Трашка ачисем

Тахҫан авал пӗр ялта Трашка ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Унӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ, виҫҫӗшӗ те сунара ҫӳреме юратнӑ. Пӗрре ҫапла, сунарта ҫӳренӗ чух, Трашка ачисем тилӗ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Часах Тиллине те курнӑ. Пуҫланӑ хӑвалама. Хӑваласан-хӑваласан аякрах та мар пыракан Тилӗ вӑшт! анчах чӑмать пӗр шӑтӑка. Пӑхаҫҫӗ: сӑвӑр шӑтӑкӗ. Пуҫлаҫҫӗ хайхисем чавалама ҫак шӑтӑка.

Ҫав шӑтӑкрах тата Тӑрна пулнӑ. Шӑтӑка чавалама пуҫланине сиссе Тӑрна ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре ҫеҫ, — тет.

— Ман тӑххӑр таран пур-ха, — мухтанать Тилӗ.

Трашка ачисем ҫаплах чаваҫҫӗ. Тӑрна татах ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре-пӗррех, — тет.

— Улттӑ ҫеҫ юлчӗ, — тет Тилли.

Трашка ачисем ҫывхарсах ҫитеҫҫӗ. Мӗн тумалла? Тӑрна тата тепӗр хут ыйтать:

— Тилӗ тус, сан ӑсу миҫе, манӑн пӗрре те юлмарӗ ӗнтӗ, — тет.

— Пӗр ӑс юлчӗ-ха, — тет Тилӗ. Унтан калать: — Ăсу пӗтрӗ пулсан пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарса вырт та вилнӗ пек пул. Вӗсем сана ҫавӑркаласа пӑхӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ тухса тарӑп та, вӗсем сана пӑрахса ман хыҫҫӑн чупӗҫ. Вӑл хушӑра эсĕ те вӗҫсе кайӑн. Вӗсем пире нихӑшне те тытаймӗҫ, — тет.

Тӑрна чӑнах та пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарса вилнӗ пек пулса выртрӗ. Трашка ачисем Тӑрна патне ҫитеҫҫӗ те шалт тӗлӗнеҫҫӗ.

— Пӑхӑр-ха, Тилӗ тӑрнана вӗлерсе хӑварнӑ, — тесе Тӑрнана ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ.

Ҫав хушӑра Тилӗ вӑшт! тухса сирпӗнет шӑтӑкран. Трашка ачисем Тӑрнана пӑрахаҫҫӗ те Тилӗ хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ.

Паллă ӗнтӗ: Тилӗ те вӑрмана кӗрсе чӑмнӑ, Тӑрна та хӑлаҫланса вӗҫсе кайнӑ. Трашка ачисем икӗ кайӑка хӑваласа пӗр кайӑксӑрах килне таврӑннӑ.