чăваш юмахĕ

Нуша

караоке
сасă

Initializing audio Loading audio…

Пурӑннӑ Пурӑннӑ тет тет пӗр пӗр ялта ялта карчӑкпа карчӑкпа старик. старик. Кусен Кусен пурнӑҫӗ пурнӑҫӗ питӗ питӗ начар начар пулнӑ пулнӑ тет, тет, анчах анчах старикӗн старикӗн хунӗ хунӗ питӗ питӗ пуян пуян пурӑннӑ пурӑннӑ тет. тет.

Пӗрре, Пӗрре, ҫимӗк ҫимӗк ҫитсе ҫитсе килнӗ килнӗ чух, чух, карчӑк карчӑк старикне старикне калать: калать:

Ваҫлей, Ваҫлей, ĕнтӗ ĕнтӗ ҫынсем ҫынсем ҫимӗк ҫимӗк валли валли сӑра сӑра та та тӑва тӑва пуҫларӗҫ, пуҫларӗҫ, пирӗн пирӗн иксӗмӗрӗн иксӗмӗрӗн нимӗн нимӗн те те ҫук. ҫук. Кай-ха Кай-ха аттесем аттесем патне, патне, сӑра сӑра тума тума пӗрер пӗрер пӑт пӑт салат салат памӗҫ-и? памӗҫ-и?

Ваҫлей Ваҫлей пӗр пӗр пӑтавкка пӑтавкка илет илет те те хунӗсем хунӗсем патне патне тухса тухса утать. утать.

Хуньӑм, Хуньӑм, пире пире пӗрер пӗрер пӑт пӑт салат салат памӑн-ши? памӑн-ши? Ҫынсем Ҫынсем ӗҫнӗ ӗҫнӗ чух чух пирӗн пирӗн те те ӗҫес ӗҫес килет, килет, тет тет Ваҫлей. Ваҫлей.

Мӗншӗн Мӗншӗн парас парас мар, мар, тет тет хунӗ. хунӗ. Карчӑк, Карчӑк, парса парса яр яр кӗрӗве кӗрӗве пӗр пӗр пӑт пӑт салат, салат, тет. тет.

Хунямӑшӗ Хунямӑшӗ Ваҫлее Ваҫлее пӗр пӗр пӑтавкка пӑтавкка салат салат тата тата тепӗр тепӗр витре витре какай какай тыттарса тыттарса ярать. ярать.

Пырать Пырать Ваҫлей Ваҫлей ҫулпала, ҫулпала, пӗр пӗр аллипе аллипе пӑтавкка пӑтавкка йӑтнӑ, йӑтнӑ, тепӗр тепӗр аллипе аллипе витре витре ҫӗкленӗ. ҫӗкленӗ. Унӑн Унӑн ҫул ҫул ҫинче ҫинче арман арман пӗви пӗви урлӑ урлӑ каҫса каҫса каймалла. каймалла. Вершник Вершник ҫине ҫине улӑхма улӑхма тӑрсанах тӑрсанах Ваҫлей Ваҫлей такӑнчӗ такӑнчӗ ӳкрӗ ӳкрӗ те те салатне салатне веҫех веҫех шыва шыва тӑкса тӑкса ячӗ. ячӗ. Мӗн Мӗн тӑвас? тӑвас? Ваҫлей Ваҫлей нимӗн нимӗн тума тума аптăранипе аптăранипе пӗр пӗр патак патак илчӗ илчӗ те те шыва шыва пӑтратма пӑтратма пуҫларӗ. пуҫларӗ. Пӑхать Пӑхать Ваҫлей Ваҫлей шыв шыв сӑра сӑра тӗслӗ тӗслӗ пулса пулса кайрӗ. кайрӗ. «Шыв «Шыв сӑра сӑра пекех пекех пулчӗ пулчӗ иккен-ха, иккен-ха, ӗҫсе ӗҫсе пӑхам-ха, пӑхам-ха, сӑра сӑра тути тути каламасть-и?» каламасть-и?» тесе тесе шутлать шутлать вӑл вӑл хӑй хӑй ӑшӗнче. ӑшӗнче. Унтан Унтан хырӑмӗ хырӑмӗ ҫине ҫине выртать выртать те те шыва шыва чӑпӑртаттарсах чӑпӑртаттарсах ӗҫме ӗҫме тытӑнать. тытӑнать.

Эпĕ Эпĕ ӳсӗрӗлтӗм ӳсӗрӗлтӗм иккен-ха. иккен-ха. Ну Ну халь халь юрӑ юрӑ юрлас юрлас ӗнтӗ, ӗнтӗ, тет тет Ваҫлей. Ваҫлей.

Тытӑнчӗ Тытӑнчӗ юрлама. юрлама. Пӗр-ик Пӗр-ик ҫавра ҫавра юрларӗ юрларӗ те те хӑй хӑй хыҫӗнче хыҫӗнче такам такам юрланине юрланине илтех илтех кайрӗ. кайрӗ. Пӑхать Пӑхать темӗнле темӗнле ҫын ҫын тайкаланса тайкаланса юрласа юрласа килет. килет. Хӑй Хӑй ҫӗтĕк ҫӗтĕк аҫам аҫам тӑхӑнса тӑхӑнса янӑ. янӑ. Ваҫлей Ваҫлей ку ку ҫынна ҫынна кӗтсе кӗтсе илчӗ илчӗ те те ҫапла ҫапла калать: калать:

Атя, Атя, хӑта, хӑта, пӗрле пӗрле кайӑпӑр. кайӑпӑр. Иккӗн Иккӗн утмашкӑн утмашкӑн та та ҫӑмӑлтарах, ҫӑмӑлтарах, юрлама юрлама та та хавасрах, хавасрах, тет. тет.

Атя! Атя! тет тет лешӗ. лешӗ.

Кусем Кусем иккӗш иккӗш ыталанчӗҫ ыталанчӗҫ те те юрӑ юрӑ янӑраттарса янӑраттарса кӑна кӑна пыраҫҫӗ. пыраҫҫӗ.

Кайсан-кайсан Кайсан-кайсан Ваҫлей Ваҫлей кунтан кунтан ҫапла ҫапла ыйтать: ыйтать:

Эсӗ Эсӗ кам кам пулатӑн, пулатӑн, хӑта? хӑта? Эпӗ Эпӗ сана сана паллаймастӑп, паллаймастӑп, тет. тет.

Епле Епле паллаймастӑн паллаймастӑн эс эс мана! мана! тет тет лешӗ. лешӗ. Эпӗ Эпӗ санӑн санӑн Нушу Нушу пулатӑп пулатӑп вӗт. вӗт.

Ну, Ну, атя атя апла апла пулсан пулсан хам хам пата, пата, тет тет Ваҫлей. Ваҫлей.

Кусем Кусем каллех каллех пӗр-пӗринпе пӗр-пӗринпе ыталашрӗҫ ыталашрӗҫ те те юрла-юрла юрла-юрла Ваҫлей Ваҫлей килнелле килнелле уттарчӗҫ. уттарчӗҫ.

Килне Килне ҫитес ҫитес умӗн умӗн Ваҫлей Ваҫлей арӑмӗ арӑмӗ ҫырмаран ҫырмаран сӑра сӑра лартма лартма шыв шыв ӑсса ӑсса хӑпарать. хӑпарать.

Ара Ара ӑҫта ӑҫта ӗҫрӗн ӗҫрӗн капла, капла, Ваҫлей? Ваҫлей? Санӑн Санӑн салату салату ӑҫта, ӑҫта, аттесем аттесем памарӗҫ-и-мӗн? памарӗҫ-и-мӗн? тесе тесе ыйтать ыйтать вӑл вӑл Ваҫлейрен. Ваҫлейрен.

Парасса Парасса пачӗҫ пачӗҫ те, те, тет тет Ваҫлей, Ваҫлей, телейӗм телейӗм ҫук: ҫук: арман арман вершникӗ вершникӗ урлӑ урлӑ каҫнӑ каҫнӑ чух чух такӑнтӑм такӑнтӑм та, та, шыва шыва тӑкӑнса тӑкӑнса кайрӗ; кайрӗ; шывне шывне пӑтраткаларӑм пӑтраткаларӑм та, та, сӑра сӑра пек пек пулса пулса тӑчӗ. тӑчӗ. Ӗҫрӗм Ӗҫрӗм те те ӳсӗрӗлсе ӳсӗрӗлсе кайрӑм, кайрӑм, юрлама юрлама тытӑнтӑм, тытӑнтӑм, унтан унтан хамӑн хамӑн Нуша Нуша тусӑма тусӑма тӗл тӗл пултӑм. пултӑм. Сӑра Сӑра лартасси лартасси пулмарӗ пулмарӗ ӗнтӗ, ӗнтӗ, атя атя хӑвӑртрах хӑвӑртрах киле, киле, Нуша Нуша тусӑма тусӑма какай какай та та пулин пулин пӗҫерсе пӗҫерсе ҫитерер, ҫитерер, пирӗн пирӗн ӑна ӑна чыслама чыслама урӑх урӑх нимӗн нимӗн те те ҫук, ҫук, тет. тет.

Ҫитрӗҫ Ҫитрӗҫ килне. килне. Ваҫлей Ваҫлей яшка яшка пӗҫерме пӗҫерме вутӑ вутӑ татма татма тухрӗ, тухрӗ, Нуши Нуши пӳртре пӳртре ларса ларса юлчӗ. юлчӗ. Ваҫлей Ваҫлей хыҫҫӑнах хыҫҫӑнах арӑмӗ арӑмӗ тула тула вутӑ вутӑ ҫӗклеме ҫӗклеме тухрӗ. тухрӗ.

Эсӗ Эсӗ чи чи пысӑк пысӑк арчуна арчуна пушат-ха, пушат-ха, эпир эпир ҫав ҫав Нушана Нушана ун ун ӑшне ӑшне хупса хупса асӑнтарар-ха асӑнтарар-ха пӗрре, пӗрре, тет тет Ваҫлей Ваҫлей арӑмне. арӑмне.

Арӑмӗ Арӑмӗ пӗр пӗр самантрах самантрах пӑлтӑрта пӑлтӑрта ларакан ларакан пысӑк пысӑк арчине арчине пушатрӗ. пушатрӗ. Ваҫлей Ваҫлей вутӑ вутӑ ҫӗклесе ҫӗклесе кӗчӗ, кӗчӗ, ун ун хыҫҫан хыҫҫан арӑмӗ арӑмӗ те те юлмарӗ. юлмарӗ. Нуша Нуша сӗтел сӗтел хушшинче хушшинче ҫаплах ҫаплах юрӑ юрӑ юрласа юрласа ларать. ларать. Ваҫлей Ваҫлей Нуша Нуша ҫумне ҫумне ларчӗ ларчӗ те те юрлам юрлам пекки пекки тӑвать. тӑвать. Унччен Унччен те те пулмарӗ пулмарӗ Нушана Нушана пырӗнчен пырӗнчен ярса ярса тытса: тытса:

Арӑм, Арӑм, тыт тыт урисенчен, урисенчен, Нушана Нушана тӗрмене тӗрмене хупар! хупар! тесе тесе кӑшкӑрса кӑшкӑрса ячӗ. ячӗ.

Арӑмӗ Арӑмӗ урисенчен, урисенчен, Ваҫлей Ваҫлей пырӗнчен пырӗнчен тытрӗ, тытрӗ, Нушана Нушана пӑлтӑралла пӑлтӑралла сӗтӗрсе сӗтӗрсе тухрӗҫ тухрӗҫ те те пысӑк пысӑк арчана арчана тӗркелесе тӗркелесе чикрӗҫ, чикрӗҫ, унтан унтан пысӑк пысӑк ҫӑрапа ҫӑрапа питӗрсе питӗрсе илчӗҫ. илчӗҫ. Каҫхине Каҫхине Ваҫлей Ваҫлей лаша лаша кӳлчӗ кӳлчӗ те те Нушана Нушана тытса тытса хупнӑ хупнӑ арчана арчана урапи урапи ҫине ҫине хурса хурса вӑрмана вӑрмана тухса тухса кайрӗ. кайрӗ.

Ҫитрӗ Ҫитрӗ вӑрмана. вӑрмана. Пӗр Пӗр йывӑҫ йывӑҫ тӗмӗ тӗмӗ айне айне пысӑк пысӑк шӑтӑк шӑтӑк алтрӗ алтрӗ те те арчана арчана тӗртсе тӗртсе йӑвантарса йӑвантарса ячӗ. ячӗ. Унтан Унтан арча арча ҫине ҫине тӑприне тӑприне тапта-тапта тапта-тапта хучӗ, хучӗ, паллӑ паллӑ ан ан пултӑр пултӑр тесе тесе ҫулҫӑсем ҫулҫӑсем витсе витсе хӑварчӗ. хӑварчӗ.

Ҫакӑн Ҫакӑн хыҫҫӑн хыҫҫӑн Ваҫлейӗн Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ пурнӑҫӗ кунран-кун кунран-кун малалла малалла кайма кайма пуҫларӗ. пуҫларӗ. Хунӗ Хунӗ Ваҫлейрен Ваҫлейрен тӗлӗнет: тӗлӗнет: «Ӑҫтан «Ӑҫтан илчӗ илчӗ ку ку кӗрӳ кӗрӳ укҫа, укҫа, епле епле пит пит час час пуйса пуйса кайрӗ? кайрӗ? Пурӑна Пурӑна киле киле ку ку манран манран та та иртсе иртсе кайӗ, кайӗ, унтан унтан вара вара пире пире паллами паллами те те пулӗ», пулӗ», тет. тет.

Ҫимӗкре Ҫимӗкре Ваҫлей Ваҫлей хӑна хӑна пуҫтарчӗ. пуҫтарчӗ. Хунӗсене Хунӗсене те те чӗнчӗ. чӗнчӗ. Ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ Ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ кусем, кусем, юрларӗҫ. юрларӗҫ.

Хунӗ Хунӗ ыйтать: ыйтать:

Ваҫлей Ваҫлей кӗрӳ, кӗрӳ, кала-ха, кала-ха, эсӗ эсӗ епле епле майпа майпа пит пит хӑвӑрт хӑвӑрт ҫӗкленсе ҫӗкленсе кайрӑн, кайрӑн, ӑҫта ӑҫта та та пулин пулин укҫа укҫа тупрӑн-и? тупрӑн-и? тет. тет.

Ваҫлей Ваҫлей Нушана Нушана епле епле лектернине, лектернине, ӑҫта ӑҫта хунине, хунине, ҫавӑнтан ҫавӑнтан вара вара пурнӑҫӗ пурнӑҫӗ епле епле малалла малалла кайнине кайнине хуньӑшне хуньӑшне тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпӗ-йӗрӗпе каласа каласа пачӗ. пачӗ. Каласанах Каласанах хунӗсем хунӗсем киле киле кайрӗҫ. кайрӗҫ.

Тепӗр Тепӗр кунне кунне Ваҫлей Ваҫлей хунӗ хунӗ хӑйӗн хӑйӗн мӑнтӑр мӑнтӑр лашине лашине кӳлчӗ кӳлчӗ те те тимӗр тимӗр кӗреҫе кӗреҫе илсе илсе вӑрмана вӑрмана тухса тухса кайрӗ. кайрӗ. Ҫитрӗ Ҫитрӗ вӑрмана. вӑрмана. Нушана Нушана пытарнӑ пытарнӑ вырӑна вырӑна шырама шырама пуҫларӗ. пуҫларӗ. Шырарӗ-шырарӗ Шырарӗ-шырарӗ ниҫта ниҫта та та ҫук. ҫук. Унтан Унтан кӑшкӑрма кӑшкӑрма тытӑнчӗ: тытӑнчӗ:

Кӗрӳ Кӗрӳ Нуши Нуши ӑҫта-ши? ӑҫта-ши? Кӗрӳ Кӗрӳ Нуши Нуши ӑҫта-ши?! ӑҫта-ши?! тесе тесе кӑшкӑрать. кӑшкӑрать.

Нуша Нуша ҫинҫе ҫинҫе сасӑпа: сасӑпа:

Кунта! Кунта! тет. тет. Вӑл Вӑл вилес вилес патнех патнех ҫитнӗ ҫитнӗ иккен. иккен.

Ваҫлей Ваҫлей хунӗ хунӗ Нушана Нушана шыраса шыраса тупрӗ тупрӗ те те ҫӗр ҫӗр айӗнчен айӗнчен алтса алтса кӑларса кӑларса килне килне илсе илсе таврӑнчӗ. таврӑнчӗ. Килӗнче Килӗнче арча арча ҫӑрине ҫӑрине персе персе ватрӗ ватрӗ те те Нушана Нушана сӗтӗрсе сӗтӗрсе кӑларчӗ. кӑларчӗ.

Кай Кай ӗнтӗ, ӗнтӗ, Нуша, Нуша, хӑвӑн хӑвӑн малтанхи малтанхи тусу тусу патне, патне, кӗрӗве кӗрӗве малтанхи малтанхи пекех пекех чухӑн чухӑн пурӑнтар, пурӑнтар, тет. тет.

Ҫук, Ҫук, ырӑ ырӑ ҫыннӑм, ҫыннӑм, эп эп ун ун патне патне тем тем тусан тусан та та каяссӑм каяссӑм ҫук, ҫук, тет тет Нуши. Нуши. Вӑл Вӑл манӑнне манӑнне чутах чутах чуна чуна илмерĕ. илмерĕ. Эсӗ Эсӗ ырӑ ырӑ та, та, ҫӑлса ҫӑлса кӑлартӑн. кӑлартӑн. Халӗ Халӗ ӗнтӗ ӗнтӗ эпӗ эпӗ сан сан патӑнтан патӑнтан ниҫта ниҫта та та каяссӑм каяссӑм ҫук, ҫук, тет. тет.

Ҫапла Ҫапла каласанах каласанах Нуша Нуша курӑнми курӑнми пулать. пулать. Ҫав Ҫав каҫхинех каҫхинех Ваҫлей Ваҫлей хунӗн хунӗн мӑнтӑр мӑнтӑр лаши лаши ӳксе ӳксе вилчӗ вилчӗ тет. тет. Питравкка Питравкка умӗн умӗн хӑй хӑй ҫунса ҫунса кайрӗ кайрӗ тет. тет. Унӑн Унӑн пурнӑҫӗ пурнӑҫӗ каялла каялла кайнӑҫемӗн кайнӑҫемӗн каялла каялла кайса кайса пычӗ пычӗ тет. тет. Ваҫлейӗн Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ пурнӑҫӗ тата тата малалла малалла кайрӗ кайрӗ тет тет те, те, вӑл вӑл аван аван пурнӑҫпа пурнӑҫпа пурӑнма пурӑнма пуҫларӗ пуҫларӗ тет. тет.

Пурӑннӑ тет пӗр ялта карчӑкпа старик. Кусен пурнӑҫӗ питӗ начар пулнӑ тет, анчах старикӗн хунӗ питӗ пуян пурӑннӑ тет.

Пӗрре, ҫимӗк ҫитсе килнӗ чух, карчӑк старикне калать:

— Ваҫлей, ĕнтӗ ҫынсем ҫимӗк валли сӑра та тӑва пуҫларӗҫ, пирӗн иксӗмӗрӗн нимӗн те ҫук. Кай-ха аттесем патне, сӑра тума пӗрер пӑт салат памӗҫ-и?

Ваҫлей пӗр пӑтавкка илет те хунӗсем патне тухса утать.

— Хуньӑм, пире пӗрер пӑт салат памӑн-ши? Ҫынсем ӗҫнӗ чух пирӗн те ӗҫес килет, — тет Ваҫлей.

— Мӗншӗн парас мар, — тет хунӗ. — Карчӑк, парса яр кӗрӗве пӗр пӑт салат, — тет.

Хунямӑшӗ Ваҫлее пӗр пӑтавкка салат тата тепӗр витре какай тыттарса ярать.

Пырать Ваҫлей ҫулпала, пӗр аллипе пӑтавкка йӑтнӑ, тепӗр аллипе витре ҫӗкленӗ. Унӑн ҫул ҫинче арман пӗви урлӑ каҫса каймалла. Вершник ҫине улӑхма тӑрсанах Ваҫлей такӑнчӗ ӳкрӗ те салатне веҫех шыва тӑкса ячӗ. Мӗн тӑвас? Ваҫлей нимӗн тума аптăранипе пӗр патак илчӗ те шыва пӑтратма пуҫларӗ. Пӑхать Ваҫлей — шыв сӑра тӗслӗ пулса кайрӗ. «Шыв сӑра пекех пулчӗ иккен-ха, ӗҫсе пӑхам-ха, сӑра тути каламасть-и?» — тесе шутлать вӑл хӑй ӑшӗнче. Унтан хырӑмӗ ҫине выртать те шыва чӑпӑртаттарсах ӗҫме тытӑнать.

— Эпĕ ӳсӗрӗлтӗм иккен-ха. Ну халь юрӑ юрлас ӗнтӗ, — тет Ваҫлей.

Тытӑнчӗ юрлама. Пӗр-ик ҫавра юрларӗ те хӑй хыҫӗнче такам юрланине илтех кайрӗ. Пӑхать — темӗнле ҫын тайкаланса юрласа килет. Хӑй ҫӗтĕк аҫам тӑхӑнса янӑ. Ваҫлей ку ҫынна кӗтсе илчӗ те ҫапла калать:

— Атя, хӑта, пӗрле кайӑпӑр. Иккӗн утмашкӑн та ҫӑмӑлтарах, юрлама та хавасрах, — тет.

— Атя! — тет лешӗ.

Кусем иккӗш ыталанчӗҫ те юрӑ янӑраттарса кӑна пыраҫҫӗ.

Кайсан-кайсан Ваҫлей кунтан ҫапла ыйтать:

— Эсӗ кам пулатӑн, хӑта? Эпӗ сана паллаймастӑп, — тет.

— Епле паллаймастӑн эс мана! — тет лешӗ. — Эпӗ санӑн Нушу пулатӑп вӗт.

— Ну, атя апла пулсан хам пата, — тет Ваҫлей.

Кусем каллех пӗр-пӗринпе ыталашрӗҫ те юрла-юрла Ваҫлей килнелле уттарчӗҫ.

Килне ҫитес умӗн Ваҫлей арӑмӗ ҫырмаран сӑра лартма шыв ӑсса хӑпарать.

— Ара ӑҫта ӗҫрӗн капла, Ваҫлей? Санӑн салату ӑҫта, аттесем памарӗҫ-и-мӗн?— тесе ыйтать вӑл Ваҫлейрен.

— Парасса пачӗҫ те, — тет Ваҫлей, — телейӗм ҫук: арман вершникӗ урлӑ каҫнӑ чух такӑнтӑм та, шыва тӑкӑнса кайрӗ; шывне пӑтраткаларӑм та, сӑра пек пулса тӑчӗ. Ӗҫрӗм те ӳсӗрӗлсе кайрӑм, юрлама тытӑнтӑм, унтан хамӑн Нуша тусӑма тӗл пултӑм. Сӑра лартасси пулмарӗ ӗнтӗ, атя хӑвӑртрах киле, Нуша тусӑма какай та пулин пӗҫерсе ҫитерер, пирӗн ӑна чыслама урӑх нимӗн те ҫук, — тет.

Ҫитрӗҫ килне. Ваҫлей яшка пӗҫерме вутӑ татма тухрӗ, Нуши пӳртре ларса юлчӗ. Ваҫлей хыҫҫӑнах арӑмӗ тула вутӑ ҫӗклеме тухрӗ.

— Эсӗ чи пысӑк арчуна пушат-ха, эпир ҫав Нушана ун ӑшне хупса асӑнтарар-ха пӗрре, — тет Ваҫлей арӑмне.

Арӑмӗ пӗр самантрах пӑлтӑрта ларакан пысӑк арчине пушатрӗ. Ваҫлей вутӑ ҫӗклесе кӗчӗ, ун хыҫҫан арӑмӗ те юлмарӗ. Нуша сӗтел хушшинче ҫаплах юрӑ юрласа ларать. Ваҫлей Нуша ҫумне ларчӗ те юрлам пекки тӑвать. Унччен те пулмарӗ Нушана пырӗнчен ярса тытса:

— Арӑм, тыт урисенчен, Нушана тӗрмене хупар! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Арӑмӗ урисенчен, Ваҫлей пырӗнчен тытрӗ, Нушана пӑлтӑралла сӗтӗрсе тухрӗҫ те пысӑк арчана тӗркелесе чикрӗҫ, унтан пысӑк ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ. Каҫхине Ваҫлей лаша кӳлчӗ те Нушана тытса хупнӑ арчана урапи ҫине хурса вӑрмана тухса кайрӗ.

Ҫитрӗ вӑрмана. Пӗр йывӑҫ тӗмӗ айне пысӑк шӑтӑк алтрӗ те арчана тӗртсе йӑвантарса ячӗ. Унтан арча ҫине тӑприне тапта-тапта хучӗ, паллӑ ан пултӑр тесе ҫулҫӑсем витсе хӑварчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ кунран-кун малалла кайма пуҫларӗ. Хунӗ Ваҫлейрен тӗлӗнет: «Ӑҫтан илчӗ ку кӗрӳ укҫа, епле пит час пуйса кайрӗ? Пурӑна киле ку манран та иртсе кайӗ, унтан вара пире паллами те пулӗ», — тет.

Ҫимӗкре Ваҫлей хӑна пуҫтарчӗ. Хунӗсене те чӗнчӗ. Ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ кусем, юрларӗҫ.

Хунӗ ыйтать:

— Ваҫлей кӗрӳ, кала-ха, эсӗ епле майпа пит хӑвӑрт ҫӗкленсе кайрӑн, ӑҫта та пулин укҫа тупрӑн-и? — тет.

Ваҫлей Нушана епле лектернине, ӑҫта хунине, ҫавӑнтан вара пурнӑҫӗ епле малалла кайнине хуньӑшне тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. Каласанах хунӗсем киле кайрӗҫ.

Тепӗр кунне Ваҫлей хунӗ хӑйӗн мӑнтӑр лашине кӳлчӗ те тимӗр кӗреҫе илсе вӑрмана тухса кайрӗ. Ҫитрӗ вӑрмана. Нушана пытарнӑ вырӑна шырама пуҫларӗ. Шырарӗ-шырарӗ — ниҫта та ҫук. Унтан кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

— Кӗрӳ Нуши ӑҫта-ши? Кӗрӳ Нуши ӑҫта-ши?! — тесе кӑшкӑрать.

Нуша ҫинҫе сасӑпа:

— Кунта! — тет. Вӑл вилес патнех ҫитнӗ иккен.

Ваҫлей хунӗ Нушана шыраса тупрӗ те ҫӗр айӗнчен алтса кӑларса килне илсе таврӑнчӗ. Килӗнче арча ҫӑрине персе ватрӗ те Нушана сӗтӗрсе кӑларчӗ.

— Кай ӗнтӗ, Нуша, хӑвӑн малтанхи тусу патне, кӗрӗве малтанхи пекех чухӑн пурӑнтар, — тет.

— Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эп ун патне тем тусан та каяссӑм ҫук, — тет Нуши. — Вӑл манӑнне чутах чуна илмерĕ. Эсӗ ырӑ та, ҫӑлса кӑлартӑн. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сан патӑнтан ниҫта та каяссӑм ҫук, — тет.

Ҫапла каласанах Нуша курӑнми пулать. Ҫав каҫхинех Ваҫлей хунӗн мӑнтӑр лаши ӳксе вилчӗ тет. Питравкка умӗн хӑй ҫунса кайрӗ тет. Унӑн пурнӑҫӗ каялла кайнӑҫемӗн каялла кайса пычӗ тет. Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ тата малалла кайрӗ тет те, вӑл аван пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӗ тет.

Юмахăн PDF-версине хавăр компьютера çиртарма "Скачать" пусмалла.


Скачать
Юмах килĕшре-и?

Юлташсене пĕлтер: