярас-ши ман? — тесе ыйтать хваттер хуҫинчен.

— Ав, ҫавӑнта, качакасен картине, кайса яр, — тет хуҫи.

Кӗркури кӑрккине качакасемпе пӗрле кайса хупать те, качакисем ӑна ирччен тӗксе вӗлереҫҫӗ.

— Хай кӑрккана илсе килсе парӑр-ха, — тет ирхине Кӗркури.

— Ӑна качакасем тӗксе вӗлернӗ, — тет хуҫи.

— Апла пулсан пар пӗр качакине, — тет Кӗркури.

Кӗркури качакана ҫавӑтрӗ те малалла утрӗ. Кайсан-кайсан каҫ пулчӗ те, Кӗркури каллех хваттере кӗчӗ.

— Ман ҫак качакана ӑҫта ярас-ши? — тесе ыйтать хуҫинчен.

— Ав ҫавӑнта, пӑрусемпе пӗрле кайса хуп, — теҫҫӗ лешĕсем.

Кӗркури качакине пӑрусемпе пӗрле кайса хупать. Ирхине тӑрать те хуҫисенчен:

— Мана качакана илсе тухса парӑр-ха, — тесе ыйтать.

— Ӑна пӑрусем тӗксе вӗлернӗ, — теҫҫӗ лешĕсем.

— Апла пулсан парӑр пӗр пӑрӑвне, — тет Кӗркури.

Ӑна пӗр пӑру ҫавӑтса тухса пачӗҫ те, ку татах малалла утрӗ.

Кайсан-кайсан каллех каҫ пулса кайрӗ те, Кӗркури пӗр яла ҫитсе хваттере кӗчӗ.

— Ман ҫак пӑрӑва ӑҫта ярас-ши? — тесе ыйтать хваттер хуҫисенчен.

— Ав ҫавӑнта, ула кӗсрепе пӗрле кайса хуп, — теҫҫӗ лешĕсем.

Кӗркури пӑрушне кӗсрепе пӗрле кайса хупрӗ. Ирхине тӑчӗ те хуҫисенчен:

— Мана пӑрӑва илсе тухса парӑр-ха, — тет.

— Ӑна ула кӗсре тапса вӗлернӗ, — теҫҫӗ хуҫисем.

— Апла пулсан ула кӗсрĕр манӑн! — тет Кӗркури.

Хуҫисем кӑна парасшӑнах мар, анчах Кӗркури вӗсене йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Унтан вара лешĕсем аптранипе кӗсрене пӗтӗм хатӗрӗпех кӳлсе парса ячӗҫ. Юрра янӑраттарса кӑна пырать Кӗркури.

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре! —

тесе юрлать.

Сикрӗ тухрӗ кун умне пӗр Тилӗ.

— Ах, мучи, санӑн юрру лайӑх-ҫке. Татах юрласа кӑтарт-ха, — тет.

Кӗркури тиллине хӑйпе юнашар лартрӗ те татах юрлать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй кӗсрине пушшипе шарт ҫапать.

Сикрӗ тухрӗ вӑрмантан пӗр Кашкӑр.

— Ах, мучи, санӑн юрру лайӑх-ҫке. Татах юрласа кӑтарт-ха, — тет.

Кӗркури Кашкӑра та хӑйпе пӗрле лартать те юрласа пырать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй ула кӗсрине татах шарт ҫапать.

Сикрӗ тухрӗ вӑрмантан пӗр ҫӑмламас Упа. Сикрӗ тухрӗ те урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Упа хӑпарса ларсанах урапа турти хуҫӑлчӗ кайрӗ. Кӗркури калать:

— Ну эсир ман урапан туртине хуҫрӑр, вӑрмана кайса касса тухӑр, — тет.

Упа, Кашкӑр, Тилӗ вӑрмана кӗрсе кайрӗҫ те пуш аври пек йывӑҫ касса тухрӗҫ. Кӗркури калать:

— Кунашкалли мар, пысӑкки кирлӗ, — тет.

— Эпир тупаймарӑмӑр, — теҫҫӗ лешĕсем.

Турталӑх йывӑҫ шырама Кӗркури хӑй кĕрсе кайрӗ. Кӗркури кайсанах лешсем кӗсрене туртса антараҫҫӗ те çисе тĕшĕрсе яраҫҫӗ. Тирне хӑвараҫҫӗ те улӑм тултарса каллех кӳлсе тӑратаҫҫӗ. Кӗркури турта касса тухса хурать те, урапи ҫине хӑпарса ларса татах малтанхи юррах юрлать:

Сӗлӗрен чӑхӑ,

Чӑхӑран кӑркка,

Кӑрккаран качака,

Качакаран пӑру,

Пӑруран кӗсре.

Юрланӑ май хӑй ула кӗсрине шарт! тутарса тивертет. Анчах кӗсри вырӑнтан та тапранмасть. Шарт! тутарать Кӗркури кӗсрине тепӗр хут. Кӗсри тӳнк! кайса ӳкет. Чӗр чунӗсем вӑрманалла тарнӑ.

Мӗн тӑвас? Нимӗн тума та ҫук. Кӗркури урапи ҫинчен анчӗ те малалла урапине хӑех туртса Ишекелле утрӗ. «Урапи пулсан, лашине те Турӑ парӗ», — тесе лӑплантарчӗ хӑйне.