Пӗчӗк вӗҫен Кайӑк

Ку ӗҫ тахҫан-тахҫанах, авалах пулнӑ...

Кӗр пуҫланнӑ-пуҫланманах сасартӑк чӑтма ҫук сивӗсем килсе ҫитнӗ тет. Пур кайӑк-кӗшӗк пӗрле пуҫтарӑнса канаш тӑвать те карталанса ӑшӑ еннелле вӗҫе пуҫлать. Ҫӗлен-калта ниҫта кайса кӗреймесӗр ӑҫта шӑтӑк пур, ҫавӑнта кӗре-кӗре пытанаҫҫӗ. Анчах пӗр пӗчӗк вӗҫен Кайӑк, ӑнсӑртран ҫунатне хуҫнӑскер, вӗҫсе каяйман та пӗчченех тӑрса юлнӑ. Нимӗн те тума пӗлмен. Пуҫне чикнӗ те ҫакӑнтах шӑнса вилмелле пулать пуль ӗнтӗ тесе шухӑшласа ларнӑ. Йӗри-тавра пӑхкаласа хӳтӗ вырӑн шыранӑ.

Пӑхать-пӑхать те инҫе те мар аслӑ вӑрмана курать. «Ҫав вӑрмана кайса пӑхам-ха, йывӑҫсем мана ӑшӑтмӗҫ-ши?» — тет пӗчӗк Кайӑк сывласа илсе. Хӑйӗн аманнӑ ҫунатне йӑкӑлт-йӑкӑлт тутарса вӑрман хӗррине ҫитет вӑл.

Вӑрман хӗрринче кӗмӗл Хурӑн ларать хумханса. Кайӑк ун умне йӑлӑнма пырать.

— И-и-и, лӑс Хурӑн, лӑс Хурӑн, хӑвӑн патна ҫуркуннеччен пурӑнма яр-ха, — тет.

— Чипер калаҫ! Мӗн хӑтланасшӑн эсӗ? Ман хамӑн ҫулҫӑсене пӑхса усрамалла, саншӑн чӑрманаса пулмастех, — тет Хурӑн шурса кайса.

Сиккелесе пырать Кайӑк хуҫӑлнӑ ҫунатне сӗтӗрсе. Пӑхать — пысӑк Юман ларнине курать.

Кайӑк Юмана йӑлӑнать:

— Эй, паттӑр Юман, хӑвӑн ӑшӑ тураттусем хушшине ҫуркуннеччен кӳртсем, — тет.

— Ҫапла пулмасӑр! — тет Юман турачӗсене сиктерсе. — Сан пеккисене кӳртсе ҫеҫ яр, хӗл каҫиччен манӑн пӗр йӗкеле те хӑвармӑн эсӗ. Кай, кай, ан та тӑр кунта нӑйкӑшса.

Мӗскӗн Кайӑк каллех малалла каять, йӑкӑлт-йӑкӑлт сикет хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе. Шыв хӗррине ҫитет те унта пысӑк Йӑмра ларнине курать. Кайӑк Йӑмрана калать:

— Ырӑ йывӑҫӑм, Йӑмраҫӑм, санӑн тураттусем ҫӑра, яр-ха мана хӑвӑн патна хваттере хӗл каҫиччен пурӑнма, — тет.

— Утах малалла! Эпӗ пули-пулми йывӑҫ мар, сан пеккисемпе сӑмах та хушмастӑп, — тет мухтанса.

Мӗскӗн Кайӑк аптӑрасах ҫитет, нимӗн тума та пӗлмест. Ывӑннипе аран-аран лӑкӑштатса, хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе вӑрман варрине ҫитсе кӗрет.

Мӗскӗн Кайӑка катаранах симӗс Чӑрӑш асӑрхать те:

— Ай-яй, мӗскӗн, ӑҫта каятӑн капла? — тесе ыйтать.

— Хам ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп, — тет Кайӑк.

— Епле пӗлместӗн?

— Телее мар, хурлӑха, — тет Кайӑк хурлӑхлӑ сасӑпа.

— Мӗншӗн юлташусенчен тӑрса юлтӑн-ха? — ыйтать Чӑрӑшӗ.

— Ман ҫунатӑм хуҫӑлчӗ, ҫавӑнпа эп вӗҫейместӗп. Вӑрманти йывӑҫсенчен хваттере яма йӑлӑнса пӑхрӑм та, нихӑшӗ те хӗрхенмерӗҫ.

— Э-э-э, апла пулсан хам патӑмра пурӑн. Ак лар ҫак туратӑм ҫине, вӑл чи ӑшши, — тет Чӑрӑш ӑшӑ кӑмӑлпа.

Чӑрӑшпа юнашарах ватӑ Хыр ӳснӗ. Вӑл та мӗскӗн Кайӑка хӗрхенсе каланӑ:

— Манӑн туратсем ӑшша питех тытмаҫҫӗ те, ҫапах эпӗ сана сивӗ ҫилсем тивесрен сыхласа тӑрӑп.

Кайӑк чӑрӑш турачӗсем хушшине ӑшӑ ҫӗре кӗрсе ларать. Хыр ӑна сивӗ ҫилсенчен хӑйӗн шанчӑклӑ турачӗсемпе сыхласа усрама тытӑнать.

Кӑна пӗчӗк ҫеҫ Уртӑш йывӑҫ курать те калать:

— Сана, пӗчӗкҫӗскерне, эпӗ хӗл каҫичченех хам ҫырласемпе тӑрантарса усрӑп.

Ҫапла вара телейсӗр Кайӑк питӗ лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать. Ытти Йывӑҫсем ҫакна курнӑ та тиркешсе калаҫнӑ:

— Эй, чӑрманӑп-и ҫав ӑҫтиҫук Кайӑкшӑн, — тесе кулнӑ Хурӑн Чӑрӑшран.

— Ма парӑп эпӗ ӑна хамӑн йӗкелӗмсене, — тет Юманӗ хумханса.

— Эпӗ пули-пулми кайӑкпа калаҫмастӑп та, — тет Йӑмра.

Ҫапла вӗсем сухӑрлӑ йывӑҫсене тиркесе мӑн кӑмӑлланса кулкаласа калаҫнӑ.

* * *

Пӗр каҫхине вӑрманта сивӗ ҫил улама тапратнӑ. Тискер тӑвӑл тулашнипе йывӑҫ ҫулҫисем пурте тӑкӑнса пӗтнӗ.

Анчах Тӑвӑл ачи малтан ашшӗнчен кайса ыйтнӑ:

— Пур йывӑҫсен ҫулҫисене те ҫаратмалла-и е хӑшӗсенне хӑвармалла-и? — тенӗ.

— Ҫук, апла юрамасть, пӗчӗк Кайӑка усрава илнӗ йывӑҫсен ҫулҫисене пӗрне те ан тивнӗ пултӑр, вӗсем хӗлӗпех симӗс тӑччӑр, — тенӗ.

Ҫил вара Чӑрӑшне те, Хырне те, Уртӑшне те тивмен тет.

Вӗсем ҫавӑнпа ку таранчченех хӗлле те, ҫулла та, ӗмӗр-ӗмӗрех симӗс юлнӑ тет.